Унта хутшăнакансене, йĕркелекенсене, хăнасене ПР Пуçлăхĕн пулăшаканĕ Данияр Абдрахманов тата Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов саламларĕ. Конференци вăхăтĕнче ПР Наци музей директорĕн наука ĕçĕ енĕпе ĕçлекен çумĕ Михаил Гаухман истори наукисен кандидачĕн, Карим Хакимов ячĕллĕ музей ертÿçин Ризида Галимован, дипломатăн мăнукĕн хĕрĕн Зарема Гиндуллинан, социологи наукисен кандидачĕн Рим Галимов доцентăн доклачĕсене итлерĕç. Пухăннисене истори материалĕсемпе истори наукисен кандидачĕ, ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, ПР Наци музейĕн тăван тăрăх историне тĕпчекен уйрăмăн ертÿçи Вера Макарова паллаштарчĕ. Совет дипломачĕн ятне ĕмĕрлĕхех асра хăварассипе çыхăннă сĕнÿсене Наиль Гатауллин (Хакимовсен йăхĕнчен, амăшĕ енĕпе) тăратрĕ. Пушкăрт поэтесси, куçаруçă, публицист тата ПР халăх поэчĕ Лариса Абдуллина «Красный паша» спектакльпе çыхăннă аса илÿ çăмхине сÿтсе яврĕ, дипломат çинчен çырнă йышлă кĕнекисемпе паллаштарчĕ.
Тухса калаçакансен кашни сăмахĕнче Карим Хакимов чăннипех те Раççейĕн паллă дипломачĕ пулни палăрчĕ. Конференцие таврапĕлÿçĕсемпе историксем, библиотекăпа музей ĕçченĕсем тата учительсем хутшăнни унăн еткерлĕхне тĕпчес кăмăл пуррине тата вăл дипломати историнче тарăн йĕр хăварнине тепĕр хут çирĕплетрĕ.
Наукăпа практика конференцийĕн модераторĕсем – район администрацин культура, çамрăксен политикин, спорт тата обществăлла пĕрлĕхсемпе тачă çыхăнса ĕçлекен пайăн ертÿçи Елена Арефьева ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ тата Пишпÿлекри музей пĕрлĕхĕн директорĕ Роза Иванова – Карим Хакимов Раççей дипломатийĕн историне тÿпе хывнине, çакăн йышши мероприятисем йĕркеленипе унăн астăвăмĕ нихăçан та сÿнменнине тепĕр хут палăртса хăварчĕç. Карим Хакимов тунă пархатарлă ĕçсем халăхсен хушшинчи хутшăнусене тата паянхи дипломатие аталантарнипе тÿр килет.
Надежда НИКОЛАЕВА, библиотека ĕçченĕ.
Пишпÿлек сали.