«Туслăх кĕперĕ» чăваш ачисен форумне районти чăваш тата мăкшă чĕлхисене вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн (ăна вуншар çул ĕнтĕ Т.Н. Козлова ертсе пырать) хастарĕсем йĕркелеççĕ. Вĕсене çулсерен район администрацийĕ тивĕçлĕ пулăшу парать. Фестивалĕн хăйĕн эмблеми те пур. Ăна вăтăр çул хушшинче çĕнетме те тÿр килнĕ, мĕншĕн тесен пурнăç пĕр вырăнта тăмасть-çке.
Кăçал иртнĕ уяври лару-тăрупа тата фестивале кĕскен хак парса пире Кармаскалăри гимнази филиалĕн Йăмранри шкул ертÿçи Татьяна Козлова паллаштарчĕ.
– Мероприяти вăхăтĕнче чылай интереслĕ ĕçсем пулса иртрĕç. Палăртнă программа пуян та анлă пулчĕ. Ачасем квест-вăййа хаваспах кăмăлтан хутшăнчĕç, кашниех тарăн пĕлÿ те анлă тавракурăм кăтартса пачĕç. Суук-Чишмари историпе культура центрĕн ертÿçи Светлана Матвеева кашни çулах çамрăк ăру валли усăллă та хăй патне туртакан мастер-классем йĕркелет. Кăçал та вăл чылай ачана пухрĕ. Уявра Пекенешри Олеся Алешева вĕрентекен вĕсене петÿ (оберег) тума хавхалантарчĕ. Унăн мастер-класĕ те çÿллĕ шайра иртрĕ. Чăваш чĕлхи кунне халалласа мĕнле кăна чăваш юрри-кĕвви шăранмарĕ-ши? Ташă çаврăмĕсĕр те пулмарĕ, – хаваспах пĕлтерчĕ Татьяна Николаевна.
Фестивальре çавăн пекех тĕрлĕ шкулсенчи ачасен алă ĕçĕсен хăйне евĕр куравне йĕркеленĕ. Çакă та чĕлхе кунне илемлетнĕ, нумайăшĕн кăмăлне çĕкленĕ, асăнмалăх юлнă. Пекенеш шкулĕнчи педагогсен коллективĕ (ертÿçи – Т.Р. Степанова) мероприятие тĕплĕн те çÿллĕ шайра ирттерес тесе чылай ĕçсем туса ирттернине палăртмалла. Çавăнпа та вĕсем чĕререн тухакан тав сăмахне тивĕç.
Юрий СНЕГОПАД.
Кармаскалă районĕ, Пекенеш ялĕ.