Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Полина Кирилова хăнасене гимнази историйĕпе паллаштарчĕ, вĕренÿ çуртĕнче миçе ача пĕлÿ илни, шкул çулне çитичченхи ачасен ушкăнĕ, педагогсем çинчен каласа пачĕ. Ĕçтешсем гимназипе паллашрĕç, шкул музейне çитсе курчĕç, акт тата спорт залĕсенче, вĕрентÿ кабинечĕсенче пулса курчĕç. Чăваш гимназийĕ мăн асаттесен çĕршывĕнчи шкулсемпе ĕçлĕ те туслă çыхăну йĕркелеме яланах хатĕр пулнине пĕлтерчĕ.
Надежда РОДИОНОВА. Пелепей хули.
Тĕлпулăва хак пани:
Марина Вакку, Шупашкарти 1№ гимнази:
Эпир, Чăваш Республикинчен килсе çитнĕ вěрентекенсем, Пелепейри чăваш гимназине, кунта тăрăшакан хастар чăвашсене, пултаруллă ěçтешěмěрсене пысăк тав сăмахě калатпăр. Çaв тери хăтлă, таса та çyтă гимнази çyртěнче cирĕнпе ăш пиллěн вĕрентÿ ыйтăвĕсене сÿтсе явни питĕ кăмăллă пулчĕ, сирĕн гимназин ÿcĕмĕсем куç кĕрет, курăмлă, кашни вĕрентекен хăй ĕçне таса кăмăлпа тăрăшса пурнăçлани витĕр курăнса тăрать. Малашне те çапла пултăр, сире яланах чи маттурисен шутĕнче пулма сунатпăр! Cирĕн гимназире чăвашлăх çăлкуç таппипе кĕрлесе, тапса тăни лайăх курăнчĕ.
Ăнăçy пултăр сире, ĕмĕт-тěллевсем пурнăçлансах пыччăр, вěсене пурнăça кĕртмешкĕн çирĕп cывлăх, туслă хутшăнупа ыр кăмăллăх, вăй-хăват сунатпăр!
Паянхи саманапа пĕр тан утакан, вĕрентÿ хатĕрĕсемпе пуян тата хăтлă, чăваш чĕлхине вĕрентекен гимназинче пулса курма питĕ кăмăллă пулчĕ. Çак пысăках мар хулара тăватă гимнази таран пулни пире тĕлĕнтерчĕ.
Инна Михеева, Шупашкарти 61№ шкул:
Пире, вĕрентекенсене, ытти регионсенчи ĕçтешсем мĕнле тата епле условисенче ĕçлени, паянхи ачасем тăван чĕлхене мĕнле вĕренни кăсăклантарать. Пирĕн делегацине Полина Геннадьевнăпа Алексей Анатольевич Емельяновсем кĕтсе илчĕç. Пысăк хавхаланупа вĕсем гимнази тăрăх экскурси ирттерчĕç, пурне те кăтартса кулленхи пурнăçпа уявсем, шкулти йăла-йĕркесемпе проектсем çинчен каласа пачĕç. Вĕрентÿ кабинечĕсем, шкул çулне çитичченхи ачасен блокĕ, столовăй, спортзал тата акт залĕ – пирĕн умра пĕрин хыççăн тепри алăксем уçăлса пычĕç. Эпир гимназинче тĕрлĕ халăх ачисем пĕлÿ илни çинчен пĕлтĕмĕр. Пурте вĕсем хаваспах чăваш чĕлхине вĕренеççĕ. Унсăр пуçне ачасене йăлăхтармасăр çеç чăваш культурине юратма та вĕрентеççĕ.
Пĕлÿ çуртне наци эрешĕсемпе илемлетнĕ, коридорсемпе классенче паллă чăваш деятелĕсемпе паллаштаракан стендсем çакăнса тăраççĕ. Пĕчĕк çеç этнографи музейĕнче пулса курни те чунра ăшă туйăм хăварчĕ. Гимназире вĕрентекенсем ачасене чăваш тата пушкăрт культурипе кăсăклантарнине ырласа йышăнма пулать. Пире, Шупашкарти вĕрентекенсене, Пушкăртстанри пĕртен-пĕр чăваш гимназийĕ Чăваш Енри шкулсемпе ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме, пĕр-пĕрне ĕç опычĕпе паллаштарма хатĕр пулни савăнтарчĕ.