Пур хыпар та
Туслăх кĕперĕ
9 Мартӑн , 11:00

Нумай тĕнлĕ, нумай нациллĕ республика

ушкăртсем – Раççей Федерацийĕн Пушкăртстан Республикинче тата юнашар регионсенче пурăнакан тĕп халăх. 2025 çулхи кăтартусем тăрăх тĕнчере – 1,71 млн, Раççейре – 1 571 879 млн, Пушкăртстан Республикинче 1 191 255 (республикăри халăхăн 29,5%) пушкăрт шутланать.

Нумай тĕнлĕ, нумай нациллĕ республика
Нумай тĕнлĕ, нумай нациллĕ республика

Пушкăрт диаспорисем çывăх чикĕ леш енче, Казахстанра, Узбекистанра, Кăркăстанра, Беларусире, çавăн пекех Германире, Венгрире, Китайра, Турцире, Японире пурăнаççĕ.
Халь пурăнакан тăрăха пушкăртсем 1000 çул каялла килнĕ. XIII-XIV ĕмĕрсенче Пушкăртстан Ылтăн Урта шутне кĕнĕ. XVI ĕмĕр вĕçĕнче пушкăртсем Раççей патшалăхĕпе пĕрлешнĕ. Пушкăртсем – Раççей йышне уйрăм условисенче кĕнĕ пĕртен-пĕр халăх: вĕсен çĕрĕсене туртса илмен, тĕн тĕлĕшĕнчен хĕсĕрлемен. Унсăр пуçне Хаяр Иван патша пушкăрт халăхĕ ыйтнипе паянхи республикăн тĕп хулине – Ĕпхĕве - туса лартнă.
Анчах килĕшÿ условийĕсем яланах пурнăçланман. Çавна пула пушкăртсем час-часах пăлхав çĕкленĕ. Тĕслĕхрен, вĕсем Емельян Пугачевăн пăлхавне хутшăннă. Пăлхавсенчен пĕрне ертсе пынă Салават Юлаев наци геройĕ шутланать.
1912 çулхи Тăван çĕршывăн вăрçинче ухăпа тата çĕмренпе çеç хĕç-пăшалланнă пушкăртсем французсене сехĕрлентернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче 710 пине яхӑн ҫын фронта кайнă, 300 пинĕ ĕмĕрлĕхех вăрçă хирĕнче выртса юлнă.
Сăн-пит паллисемпе пушкăртсене тăватă пысăк ушкăна уйăраççĕ:
- Çутă европеоид ушкăнне кĕрекеннисем пысăк пуçлă тата питлĕ пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Сăмсисем тÿрĕ, куçĕсемпе ÿчĕ çутă, çÿçĕсем тÿрĕ те çемçе. Асăннă ушкăн çыннисем ытларах хĕвел анăç енче пурăнаççĕ.
Субурал ушкăнне кĕрекеннисем вăтам пуçлă тата питлĕ. Куçĕсемпе ÿчĕсем çутă, çÿçĕсем тÿрĕ те çемçе, сăмси авăнчăк. Ку ушкăн представителĕсем регионăн çурçĕр енче вырнаçнă.
Понтийский текен ушкăн представителĕсем пысăк пуçлă тата питлĕ, тĕксĕм ÿтлĕ, тĕксĕм хумлă çÿçлĕ тата хура куçлă, сăмсисем тÿрĕ е мăкăрăлса тăраççĕ. Вĕсем Пушкăртстанăн хĕвел анăç, кăнтăр тухăç енче пурăнаççĕ.
Кăнтăр çĕпĕр ушкăнне кĕрекеннисем пысăк пуçлă, пичĕсем тăрăхла та сарлака. Ӳчĕсемпе куçĕсем тĕксĕм, çÿçĕсем хура та хытă, сăмсисем тÿрĕ. Республикăн çурçĕр хĕвелтухăç, кăнтăр хĕвелтухăç енче пурăнаççĕ.
Пушкăрт чĕлхи алтай чĕлхе çемйин тĕрĕк турачĕ шутланакан кĕçĕн кăпчак ушкăнне кĕрет. Пушкăрт чĕлхинче çемçе сасăсем нумай, çавăнпа та ăна пурçăн чĕлхе теççĕ.
2006 çултанпа Пушкăртстан Республикин территорийĕнче наци чĕлхи официаллă майпа шкул программинче вĕренмелли предметсен шутне кĕрет. 83% яхăн пушкăрт халăхĕ тăван чĕлхепе ирĕклĕн калаçать. Пушкăртсен чĕлхинче киревсĕр сăмахсен лексики çук. Çакна ăсчахсем авал аслисемпе хĕрарăмсен, ачасен умĕнче киревсĕр сăмахсемпе усă курма чарнипе çыхăнтарнă.
Пушкăртсен йăли-йĕркисем ытларах куçса çÿрекен пурнăç йĕркипе çыхăннă. Вырăнтан вырăна куçасси X-XIX ĕмĕрчченех пынă. Пушкăртсем мĕн авалтан лашасем, сурăхсем, хăш чухне тĕвесем те ĕрчетнĕ. Унсăр пуçне сунара çÿренĕ, пулă тытнă, пыл пуçтарнă.
Ĕлĕк вĕсем решеткеллĕ каркас çине кĕççе витсе тунă юртăсенче пурăннă. Юрта варринче кăвайт çуннă. Сĕтел-пукан вырăнне урайне кавирсем сарнă, минтерсем хурса тухнă. Чаршав çакса ăна икĕ пая уйăрнă. Арçынсен пайĕнче хăнасене йышăннă, хĕç-пăшал упранă. Хĕрарăмсен пайĕнче çывăрмалли пÿлĕм тата кухня пулнă. Юртăна кăнтăр енчен кĕнĕ. Пĕр вырăнта пурăнма пуçласан пушкăртсем йывăç тата чул пÿртсем хăпартма пуçланă, вĕсене эрешлесе тунă хатĕрсемпе илемлетнĕ.
Наци тумĕ пирки калас пулсан арçын тата хĕрарăм кĕписем, сарлака шăлаварсем, çанăсăр кĕске камсулсем тата сăхмансем пулнă. Уявсенче пурçăн халатсем тăхăннă. Хĕлле чекменсем, кĕрĕксемпе тăлăпсем тăхăнса çÿренĕ. Пур тума та кăсăк тĕрĕсемпе илемлетнĕ. Уйрăмах çухисене, аркисене, кĕсйисене капăрлатассине тимлĕх уйăрнă. Çакна усал вăйсенчен сыхланас тĕллевпе тунă.
Куçса çÿрекен пурнăç пушкăртсен кухнине те витĕм кÿнĕ. Вăл ансат та тутлăхлă пулнă. Тĕп апат йÿçĕтнĕ сĕт юр-варĕ, лаша, така ашĕ, шултра каснă салма шутланнă. Юрмасемпе пушкăртсем усă курман. Апат çине хура тата хĕрлĕ пăрăç çеç хушнă. Тĕп наци апачĕ – бишбармак, пиçнĕ какайран тата шултра каснă салмаран хатĕрленĕ апат шутланать.
Тепĕр тутлăхлă апат шутне бэлиш кĕрет. Ку - вакланă ашпа çĕр улминчен пĕçернĕ кукăль. Çĕр улмине XX ĕмĕрте çеç хума пуçланă. Унччен маларах кĕрпе янă.
Баурсак – ÿсен-тăран çăвĕ çинче ăшаланă чуста татăккисем. Ăна çăкăр вырăнне çинĕ е чейпе ĕçнĕ.
Корот – йÿçĕтнĕ сĕт юр-варĕ. Вăл хытă та тăварлă чăкăта аса илтерет. Типĕтсен темиçе çул та упранать.
Кăмăс – чи авалхи наци ĕçмисенчен пĕри. Ăна 5500 çул каяллах хатĕрлеме пуçланă. Кăмăс тăвас тесен кĕсре сĕтне качака тирĕнчен çĕленĕ хутаçа е йывăç пичкене яраççĕ те лайăх пăтратса пĕр-икĕ каçа йÿçĕтме лартаççĕ. Хушăран хушă пăтратса илеççĕ. Кăмăса тÿрех ĕçмелле, унсăрăн вăл хăвăрт пăсăлать.
Пушкăрт пылĕ вара Пушкăртстанăн бренчĕ шутланать. Ăна Раççейре çеç мар, унăн тулашĕнче те пĕлеççĕ. Бурзян районĕнчи ту хушăкĕсенчи стенасем çинче пушкăртсем авалхи вăхăтра пыл пуçтарнине сăнласа панă ÿкерчĕксем те пур.
Мăнаçлă та хăй сăмахлă пушкăртсем ырă кăмăллă та питĕ тарават. Хăнана пуян сĕтел хушшине лартаççĕ. Каяс умĕн кучченеç, парне параççĕ. Хăнасемпе пĕрле кăкăр çиекен ача пулсан чи хаклă парнене ăна тыттараççĕ. Ним те çимен, ĕçмен ача парнесĕр юлсан хуçисене ылханма пултарать тесе шутлаççĕ.
Çемьере мĕн авалтан аслисене хисепленĕ, сумланă. Вĕсем халĕ те чи сумлисем шутланаççĕ. Пушкăртстанра икĕ алăпа алă тытасси йăлана кĕнĕ. Ку уйрăмах хисепленине пĕлтерет.
Патшалăх уявĕсемсĕр пуçне пушкăртсен наци уявĕсем те пур.
Каргатуй – «курак туйĕ» – хĕл вĕçленнине, кураксем вĕçсе килнине пĕлтерекен уяв. Çак кун пур çĕрте те кайăксем валли апатсем хурса тухаççĕ, йывăçсене хăюсемпе тата шăрçасемпе илемлетеççĕ, наци тумĕсем тăхăнса вăйăсем выляççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ, çут çанталăкран лайăх тухăç ыйтаççĕ.
Йыйын – пушкăртсен çуллахи уявĕ, ăна хĕвел çÿле хăпарса çитсен уявлаççĕ. Уява халăх пухăвĕнчен пуçлаççĕ. Унта çулталăк хушшинче пуçтарăнса çитнĕ ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Ун хыççăн каччăсем валли спорт ăмăртăвĕсем ирттереççĕ. Çывхарса килекен туйсем пирки йышăнусем тăваççĕ. Уяв пĕрле ларса апат çинипе вĕçленет.
Çавăн пекех пушкăрт халăх пурнăçĕнче туй йăли-йĕрки те пысăк вырăн йышăннă. Ĕлĕк ачасене çуралсанах тенĕ пек çураçса хунă. Çураçасси тата туй темиçе куна пынă. Туй вăхăтĕнче мăсăльмансен никах йăлине те ирттернĕ. Мулла каччăпа хĕр умĕнче кĕлĕ вуланă тата метрика кĕнеки çине палăртса хунă.
Халĕ, паллах, çамрăксем хăйсем юратса пĕрлешеççĕ. Час-часах тĕрлĕ халăх çыннипе, вырăссемпе, тутарсемпе, чăвашсемпе çемье çавăрни те пулать.
«Пирĕн Пушкăртстан – нумай нациллĕ, нумай тĕнлĕ республика. Ĕмĕртен ĕмĕре кунта тĕрлĕ халăх тату та килĕшÿре пурăнать. Пирĕн пĕр пек тĕллевсем тата пĕр пек хаклăхсем. Республикăра пурăнакансемшĕн, мĕнле тĕне йышăннине пăхмасăр пĕр-пĕринпе туслă пурăнаççĕ. Мăсăльмансем Мăнкун, Раштав уявĕсене паллă тăваççĕ, христиансем Курбан-Байрам», – тет республика ертÿçи Радий Хабиров. Ку чăнах та çапла.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас