Премие кашни çулах «Хавхалану çăлкуçĕсем» регионсем хушшинчи поэзи фестивалĕсен кунĕсенче вырăсла, пушкăртла, тутарла, чăвашла çыракан поэтсем тивĕçеççĕ. Паян сире пултаруллă тутар сăвăçи, аллине пăшал тытса тăшмана хирĕç кĕрешнĕ паттăр салтакăн Фатих Каримăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен аса илтерес килет.
Тутар поэзийĕн çутă çăлтăрĕсенчен пĕри, пултаруллă поэт, çыравçă, литература деятелĕ Фатих Валеевич Каримов (Фатих Карим) 1909 çулхи январь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Аит ялĕнче çемьере вун пĕрмĕш ача пулса çуралнă. Вăл çĕршер сăвă, 18 поэма, икĕ повесть, пĕр драма, вуншар публицистика тата литературăпа критика статйисен авторĕ, фронтовик.
Фатих Карим пурĕ те 36 çул çеç пурăннă. Ĕмĕрĕ кĕске пулсан та ăна пысăк социаллă улшăнусене, çухатусене, шанчăкпа куляну вăхăчĕсене курма тÿр килнĕ. Анчах та чи йывăр самантсенче те унăн чĕринче пурнăçа, Тăван çĕршыва юратас туйăм сÿнмен. Поэзи уншăн телей те, асап та пулса тăнă. Вăл ăна вилĕмсĕрлĕх парнеленĕ.
Фатих тăван ялĕнче пуçламăш пĕлÿ илнĕ. Ашшĕ вилнĕ хыççăн ача çуртне лекнĕ. 1922-1924 çулсенче Пелепейĕнчи педагогика техникумĕнче хатĕрленÿ курсĕнче, 1925-1929 çулсенче Хусан хулинчи çĕр йĕркелÿ (землеустроительный) техникумĕнче вĕреннĕ.
Хăйĕнче поэзи пултарулăхне тупса палăртнă çамрăк 1920 çулсем вĕçĕнче сăвăсем çырма пуçланă. Чи малтанхи сăввисем Хусанти журналсенче кун çути курнă. 1931çулта çара чĕнсе илнĕ. Хусан хулинче тухса тăракан «Красноармеец» хаçатра журналист-корреспондент пулса ĕçленĕ. 1937 çулта СССР Писательсен союзне йышăннă.
1938 çулхи январь уйăхĕнче суя çăхава пула Ф.Карима айăпласа вунă çула Коми АССРĕнчи лагере янă. 1941 çулхи декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче унăн ĕçне çĕнĕрен пăхса тухса тÿрре кăларнă. Тĕрмерен хăтарсан вăл хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă.
Фатих Карим ахаль салтакран кĕçĕн лейтенанта çитнĕ, саперсен взвочĕн командирĕ пулнă. 1945 çулхи январь уйăхĕн пуçламăшĕнче Хĕвелтухăç Пруссинче тăшманăн кăнтăр-хĕвеланăç ушкăнне тĕп тума вĕсен вырăнне йышăнма хушу панă. Çапăçу мĕнпе вĕçленесси çак операцинчен килнĕ. Кенигсберг округĕнчи Кавер ялĕнчи (халĕ Калининград облаçĕнчи Багратион районĕ, Первомайское поселокĕ) çÿллĕшне илнĕ чухне Фатих паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
Ăна тăванла вил тăпри çине пытарнă. 1955-1956 çулсенче Победа поселокĕнчи çар масарĕ çине, каярах Калининград облаçĕнчи Багратионовск хулинче пытарнă.
1945 çулхи февраль уйăхĕн 6-мĕшĕнчи Ф. Карима çапăçура паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр, вилнĕ хыççăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степень орденĕсемпе наградăланă.
1946 çулта Фатих Каримăн мăшăрĕ Кадрия Ишукова упăшкин япалисемпе çырăвĕсене Тутарстан АССРĕнчи Тĕп музея панă. Вĕсене пĕр хутчен çеç мар Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă выставкăсене тăратнă. Фатих Каримăн шинелĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин музейĕнче упранать. Вăл яланах экспозици шутĕнче. Фатих Валеевичăн хĕрĕ Лейла Фатыховна – музейăн чи хаклă хăнисенчен пĕри. Вăл поэт-фронтовиксене халалланă литература тĕпелĕсене, пултарулăх каçĕсене хастар хутшăнать.
Ентешĕсем пултаруллă поэта манмаççĕ, ĕмĕре яхăн вăхăт çитсе пырать пулин те унăн произведенийĕсене юратса вулаççĕ. Поэт çуралса ÿснĕ Аит ялĕнче Фатих Карим ячĕллĕ музей ĕçлет. Пишпÿлекри тĕп библиотекăра ăна халалласа литература каçĕсем, пултарулăх конкурсĕсем иртеççĕ. Акă нумай çеç пулмасть «Вулассине халăх хушшинче сарасси тата аталантарасси» программăна пурнăçа кĕртнĕ май «Вилĕмсĕрлĕхĕ унăн сăввисенче» республика шайĕнчи интернет – конкурс иртрĕ. Унта хутшăнакансем Фатих Каримăн сăввине е пĕр-пĕр произведенийĕн сыпăкне тăван чĕлхепе (вырăсла, тутарла, пушкăртла, чăвашла тата ыт.те) илемлĕн вуланине ÿкерсе районти тĕп библиотекăна ярса пачĕç. Конкурсра республикăри тата çĕршывăмăрăн тĕрлĕ регионĕнче пурăнакан 200 çын хутшăнчĕ! Ф.Каримăн сăввисем паян кун та янăраççĕ пулсан вăл чăннипех те вилĕмсĕр.
Надежда НИКОЛАЕВА,
Пишпÿлекри
тĕп библиотекăн
йĕркелÿпе методика
уйрăмĕн ертÿçи.