Вырсарни шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем сумлă хăнана наци тумтирĕ тăхăнса çăкăр-тăварпа тата пылак кучченеçпе, чак-чакпа, кĕтсе илнĕ. Асăннă пĕлÿ çуртне Ирина Ахсарбековнăпа пĕрле ПР Вĕрентÿ тата наука министерствин наци вĕрентĕвĕ уйрăмĕн аслă специалисчĕ Юлия Исмагилова, Ĕпхÿ хула администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентÿ тата чĕлхе политики уйрăмĕн тĕп специалисчĕ Вильдан Трубкулов килме кăмăл тунă.
Вĕрентÿ учрежденийĕн директорĕ Иван Тарасов шкулăн ĕçĕ-хĕлĕпе, историйĕпе, пурлăхпа техника никĕсĕпе тата вĕрентÿ программисемпе паллаштарнă. Вăл ачасем хаваспах мĕнпур занятисене çÿренине, шкул мероприятийĕсене хастар хутшăннине те палăртнă. Сăмах май, Иван Григорьевич чăваш вырсарни шкулĕн директорĕнче ăна уçнăранпа, 30 çул ытла, ĕçлет. 2014 çулта асăннă пĕлÿ çурчĕ «Ачасене хушма пĕлÿ паракан чи лайăх учреждени – 2014» Пĕтĕм Раççейри конкурсăн лауреат дипломне илме тивĕçнĕ.
Шкулта вăй хуракан педагогсем воспитанниксен вĕренÿри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă, вĕсен ĕçĕсене кăтартнă: наци тумĕллĕ пуканесем, йывăçран ăсталанă япаласем, тĕрĕсемпе ÿкерчĕксем. Пĕр сăмахпа каласан, занятисенче хăйсен аллисемпе тунă япаласем.
Ирина Накусова шкулăн ĕçне-хĕлне, çавăн пекех халăх культурине сыхласа хăварас тата аталантарас, ачасене сăмах вĕççĕн çÿрекен халăх пултарулăхне явăçтарас ĕçре педагогсен тÿпи пысăк пулнине тивĕçлипе хак панă.
– Хамăр патра вырсарни шкулĕ уçсан пĕрле ĕçлеме, мероприятисемпе конкурссене пĕрле йĕркелеме питĕ хавас. Сирĕн пуян опытăр, ăсталăхăр пирĕншĕн питĕ вырăнлă. Пурне те тĕплĕн вĕренесси тата хамăр патра пурнăçа кĕртесси интереслĕ, – тенĕ вăл.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, тĕлпулу асăнмалăх сăн ÿкерчĕк ÿкнипе вĕçленнĕ. Чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ Иван Тарасов сумлă хăнана пĕлÿ çурчĕн ĕçĕ-хĕлне уçса паракан «Вестник» кĕнеке тата Мустай Каримăн чăвашла кун çути курнă сăввисен пуххине парнеленĕ.
Ирида МАТНИЯЗОВА. Ĕпхÿ хули.