Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Туслăх кĕперĕ
27 Апрелӗн , 10:45

Пушкăртстан – Чăваш Ен: «Халăх туслăхĕ – кĕнекере» ача-пăча наци литературин кунĕ

Чăваш кĕнеке издательстви «Халăх туслăхĕ – кĕнекере» регионсем хушшинчи ача-пăча наци литературин кунне хутшăннă. Мероприяти апрель уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пушкăртстан Республикин Ахмет-Заки Валиди ячĕллĕ наци библиотекинче иртнĕ.

Пушкăртстан – Чăваш Ен: «Халăх туслăхĕ – кĕнекере» ача-пăча наци литературин кунĕ
Пушкăртстан – Чăваш Ен: «Халăх туслăхĕ – кĕнекере» ача-пăча наци литературин кунĕ

Ăна Чăваш Республикин ача-пăчапа çамрăксен библиотеки (ертÿçи – Татьяна Вашуркина) йĕркеленĕ. Уяв программи тулли те пуян пулнă, «Библиотека – культурăсен диалогне йĕркелемелли уçă лапам» («Библиотека открытая площадка для диалога культур») çавра сĕтел хушшинче чăваш тата пушкăрт библиотекарĕсем, писателĕсем, кĕнеке пичетлевçисем, ÿнерçĕсем, Авăркас тата Пишпÿлек районĕсенчен чăваш диаспорин пайташĕсем пуçтарăннă. Вĕсем хăйсен опычĕпе паллаштарнă, паянхи ача-пăча наци литературин аталанăвне сÿтсе явнă.
Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова издательство ĕç-хĕлĕ, ача-пăча литератури çинчен каласа панă. Издательствăн кĕнеке ярăмĕсене, ачасем валли таврапĕлÿ проекчĕсене кăтартнă. Лариса Петрова, Ольга Австрийская, Нина Царыгина, Ирина Кошкина, Дмитрий Моисеев, Мальвина Петрова çамрăк чăваш писателĕсене пысăк тимлĕх уйăрнă. Вĕсен уйрăм кĕнекисем Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курма ĕлкĕрнĕ те.
Зайнаб Биишева ячĕллĕ «Китап» Пушкăрт кĕнеке издательствин директор тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Эльмира Хайритдинова «Çăмха» («Клубок») пушкăрт халăх юмахĕн аудиопроекчĕ пирки каласа панă. Юмахра сăнарсен сассисемпе малти ретре çапăçакан М.Шаймуратов ячĕллĕ пĕрремĕш батальон салтакĕсем калаçнă. Эльмира Иршатовна чылай ачасен ашшĕсем халĕ ятарлă çар операцинче пулнине, çамрăк вулакансене çывăх çыннисен сассисене илтме кăмăллă пулассине палăртнă.
Сывлăхĕ начар пулнипе тулли пурнăç йĕрки илсе пырайман ачасемпе литературăпа пултарулăх тĕлпулăвĕсене Чăваш Енри Светлана Гордеева писатель, чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи тата Ольга Федорова йĕркеленĕ. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕ çинчен каласа панă, кĕнекисене кăтартнă, «Шупашкарпа паллашар. Прогулки по Чебоксарам» кĕнекери ĕçсене пурнăçланă.
Пушкăртстан Республикин чăваш наци культурин аталанăвĕ çинчен «Канаш» регионти обществăлла организацин председателĕ Людмила Мурманская каласа панă. Вăл хăнасене Чăваш Енри Писательсен союзĕн, «Шуратăл» литература пĕрлĕхĕн пайташĕпе Лидия Шурçăлпа (Мавлютова) паллаштарнă. Лидия Александровна хăйĕн пултарулăхĕ çинчен каласа панă, чăваш, вырăс, тутар виçĕ чĕлхепе çырнă хайлавĕсенчен сыпăкĕсене илемлĕн вуланă.
Мероприятие Чăваш тата Пушкăртстан республикисен тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн Галина Кириллован, Пишпÿлек районĕн Ситек ялĕн культура çурчĕн ушкăнĕн номерĕсем илем кÿнĕ.
Пĕлсе тăма
«Халăх туслăхĕ – кĕнекере» регионсем хушшинчи ача-пăча наци литературин кунне 2020 çултан ирттерме пуçланă. Унăн тĕллевĕ ача-пăча литературине упрас, сарас, аталантарас опытпа ылмашасси. Асăннă мероприятие библиотека ĕçченĕсем, писательсем, ача-пăча кĕнекин иллюстраторĕсем, кĕнеке пичетлевçисем хутшăнаççĕ. Ăна Чăваш Республикин ача-пăча тата çамрăксен библиотеки ирттерет. Регионсем хушшинчи ача-пăча наци литературин кунĕнче çавра сĕтел ĕçлет, çамрăк вулакансем валли икĕ регионти писательсемпе, художник-иллюстраторсемпе, кĕнеке пичетлевçисемпе тĕлпулусем ирттереççĕ. Çакăн пек тĕлпулусене Тутарстанра (2020 ç.), Мордовире (2022 ç.), Удмуртире (2023 ç.) ирттернĕ.
Ольга ФЕДОРОВА,
Чăваш кĕнеке издательствин
тĕп редакторĕн çумĕ.
Ĕпхÿ хули.

Пушкăртстан – Чăваш Ен: «Халăх туслăхĕ – кĕнекере» ача-пăча наци литературин кунĕ
Пушкăртстан – Чăваш Ен: «Халăх туслăхĕ – кĕнекере» ача-пăча наци литературин кунĕ
Пушкăртстан – Чăваш Ен: «Халăх туслăхĕ – кĕнекере» ача-пăча наци литературин кунĕ
Пушкăртстан – Чăваш Ен: «Халăх туслăхĕ – кĕнекере» ача-пăча наци литературин кунĕ
Пушкăртстан – Чăваш Ен: «Халăх туслăхĕ – кĕнекере» ача-пăча наци литературин кунĕ
Пушкăртстан – Чăваш Ен: «Халăх туслăхĕ – кĕнекере» ача-пăча наци литературин кунĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: