Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Туслăх кĕперĕ
5 Июлӗн 2022, 11:44

Тĕрĕк тĕнчин сассисем

Пушкăртстан Республикинчи Чăваш культура пĕрлĕхĕн ĕçĕ тĕнче шайне тухрĕ.

Тĕрĕк тĕнчин сассисем
Тĕрĕк тĕнчин сассисем

Тĕрĕк халăхĕсен (вĕсен йышне чăвашсем те кĕреççĕ) çыхăнăвне çирĕплетес тĕллевпе Турци Республикин Культура тата туризм министерстви пулăшнипе Турци журналĕсен ассоциацийĕ йĕркеленĕ журналсен 11-мĕш ярмăркки тата тĕрĕк чĕлхипе тухакан журналсен редакторĕсемпе журналисчĕсен семинарĕ иртнĕ.
Чăваш культуришĕн пĕлтерĕшлĕ мероприяти Турци Республикин Стамбул хулинче июнь уйăхĕн 8-12-мĕшĕсенче иртнĕ. Унта 34 çĕршыв: Македонипе Мали, Таджикистанпа Иран, Иракпа Болгари, Египетпа Палестина, Казахстанпа Молдова, Пĕрлешÿллĕ араб эмирачĕсем тата ыттисем пулнă. Раççейрен Тутарстанпа Пушкăртстан Республикисем тата Чăваш Ен пулнă. Курава тĕрлĕ çĕршыври 400 журнал тăратнă.
– Эпĕ паян питĕрех те телейлĕ – çак мероприятие манăн тăван Чăваш Республики хутшăнать, - тенĕ Турци Республикинчи чăваш диаспорин тата Тĕрĕк халăхĕсен ассоциаци ĕçтĕвкомĕн ертÿçи Надина Джавадова.
Курава саламлама Турци Республикин культурăпа туризм министрĕн пĕрремĕш çумĕ Ахмет Мисбах Демирджан, Стамбулти Раççей консульствин тĕп консулĕ Федор Юманов çитнĕ. Федор – чăваш, Чăваш Республикинче çуралнă. Шамсетдин бей Кузеджи – куравăн тĕп йĕркелÿçи, наукăсен докторĕ, писатель, поэт, тĕнчери коммутаторсен организацийĕн президенчĕ шутланать.
Тĕрлĕ çĕршывсен представителĕсем хăйсен ялавĕсене, наци тумĕсене кăтартнă, сувенирсем парнеленĕ. Чăваш Республикинчен килнĕ делегацие «Хыпар» издательство çуртĕнче тухса тăракан «Тантăш» хаçатăн редакторĕ Елена Атаманова ертсе пынă. Елена Пушкăртстан Республикин Авăркас районĕнчи Треппел ялĕнче çуралнă. ПР Чăваш культура пĕрлĕхĕн çамрăксемпе ĕçлекен комисси председателĕ, Пушкăрстан Республикинчи пичет кăларăмĕсен ертÿçи Оксана Савельева пулнă. Вăл республикăри «Урал сасси» чăваш хаçатне, пушкăрт, вырăс, тата акăлчан чĕлхисемпе тухса тăракан обществăпа политика, наукăпа популярлă, литературăпа художество «Ватандаш» журналпа паллаштарнă. Шамсетдин бей Кузеджи: «Ватандаш» журналпа «Урал сасси» республикăри чăваш хаçачĕ пуçласа асăннă курава хутшăнни питĕ савăнтарать», – тесе сăмах каланă.
Оксана Савельева «Урал сасси» Пушкăртстан Республикинчи чăваш чĕлхипе тухса тăракан пĕртен-пĕр хаçат, унăн пĕлтерĕшĕ чăвашсемшĕн пысăк пулнине пĕлтернĕ. Çавăн пекех «Ватандаш» журналăн вырăс чĕлхипе тухакан пайĕнче чăваш писателĕсем те хăйсен хайлавĕсене пичетленине пĕлтернĕ. Вăлах республикăра тухса тăракан «Шонкар» тата «Тамаша» журналсемпе паллаштарнă.
Курав-семинарта «Агидель» журналăн пушкăрт уйрăмĕн редакторĕ Гульнара Хальфетдинова Пушкăртстан Республикинчи массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен интервью панă.
Оксана САВЕЛЬЕВА.
Турци Республики,
Стамбул хули.

Тĕрĕк тĕнчин сассисем
Тĕрĕк тĕнчин сассисем
Тĕрĕк тĕнчин сассисем
Тĕрĕк тĕнчин сассисем
Тĕрĕк тĕнчин сассисем
Тĕрĕк тĕнчин сассисем
Тĕрĕк тĕнчин сассисем
Тĕрĕк тĕнчин сассисем
Тĕрĕк тĕнчин сассисем
Тĕрĕк тĕнчин сассисем
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: