Раççей Федерацинче 5,3 миллиона яхӑн тутар наци ҫынни пурӑнать, çакă ҫӗршыври пӗтӗм халӑхӑн 4 проценчӗ шутланать, йышӗпе вӗсем вырӑссем хыҫҫӑн иккӗмӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ. 2021 çулхи халăхсен çыравĕ тăрăх Пушкăртстанра 974 533 тутар çынни пурăнать, çын шучĕпе вĕсем виççĕмĕш вырăн йышăнаççĕ. Тутарсем ытларах Балтач, Пелепей, Пишпÿлек, Благовар, Буздяк, Бурай, Дюртюли, Ермеккей, Калтасă, Кигин, Краснокамск, Кушнаренково, Çтерлĕпуç, Туймазă, Чекмагуш, Чишма, Шаран тата Янаул районĕсенче пурăнаççĕ.
Тутарсем хальхи Пушкăртстан территорине хăçан килсе тухнин темиçе шухăшĕ пур. Вĕсем куҫса ҫӳрекен пушкӑрт йӑхӗ ҫак ҫӗрсем ҫине киличченех пурăннă тесе шутлаççĕ. XIII-XIV ӗмӗрсенче хальхи Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ Пушкӑртстан территорийӗнче самай ҫирӗп халăх зони (пӗрлешӗвӗ) йӗркеленнӗ. Унӑн никӗсне 20-е яхӑн пӑлхар тата кипчак йӑхӗ кĕнӗ.
Тутар чĕлхин темиçе диалект пур. Тутарсенчен ытларахӑшӗ – мӑсӑльмансем.
Тутарсен кил-ҫурта йĕркелемелли тата çемьене ертсе пымалли йăли-йӗркисем ытларах ялсемпе поселоксенче упранса юлнӑ. Тутарсем йывăç çуртсенче пурăннă. Пÿрчĕсем вырăссенчен çенĕк пулманнипе тата пÿлĕме чаршавпа е йывăçран пÿлнĕ арçынсен тата хĕрарăмсен пайĕ пулнипе уйрăлса тăнă. Кашни çуртра симĕс е хĕрлĕ тĕслĕ арча пулнă, ăна хĕре качча панă чух парне пама усă курнă. Стена çинче рамкăна вырнаçтарнă Коранран (мăсăльмансен тĕн кĕнеки) илнĕ текст «шамаиль» çакăнса тăнă. Унта телейпе ырлăх суннине çырнă. Кил-çурта тата ун таврашне çутă сăрăсемпе илемлетнĕ. Ислам тĕнĕ çынна е чĕр чуна сăнлама чарнипе çурта шалтан геометри эрешĕсем тĕрленĕ ал шăллисемпе, çи виттисемпе илемлетнĕ.
Çемье пуçĕ ашшĕ шутланать, вăл каланине, ыйтнине сăмахсăрах тумалла, амăшĕ уйрăмах хисепре. Тутар ачисене пĕчĕкренех аслисене хисеплеме, кĕçĕннисене кÿрентермессе, чухăнсене яланах пулăшма вĕрентсе ÿстереççĕ. Тутарсем питĕ тарават, хăйсем патне кăмăлламан çын килсен те хапăл туса йышăнаççĕ, апат çитереççĕ, ĕçтереççĕ, çĕр каçма сĕнеççĕ. Хĕрсене хуçалăх тытса пыма, сăпайлă та йĕркеллĕ кил хуçи арăмĕ пулма вĕрентеççĕ.
Тутарсен йăли-йĕркисем календарь тата çемье тĕлĕшĕпе пулаççĕ. Пĕрремĕшсем ĕçпе (ака-сухапа, вырмапа тата ыт. те) çыхăннисем кашни çулах пĕр вăхăтарах иртеççĕ. Çемье йăли-йĕркисене çемьери улшăнусене пула йĕркелеççĕ: ача çурални, мăшăрлану тата ыт. те. Йĕрке тăрăх тутарсен туйĕнче пулас мăшăра килте е мечетре мулла никах ирттерет. Уяв сĕтелĕ çине наци апачĕсене: чак-чак, корт, катык, кош-теле, пÿремеч, каймак тата ытти апатсене лартаççĕ. Хăнасем сысна ашне çимеççĕ, алкоголь шĕвекĕсене ĕçмеççĕ. Каччă пуçне тюбетейка тăхăнать, хĕр вăрăм çанăллă кĕпе тумланать, пуçне тутăр çыхать.
Каччăпа хĕрĕн ашшĕ-амăшĕсем малтанах, хăш чух ачисен ирĕкĕсĕрех, туй пирки калаçса татăлаççĕ. Каччăн ашшĕ-амăшĕ хĕршĕн мĕн чухлĕ калăм тÿлемелли çинчен палăртаççĕ. Калăм виçипе килĕшмен е тÿлес темен чух каччăн хĕрне вăрласа кĕме те ирĕк пур. Çакăн пек туни намăс шутланмасть.
Çемьере ача çуралсан киле муллана чĕнеççĕ, вăл ачана хăлхинчен унăн ятне тата усал вăйсене хăваласа яракан кĕлĕ пăшăлтатать. Хăнасем парнесемпе килеççĕ, вĕсем валли уяв сĕтелĕ хатĕрлеççĕ.
Ислам (мăсăльмансен тĕнĕ) тутарсен обществăлла пурнӑҫне питӗ пысӑк витӗм кӳрет, ҫавӑнпа та тутар халӑхӗ мӗн пур уявсене тӗнпе («гаете») тата халăхпа çыхăннисем («байрам») çине пайлать. Тӗслӗхрен, Ураза гаете – типӗ вӗҫленнӗ ятпа çыхăннă е Корбан гаете чӳк уявӗ тĕнпе çыхăннă тата «ҫурхи илемпе савӑнӑҫ» тенине пӗлтерекен Ураза байрам халӑх уявĕ шутланать. Типĕ тытнă чух тутарсем Аллахран хÿтĕлев, çылăхĕсене каçарма ыйтса кĕлĕсем вулаççĕ, ун чух хĕвел ансан çеç çиме-ĕçме юрать.
Курбан-байрам типпи вĕçленсен ирхи кĕлĕ хыççăн кашни хăйне хисеплекен мăсăльман арçынни така, сурăх, качака е ĕне пусса какая чухăнсене валеçет.
Чи пĕлтерĕшлĕ халăх уявĕ Сабантуй шутланать, ăна çурхи ĕçсем вĕçленсен ирттереççĕ. Унта тĕрлĕ ăмăртусем, чупăшу, кĕрешÿ, лаша утланса ăмăртассине йĕркелеççĕ. Пурне те пысăк хуранта пĕçернĕ пăтăпа хăналаççĕ. Çавăн пекех ачасене пуçтарас тĕллевпе çăмартасем чылай пĕветеççĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.