Унăн шайĕ çÿллĕ пулнине сумлă хăнасем те çирĕплетрĕç. Вĕсен шутĕнче – Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев филологи ăслăлăхĕн докторĕ, Канаш муниципаллă округĕн депутачĕ Руслан Григорьев, Канаш муниципаллă округ администрацин вĕрентÿ управленийĕн ертÿçи Наталия Суркова, ЧР Профессиллĕ писательсен союзĕн председателĕ Сергей Павлов, Светлана Асамат чăваш халăх поэчĕ, Виталий Иванов истори наукисен докторĕ (пирĕн ентеш), Кĕçтенттин Ивановăн Кашкăр йăхĕ енчен тăван пулакан Борис Марков ЧР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ тата ыттисем.
Çак уява Пушкăртстанран кайнă тăватă çынран тăракан сумлă делегаци те хутшăнчĕ. Пелепей тăрăхĕнчи ЧНКА пуçлăхĕ Владимир Яковлев, Мударис Сафинпа Вячеслав Ерохин чăваш наци академикĕсем тата «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов поэтăн 135 çулхи çавра çулне халалланă митинга (вăл шкул умĕнчи лапамра иртрĕ) хутшăнса сăмах каларĕç, пухăннă халăха саламларĕç, уяв программине илем кÿчĕç.
Тĕлпулăва Пайкилт вăтам шкулĕн директорĕ Владислав Ильин уçрĕ. Вăл хăй сăмахĕсенче малашне Пайкилтпе Слакпуç хушшинче туслăх кĕперĕ йĕркеленессине, паян шкул çумĕнчи лапамра Кĕçтенттин Ивановăн сад пахчине никĕслессине, ăна ачасемпе пĕрле пăхса тăрассине пĕлтерчĕ. Хуçа каланă «Кашлатăр Иванов вăрманĕ» йĕркесене уява пухăннă ватти-вĕтти пурте пĕрле янратрĕç. Ун хыççăн Наталия Суркова тÿрепе Руслан Григорьев халăх тарçине сăмах пачĕç. Вĕсем Константин Васильевичăн пурнăçри пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕç, ĕçĕсене хак пачĕç.
– Кĕçтенттин Ивановăн мăн аслашшĕсем пирĕн тăрăхран тухнишĕн эпир савăнатпăр. Аякран килнĕ хăнасене вăрăм çула кĕскетсе паянхи уява хутшăннăшăн тав. Хам енчен çакна хушса каласшăн. Хамăр шкул ятне çывăх вăхăтра унăн ячĕллĕ тума сĕнетĕп. Эпир округри депутатсем çак пуçарăва пурнăçа кĕртме хамăртан мĕн кирлине пурне те тума тăрăшăпăр, – терĕ Руслан Аркадьевич хăйĕн сăмахĕсене пĕтĕмлетсе.
ЧР Профессиллĕ писательсен союзĕн председателĕ Сергей Павлов çак тĕлпулăва, пулас сад пахчине йĕркелессишĕн Светлана Асамат çыравçă вышкайсăр тăрăшнине палăртрĕ, Кĕçтенттин Ивановпа Çеçпĕл Мишши хушшинчи çыхăну пуррине çирĕплетрĕ.
– Пайкилтен вунă çухрăмра Çеçпĕл ялĕ вырнаçнă. Эпĕ хам çав тăрăхран пулнă май, ача чухне асамат кĕперĕ тухсан çак еннелле тăсăлнине сăнанă. Ку вăл темле, сăмахпа каласа парайми асамлă вăй пуррине çирĕплетет. Литературăри икĕ çалтăр юнашар пулни савăнтарать, вĕсем нихăçан та сÿнмĕç. Эпир те асрах тытăпăр, – чунне уçса калаçрĕ чăваш халăх çыравçи.
К.Ивановăн мăн аслашшĕ (Кашкăр) Пайкилте пурăннине мĕнпе çирĕплетме пулать-ши? Çак ыйту çине пухăннисен умĕнче Виталий Иванов ăсчах хурав пама пултарчĕ.
– Кĕçтенттин Иванов Кашкăр йăхĕнчен пулнине эпир пĕлетпĕр, анчах та Кашкăр ăçта çурални, унăн чăн ячĕ мĕнле пулни паллă пулман. Çак ыйтупа иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Ĕпхÿре пурăннă Алексей Кондратьев профессор та чылай ĕçленĕ. Эпир Мударис Сафин таврапĕлÿçĕпе Раççей патшалăх архивĕнчи документсемпе усă курса 2018 çулта «Истоки» кĕнеке кăлартăмăр. Унта шăпах Кашкăр неселĕ çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Кашкăрăн чăн ячĕ, тĕне кĕртнĕ хыççăн, Антон Данилов пулнă. Вăл 1730 çулта çуралнă. Сăмах май, Кĕçтенттин Ивановпа Ухсай Яккăвĕ хушшинчи тăванла çыхăнăва та палăртса хăвармалла. Вĕсем виççĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕпе шăллĕ пулса тухаççĕ, – уçăмлатрĕ Виталий Петрович ыйту çине хурав панă май.
Мударис Сафин паллă таврапĕлÿçĕ Пушкăртстанра йăх-несĕлсене тĕпчессине правительство шайĕнче йĕркеленине палăртрĕ, тĕпчев ĕçĕ çинче чарăнса тăчĕ.
– Шăпа пÿрнипе эпĕ 20 çул тĕрлĕ архивсенче (çав шутра Раççей патшалăх архивĕнче те) ĕçлетĕп, çавăнпа та ĕç опычĕ пур теме пултаратăп. Мускаври архиври документсемпе ĕçленĕ май, манăн Антон Данилов ăçтан пулнине тĕпчесе пĕлес кăмăл çуралчĕ. Ивановсен несĕлĕсем пирĕн тăрăха, Пелепейне (ун чухне вăл ял шайĕнче пулнă), 1756 çулта куçса килнĕ. Каярах вĕсем Слакпуç ялĕнче тымар янă. Çакăн пирки «Истоки» кĕнекере тĕплĕнрех вуласа пĕлме пулать, – пĕтĕмлетрĕ Мударис Харисович.
Кĕçтенттин Иванов темине малалла тăсса Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ Ольга Федорова, Александр Осипов тĕпчевçĕ-композитор сăмах каларĕç.
Ӳнер шкулĕнчи ачасем «Садра, садра, сад пахчинче» юрă шăрантарнă хыççăн вырăнти чиркÿре ĕçлекен Константин атте пулас сад пахчи вырăнне сăвапларĕ. Пухăннă халăх унта çимĕç йывăççисем – пан улми, груша, хурлăхан, чие, пилеш – лартма пуçларĕç. Йывăç хунавĕсене Пушкăртстан делегацийĕ ятарласа илсе килнĕччĕ. Пайкилти «Улах» фольклор ушкăнĕн капăр наци тумĕ тăхăннă артисчĕсем тăрăшса ĕçлекенсене юрă-кĕвĕпе хавхалантарчĕç.
Юрий СНЕГОПАД.
Чăваш Ен, Канаш округĕ, Пайкилт ялĕ.