Пур хыпар та
Туслăх кĕперĕ
30 Мартӑн , 09:00

Чăвашсем Салават çĕрĕ çинче иккĕмĕш кил тупнă

Пушкăртстан Республикинче пурăнакан халăхсен хушшинче чăвашсем шучĕпе тăваттăмĕш вырăн йышăнаççĕ. 2021 çулхи çырав кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн регионта 79,9 пин чăваш пурăнать.

Чăвашсем Салават çĕрĕ çинче иккĕмĕш кил тупнă
Чăвашсем Салават çĕрĕ çинче иккĕмĕш кил тупнă

Вĕсем республикăн 22 районĕнче тымар янă: Авăркас (8,4 пин çын), Пишпÿлек (7,6 пин), Çтерлĕ (3,6 пин), Кармаскалă (4,0 пин), Пелепей (11,6 пин), Иглин (2,1 пин), Мияки (2,1 пин), Гафури (1,7 пин), Ермеккей (2,1 пин), Шаран (1,8 пин), Федоровка (1,8 пин), Куюргазă (1,2 пин), Ĕпхÿ (0, 8 пин), Давлекан (1,2 пин), Ишимбай (1,3 пин), Бакалă (0,7 пин), Чекмагуш (0,7 пин çын) тăрăхĕсенче. Пушкăртстанри 260 ял-салара чăвашсем пурăннине шута илнĕ. Çав шутран 192-шĕнче – ытларах чăваш, ыттисенче вырăссемпе, тутарсемпе, пушкăртсемпе тата ытти халăхсемпе пĕрле кун кунлаççĕ. XX ĕмĕрĕн 30-40-мĕш çулĕсем çитиччен чăвашсем ял çыннисем шутланнă. Хулара пурăнакансен пайĕ вăрçă хыççăнхи тапхăрта ÿсе пуçланă. Çырав кăтартăвĕсем тăрăх, хулана куçнă чăвашсен шучĕ 32,5 (40,6%) пин çынпа танлашать: Çтерлĕре – 10,0 пин çын, Ĕпхÿре – 5,8 пин, Пелепейре – 6,7 пин, Салаватра – 2,1 пин, Кумертаура – 1,5 пин, Мелеузра – 1,4 пин, Октябрьскинче – 1,3 пин, Туймазăра – 0,7 пин, Ишимбай хулинче – 0,5 пин çын.

Чăвашсем пушкăрт çĕрĕ çине темиçе тапхăрпа куçса килнĕ: XVI ĕмĕр варри, XVII ĕмĕр варри тата XVIII ĕмĕр пуçламăшĕ – XIX ĕмĕр варри. Вĕсем Ĕпхÿпе Çтерлĕ тата Эрĕнпур кĕпĕрнин çурçĕр уесĕсен территорисенче никĕсленнĕ.

Тĕпчевçĕсен ытларах пайĕ Пушкăртстанри чăвашсене анатри чăвашсен шутне кĕрет. Хăшĕ-пĕрисем вара республикăри кăнтăр-хĕвел анăç енчи районсенче пурăнакансен чĕлхе уйрăмлăхĕсене, йăлана кĕнĕ тума шута илсе вăтам анатри чăвашсенне çывăх тесе палăртаççĕ. Географи енчен ăçта пурăннине, чĕлхе, культурăпа кулленхи пурнăç уйрăмлăхĕсене тĕпе хурса чăвашсене тăватă ушкăна пайлани те тĕл пулать: икско-сюньские, приикские, прибельские тата верхнебельские. Ыттисем вара икĕ ушкăна уйăраççĕ: ик тата прибельский ушкăнĕсенчи чăвашсем.

Пушкăртстанри чăвашсен чĕлхинче чăваш чĕлхин виçĕ диалекчĕпе тÿр килекен элементсен пĕрлешĕвĕ тĕл пулать. Диалектсем хутăшнисĕр пуçне тутар тата пушкăрт чĕлхисен витĕмĕ те палăрать. Республикăри чăвашсен ытларах пайĕ тăван чĕлхепе калаçнисĕр вырăс, тутарпа пушкăрт чĕлхисене те (уйрăмах аслă ăру) пĕлеççĕ.

Тĕн енчен илес пулсан, чăвашсем православи тĕнне пăхăнаççĕ. Анчах христиан йăли-йĕркисемпе пĕрле христианчченхи йăласене тытса пыракансем те пур. Пысăк мар ушкăнсем (Бакалă районĕнчи Юльтимировка ялĕ) йăлана кĕнĕ христианчченхи тĕне пăхăнаççĕ, ислама мала хуракансем те (Пишпÿлек районĕнчи Çирĕклĕ тата Ибрайкино ялĕсенчи, Мияки тăрăхĕнчи Дубровка поселокĕнчи, Мелеузри Зирган салинчи чăвашсем) пур.

Чăвашсем çĕр ĕçĕпе пурăннă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Тĕп тĕш тырă культурисен шутне ыраш, сĕлĕ, урпа тата пăри (полба) кĕнĕ. Каярах тулă, хура тул тата пăрçа акнă. Çавăн пекех йĕтĕн, кантăр, хăмла ÿстернĕ. Хурт-хăмăр ĕçĕ, сунар, пулă тытасси те пĕлтерĕшлĕ пулăшу панă. Унсăр пуçне чăвашсем тĕрлĕ ал ĕçĕпе (йывăçран кил-çурт тата транспорт хатĕрĕсем ăсталасси, йывăçа касса эрешлесси, йĕтĕнпе кантăртан япаласем тăвасси, тĕрĕ тĕрлесси, çыхасси) кăсăкланнă.

Куçса килнĕ чăвашсем ытларах юхан шывсем хĕррипе ял-саласем никĕсленĕ. Вĕсем çенĕклĕ, хупăпа е чуспа, улăмпа витнĕ, икĕ хысаклă тăрăллă йывăç пÿртсенче пурăннă. Кăнтăр районсенче пурăнакансен çурчĕсем чулран е тăмпа утă хутăштарса хăпартнисем пулнă. Пÿртсен стенисене тултан тăмпа сĕрнĕ, известьпе шуратнă. XIX ĕмĕртен пуçласа чăваш ялĕсенче пилĕк кĕтеслĕ, кăмакапа хутса ăшăтакан çуртсем çĕкленĕ. XX ĕмĕрте вара кил-çурта хăмапа, каснă эрешсемпе илем кÿнĕ, стенасене кирпĕчрен хăпартма тытăннă.

Йăлана кĕнĕ арçын тумĕ пир кĕпепе йĕмрен тăнă. Кĕпине тĕртнĕ е авнă пиçиххипе çыхнă. Хĕрарăмсем тĕрĕпе илемлетнĕ кĕпе тăхăннă. Вирьял тата анат енчи чăвашсем кĕписене шурă пиртен, анатрисем тĕслĕ пиртен икĕ-виçĕ хурталлă (оборка) çĕленĕ. XIX ĕмĕр варриччен анатри чăвашсен кĕпи аркин вĕçĕ сарлакарах пулнă. Кĕпесем çийĕнчен чĕрçитти, саппун çыхнă. Арçынсемпе хĕрарăмсем çу кунĕсенче шурă пиртен шупăр, пустав е хура пиртен çĕленĕ йĕлен тăхăнса çÿренĕ. Кĕркунне çăм пир-авăртан тунă сăхманпа, хĕлле кĕрĕкпе усă курнă.

Качча тухнă хĕрарăмсем сурпан çыхнă, ун çийĕнчен хушпу тăхăннă пулсан, хĕрсем – тухья. Кулленхи кунсенче вара хĕрсем те, хĕрарăмсем те тутăр çыхса çÿренĕ. Арçынсем шĕлепкесемпе çĕлĕксем тăхăннă.

Чăваш хĕрарăмĕн тумне тĕрлĕ капăрлăхсем (шăрçасем, тенкĕллĕ мăййасем, сухасем, сурпан çаккисем, теветсем, сарасем) илем кÿнĕ. Анлă сарăлнă атă-пушмак вăл – çăпата. Каярах атăсене, кăçатăсене куçнă.

Йăлана кĕнĕ наци апачĕ ÿсен-тăрантан тăнă. Чăвашсен рационĕнче ытларах яшка тата шÿрпе пулнă. Уйрăмах салма е çăмах яшки пĕçернĕ. Аш-какай апачĕсенчен кĕрпепе юнран хатĕрленĕ кăлпасси, шăрттан юратнă апат шутланнă. Çăнăхран кукăль, пашалу, юсман, хăпарту, пÿремеч тата хуплу пĕçерсе çинĕ. Ĕçмесен шутĕнче сăра, сим пыл, кăрчама пулнă. Шăрăх кунсенче вара уйран ĕçнĕ. Хăш-пĕр районсенче вара кăмăс тунă. Çакă чăваш халăхĕн наци кухни ытти халăхсен апачĕпе пуянланнине çирĕплетет.

Наци уйрăмлăхĕсем йăла-йĕрке культуринче лайăх сыхланса юлнă. Уйрăмах туй, виле пытарассин, асăнмалли тата календарь йăли-йĕркисенче. XX ĕмĕр варриччен тата паянхи кун хăш-пĕр тăрăхсенче нартукан, сурхури, çăварни, мăнкун, вăйă, çимĕк, çумăр чÿкĕ, учук, кĕрхи сăра, автан яшки йăласене малалла тытса пыраççĕ.

Юрă-кĕвĕ фольклорне илес пулсан кунта кивĕ стиль палăрать. Çак шута йăла-йĕрке юррисенче христианчченхи сăнарсене тата сюжет йĕрĕсене темиçе хутчен асăннине кĕртмелле. Чăвашсен хушшинче илемлĕ пултарулăх вăйлă аталаннă. Ансамбльсен репертуарĕнче йăлана кĕнĕ уявсемпе йăла-йĕркесем те пур.

Пушкăртстанри чăвашсем наци тата çĕршыв культурине, ăслăлăхпа литературăна, ÿнере пысăк тÿпе хывнă. Кунта К.В. Иванов, Я.Г. Ухсай, С.А. Васильев поэтсем, М.Н. Данилов-Чалтун, И.А. Петрова (Нарс), Ф.Н. Вуколов-Эрлик, А.С. Савельев-САС çыравçăсем, И.Н. Антипов-Каратаевпа Г.Е. Корнилов, А.Н. Тихоновпа В.В. Николаев ăсчахсем çуралнă.

Чăваш чĕлхине, наци йăли-йĕркисене сыхласа хăварас, культурăна аталантарас, ытти халăхсемпе ăшă та туслă хутшăнура пурăнас ĕçе наципе культура пĕрлĕхĕсем илсе пыраççĕ. Çак енĕпе Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕ, чăваш культурин обществи, Чăваш Республикин Пушкăртстан Республикинчи представительстви, Чăваш çамрăкĕсен пĕрлĕхĕ, чăваш наципе культура автономийĕ, «Суук-Чишма» чăваш историпе культура центрĕ, чăваш таврапĕлÿçисен обществи хастар ĕçлеççĕ. Республикăри «Сарпи» профессиллĕ эстрадăпа фольклор ансамблĕ тата 70 ытла чăваш фольклор ушкăнĕ хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. 1988 çулта «Шуратăл» чăваш литература пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕ, 1989 çултанпа «Урал сасси» Пушкăртстанри чăвашсен хаçачĕ кун çути курать. Чăваш шкулĕсемпе шкул çулчченхи учрежденисем валли Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕнчи тутар-чăваш уйрăмĕ кадрсем хатĕрлет.

Çаксем тата ытти фактсем Пушкăртстанра чăвашсем валли, ытти халăхсем пекех, наци культурине аталантарма пур условисем те туса панине çирĕплетет.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас