Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Туслăх кĕперĕ
12 Сентябрӗн 2023, 12:00

Ĕмĕр витĕр çăлтăр çутатать

Сентябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче Пушкăртстан поэзийĕн çăлтăрĕ Гульфия Юнусова (Идельбаева) çыравçă хăйĕн юбилейне паллă турĕ.

Ĕмĕр витĕр çăлтăр çутатать
Ĕмĕр витĕр çăлтăр çутатать

Гульфия Азнагуловна 1948 çулта Элшей районне кĕрекен Сарышево ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. 1966 çулта Раевка поселокĕнчи 1№ вăтам шкула пĕтерсен Пушкăрт патшалăх университечĕн филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Студент чухнех ачасем валли «Эпĕ виçĕ çулта анчах» (1969 ç.) кĕнеке кăларнă, 1971 çулта «Кăвак мечĕк» кĕнеки кун çути курнă. 1971-1973 çулсенче Сибай хулин педучилищинче вĕрентекен пулса ĕçленĕ. 1974 çулта Пĕтĕм Раççей съездĕнче ăна Çыравçăсен союзĕн правлени пайташне суйлаççĕ. 1978-1999 çулсенче «Башкортостан Кызы» («Пушкăртстан пики») журналăн тĕп редакторĕ пулса вăй хурать.
Унăн чăн-чăн пурнăç çулĕ, поэзи çăлкуçĕ ача-пăча хайлавĕсенчен пуçласа тарăн шухăшлă философи сăввисем таран çитет. Авторăн 25 кĕнекине тĕрлĕ чĕлхесене куçарнă, шучĕпе 150-ран иртекен сăввисен сăмахĕсем тăрăх паллă композиторсем юрă çырнă. «Я познаю мир» ачасем валли калăпланă энциклопедишĕн Гульфия Юнусова Салават Юлаев премине тивĕçнĕ.
1990 çулта ăна РФ Аслă Канашĕн, 1999 çулта ПР Паташалăх Пухăвĕн – Курултайĕн, виçĕ хутчен Ĕпхÿ хула Канашĕн депутатне суйланă. Вăл – Хисеп палли орден кавалерĕ, Раççей тата Пушкăртстан культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, М. Акмулла ячĕллĕ преми лауреачĕ.
Çак кунсенче Раевкăри Тĕп библиотекăра Гульфия Юнусована чысласа пухăннă уявра пулма тÿр килчĕ. Унăн сăввисене эпĕ вырăсла тата чăвашла куçарнăччĕ. Чаплă поэтăн пултарулăхĕ мана тахçан интереслентерет. Унта пит пăлханнипе темех те калаймарăм пулĕ, куçарнă пĕр сăвва пăлхана-пăлхана вуларăм. Çав тери пысăк çын вăл маншăн, вĕрентекен, манăн пĕчĕк çеç поэзи çулĕн çутти. Унăн пур сăмахне те куç илмесĕр итлесе лартăм. Кашни сăмах калаканах ăна чысласа мухтарĕç, унăн пултарулăхĕпе мăнаçланчĕç. Гульфия Азнагуловнăна пушкăрт поэзийĕн улăпĕсенчен пĕри тесен те йăнăш пулмĕ.
Библиотека ĕçченĕсем ентешĕн пултарулăх каçне çÿллĕ шайра ирттерчĕç. Поэзи çăлтăрне чыслама сумлă çынсем чылайăн пуçтарăннăччĕ. Шел пулин те, эпĕ каярах пырса çитрĕм, çавăнпа та пуринпе те паллашса ĕлкĕреймерĕм. Ман куç умĕнче пĕр çăлтăр çути, Гульфия Юнусова, пулчĕ. Унăн ĕмĕр витĕр çутатакан çăлтăрĕ нихăçан та сÿнес çук, çынсене ăшăтса, ырă пурнăç енне çул кăтартса пырать. Вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх сунатпăр, хисеплĕ ĕçтешĕм.
Лидия МАВЛЮТОВА,
Чăваш Енри Писательсен союзĕн членĕ.
Ан хуйхăр
Ку çитмест, тепри çитмест,
Темшĕн ним те килĕшмест.
Виç кунлăх анчах пурнăçра,
Мĕнле хуйхăру вара?
Тÿпе яр уçă, тĕнчи те анлă,
Пурнăç та мала пырать.
Кашни кун парне, пахалăх,
Савăнса пурнас пулать.
Пăшăрханса ăсталанма
Ан васка таçта кайма.
Пурнăç сукмакĕсем йышлă,
Мĕн кирлине суйлама.
Сив çумăрсем асрĕç пулсан,
Кăмăла уçас ĕнтĕ.
Çут тĕнчене килнĕ пулсан.
Ӳкĕнесси çук ĕнтĕ.
Пушкăртларан куçарнă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: