Пур хыпар та
Туслăх кĕперĕ
11 Декабрӗн 2025, 10:00

Ăслăлăх ани икĕ региона çывăхлатать

Ноябрь уйăхĕн 28-29-мĕшĕсенче Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин Урал çум филиалĕн пилĕк çынран тăракан делегацийĕ (ертÿçи – Чăваш тата Пушкăртстан республикисен тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Юрий Леонтьев) Чăваш Енре пулчĕç.

Ăслăлăх ани икĕ региона çывăхлатать
Ăслăлăх ани икĕ региона çывăхлатать

Малтанхи кун Вăрмар поселокĕнчи Г.Е. Егоров ячĕллĕ шкулта «Тăван тавралăха юратса» ятпа регионсем хушшинчи тĕлпулу иртнĕ. Кунта таврапĕлÿçĕсемпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, чăваш хастарĕсем хутшăннă. Юрий Харитонович Авăркас районĕнче шкул ачисемпе таврапĕлÿ ĕçне мĕнле йĕркелени çинчен анлă доклад тунă, пухăннисен ыйтăвĕсем çине хурав панă.

Тĕлпулăвăн иккĕмĕш пайĕнче Пушкăртстанран килнĕ хăнасем пысăках мар концерт программипе паллаштарнă май пухăннисен кăмăлне çĕкленĕ. Валентин Николаев (Ишимбай районĕ), Людмила Васильева (Кармаскалă районĕ), Юрий Леонтьевпа Иван Ефимов (Авăркас районĕ), Николай Петров (Салават хули) чăваш хастарĕсем (сăн ӳкерчӗкре) шăрантарнă халăх тата паянхи эстрада юррисене куракансем хапăл туса йышăннă.

Тепĕр кунхине Шупашкарта Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕ. Пушкăртстан делегацийĕ асăннă форумра та хастарлăх кăтартнă, отчетлă доклада хак парса кирлĕ йышăнусем тунă. Пухăвăн кун йĕркипе килĕшÿллĕн конференцине хутшăннă делегатсем Академин президентне суйланă. Çак çăмăлах мар лава малалла туртма нумаях пулмасть 70 çул тултарнă Евгений Ерагина шаннă. Евгений Евстафьевич организацине 2011 çултанпа ертсе пырать.

Конференци вăхăтĕнче чăваш наци академин çĕнĕ пайташĕсене пĕрлĕхе йышăнни çинчен калакан удостоверенисем панă. Пушкăртстанран ăна виçĕ çын тивĕçнĕ – Людмила Бадретдинова (Гафури районĕ), Валентин Николаев, Людмила Васильева. Çавăн пекех Юрий Леонтьева Чăваш халăх академикĕ сумлă ята парса чысланă. Эпир вĕсене саламлатпăр.

Пирĕн ентешсем Шупашкарта пулнă май Пушкăртстанри Авăркас районĕнче çуралса ÿснĕ Василий Николаев академик-меценат палăкĕ умĕнче пулса ăна пуç тайнă. Кунтах академиксем аса илÿ авăрне путнă май ăшă та кăмăллă калаçу ирттернĕ, Василий Васильевич чăваш халăхĕшĕн тунă пархатарлă ĕçĕсем çинче чарăнса тăнă. Сăмах май, ентешĕн палăкĕ Шупашкарта Атăл хĕррине илем кÿрет çеç мар, чăваш тĕнчин малашлăхĕшĕн пăшăрханакан кашни чăваша хăй патне туртать. Вăл кашни çынна пурăннă чухне ырă ĕçсем ытларах тума хавхалантарнăн туйăнать.

Юрий МИХАЙЛОВ.
Чăваш Ен.

Ăслăлăх ани икĕ региона çывăхлатать
Ăслăлăх ани икĕ региона çывăхлатать
Ăслăлăх ани икĕ региона çывăхлатать
Ăслăлăх ани икĕ региона çывăхлатать
Ăслăлăх ани икĕ региона çывăхлатать
Ăслăлăх ани икĕ региона çывăхлатать
Ăслăлăх ани икĕ региона çывăхлатать
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас