Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Туслăх кĕперĕ
5 Мартӑн , 11:25

Пултаруллă поэта халалласа

Ĕпхÿ хулинчи чăваш вырсарни шкулĕ Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне халалласа ПР Халăхсен туслăх çуртĕнче Анатолий Аринин поэтăн тата композиторăн пултарулăх каçне йĕркелесе ирттерчĕ. Унăн нумай енлĕ пултарулăхĕ Раççейĕн чылай регионĕнче анлă сарăлнă.

Пултаруллă поэта халалласа
Пултаруллă поэта халалласа

Чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ Полина Демченко мероприятие пухăннисене пултаруллă поэтăн кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче Анатолий Николаевич федераллă патшалăх наградине илме тивĕçнĕ пулнă. Ăна РФ Президенчĕ Владимир Путин «Культурăпа искусствăри ĕçĕсемшĕн» медаль пама йышăннă. Полина Васильевна Анатолий Николаевич поэт тата композитор кăна мар, çавăн пекех юрист, психолог тата Мускаври Финанспа юридици академийĕн регионти представителĕ те пулнине палăртса хăварчĕ. А.Аринин Чăваш Республикин Писательсен союзĕн вырăс уйрăмне ертсе пырать, çамрăк çыравçăсене хăйсен пултарулăхне аталантарма майсем туса парать. Шăпах Анатолий Аринин тăрăшнипе вырăс уйрăмĕнче нумай çĕнĕ ят çуралнă, çамрăк писательсен хайлавĕсем кĕнекесенче кун çути курнă.
Вырсарни шкулĕн вĕренекенĕсем Софья Плотникова, Анна Архипова тата Светлана Герасимова поэтăн патриотла сăввисене илемлĕ вуласа пачĕç. Авторăн вырăсла тата чăвашла çырнă сăввисенче Тăван çĕршыв, Чăваш Ен тата Шупашкар тĕп вырăн йышăнаççĕ. Унăн сăввисене вырăсларан чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер куçарнă. Пултарулăх интеллигенцийĕн представителĕсем Анатолий Аринин поэзине аслă шкулсен вĕренÿ программине, çавăн пекех шкулсенче те кĕртмелле тесе шутлаççĕ. Çакă шкул ачисемпе студентсене патриотизм воспитанийĕ пама пулăшасса шанаççĕ.
Çавăн пекех пултарулăх каçне Ĕпхÿ хулинчи ытти наци вырсарни шкулĕсен вĕренекенĕсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсенчен йĕркеленнĕ шкулти «Элем» ансамбль (ертÿçи – Елена Степанова) хутшăнчĕç.
Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕ Эльмира Саматова Анатолий Аринин поэтăн пултарулăх каçне йĕркелекенсене тав турĕ, пухăннисене Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, уява хутшăнакансене Тав çырăвĕсемпе Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.
Чăваш Республикинчи Писательсен союзĕн вырăс уйрăмĕ, çавăн пекех Мускаври Вырăс писателĕсен союзĕ Пушкăртстанри чăваш культура обществин председательне Юрий Михайлова, Полина Демченкăна мероприятие çÿллĕ шайра йĕркеленĕшĕн, Софья Плотниковапа Анна Архипована, Светлана Герасимована асăннă каçа хастар хутшăннăшăн тав сăмахĕ калать.
Елена САМАРИНА,
ЧР Писательсен союзĕн вырăс уйрăмĕн пайташĕ.

Пултаруллă поэта халалласа
Пултаруллă поэта халалласа
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: