Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Туслăх кĕперĕ
14 Июлӗн 2022, 10:00

«Сарпи» артисчĕсем Чăваш Енре гастрольте пулса килчĕç

Чăваш Республикин Культура министерстви тата Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев йыхравланипе Çтерлĕри патшалăх театрпа концерт пĕрлешĕвĕн «Сарпи» эстрадăпа фольклор ансамблĕ Чăваш Республикин кунне уявланă çĕре тата Пĕтĕм чăвашсен 10-мĕш Акатуйне хутшăнчĕ.

«Сарпи» артисчĕсем Чăваш Енре гастрольте пулса килчĕç
«Сарпи» артисчĕсем Чăваш Енре гастрольте пулса килчĕç

Пĕрремĕш кунах Чăваш патшалăх пукане театрĕнче пулса хамăр ентешĕн, Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ Елена Шурту Чăваш халăх артисткин «Санăн йыхравна эп илтрĕм» (сценарийĕ Ольга Туркайăн) монодрамине пăхрăмăр. Спектакль пĕрре сывлăш çавăрса иличчен тенĕ пек иртрĕ. Курни-илтни чĕрене пырса тиврĕ, залра ларакансен куçĕсем шывланчĕç. «Санăн йыхравна эп илтрĕм» спектакле чăваш хĕрарăмĕн вăрçăра çухатнă ывăлне халалласа лартнă. Спектакль хыççăн пурте тăвăллăн алă çупрĕç, ăшă сăмахсем каларĕç, чечексем парнелерĕç. Тепĕр кун Чăваш Ен радиовĕнче «Ирхи салам» передачăна хутшăнса хамăрпа паллаштартăмăр, пулас гастрольсем çинчен пĕлтертĕмĕр. Кăнтăрлахи вун икĕ сехетре уяв программине хутшăнса К.Иванов театрĕ умĕнче йĕркеленĕ сцена çине иккĕмĕшсем пулса тухрăмăр. Ун хыççăн Акатуй уявĕнчи халăха юрласа савăнтартăмăр.
Пирĕн гастрольсем виçĕ куна тăсăлчĕç. Июнь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк ялĕнче, 26-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Пупăлькасси ялĕнче чăваш эстрада çăлтăрĕсемпе пĕрле Донбаса пулăшса ыркăмăллăх концерчĕ кăтартрăмăр. Июнĕн 27-мĕшĕнче Элĕк район центрĕнче, Элĕк салинче, пултăмăр. Çакăнпа гастроле вĕçлесе каялла тăван республикăна килме тухрăмăр. Пур çĕртре те Пушкăртстанран килнĕ артистсене ырă кăмăлпа, çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç! Ансамбьлĕн хастарĕсем пурте Тав çырăвĕсемпе Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.
Анна ДАНИЛОВА, «Сарпи» ансамблĕн солистки.
Çтерлĕ хули.

«Сарпи» артисчĕсем Чăваш Енре гастрольте пулса килчĕç
«Сарпи» артисчĕсем Чăваш Енре гастрольте пулса килчĕç
«Сарпи» артисчĕсем Чăваш Енре гастрольте пулса килчĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: