

Черемиссене (летопиçсенче марисене черемиссем тесе çырнă) пĕрремĕш хут пирĕн эрăри VI ĕмĕрте Иордан историк аса илнĕ. Çав вăхăтранпа марисем пĕтĕм Атăлçи историйĕнче паллă вырăн йышăнаççĕ. XIII-XV ĕмĕрсенче марисем Ылтăн Урта шутне кĕнĕ, каярах Хусан ханлăхĕн пĕр пайĕ пулса тăнă.
XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче асăннă финн-угор халăхĕн пĕр пайĕ Пушкăртстан территорине куçса килнĕ. Ку черемис вăрçисем вĕçленнĕ, Хаяр Иван патшан вырăс çарĕсем пĕтĕм Атăл тăрăхне çĕнсе илнĕ вăхăт пулнă. Хăш-пĕр марисем Мускав патшалăхне пăхăнасшăн пулман, çавăнпа та инçерех, хĕвел тухăç енне куçса кайнă.
Мари халăхĕ Пушкăртстана пысăк йышпа куçасси XVIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче пуçланнă. 1897 çулта Ĕпхÿ кĕпернинче 80,6 пин, 1912 çулта 90,5 пин мари çынни шутланнă. Вĕсем пирĕн республикăн çурçĕр тата çурçĕр-хĕвел анăç районĕсенче вырнаçнă.
2025 çулхи июль уйăхĕн кăтартăвĕсем тăрăх, Пушкăртстанра 84,9 пин мари çынни пурăнать. Мари халăхĕн 2/3 пайĕ – ял çыннисем. Вĕсем республикăн çурçĕр тата хĕвел анăç енче тĕпленнĕ. Бирск, Краснокамск, Калтасă тата Мишкин районĕсенче 46 пин мари çынни шутланать. Хĕвел анăç районĕсенче марисем Шаран, Бакалă, Илиш, Пелепей районĕсенче пурăнаççĕ.
Мари халăхĕн 33% – хула çыннисем. Вĕсем пысăк йышпа Нефтекамскпа Ĕпхÿ, Янаулпа Октябрьски, Благовещенскпа Туймазă хулисенче тымар янă.
Мари халăхĕн те чăвашсем пекех темиçе калаçу (ту мари, хĕвел тухăç-улăх) ушкăнĕ. Пушкăртстанра марисен хĕвел тухăç калаçу ушкăнĕ сарăлнă. Асăннă калаçу ушкăнĕнче тĕрĕк чĕлхин, ытларах пушкăрт чĕлхи, витĕмĕ те пур. Сăмахран, мари чĕлхинчи «tulup» сăмах пушкăрт чĕлхинчи «толоп», оka – yka, oksa – akca, kata – kaтa, korot – koрот сăмахсенчен пулса кайнă. Балтач районĕнчи марисен чĕлхинче çут çанталăк ăнлавĕсене пĕлтерекен 200 яхăн тĕрĕк сăмахĕ пур.
Марисем мĕн авалтан сунара çÿренĕ, пулă тытнă, çырла-кăмпа, вăрман хурчĕсен пылне пуçтарнă. Анчах та тĕп ĕçĕсен шутне çĕр ĕçĕ кĕнĕ. «Хусан историйĕнче» марисене çĕр сухалакансем тенĕ. Вĕсем ытларах сĕлĕ, урпа акса ÿстернĕ. Тулăпа пăрие – сахалрах. Çавăн пекех пăрçа, хура тул туса илнĕ. XVIII ĕмĕрте çарăк, йÿç кăшман, купăста ÿстернĕ. XIX ĕмĕрте сухан тата çĕр улми çитĕнтернĕ. Кашни çемьерех кантăр акнă. Йĕтĕне нумай акман. Выльăх-чĕрлĕхрен хĕвел тухăç марисем лашасем, мăйракаллă шултра выльăх, сурăхсем ĕрчетнĕ. Турра юрăхсăр сыснапа качакана усраман. Уйрăмах лашасем нумай тытнă. 1917 çулта Пелепей уесĕнче пĕр хуçалăха вăтамран 1-2 лаша тивнĕ. Лашасăр хуçалăхсем те сахал мар пулнă. Марисем хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçре те питĕ ăста пулнă. Этнографсем марисен йăлана кĕнĕ ĕçĕ-хĕлĕ хурт-хăмăр теççĕ. Кама тăрăхне куçнă чух вĕсем хăйсенчен хурчĕсене те хăварман.
Хĕвел тухăç марисен йăлана кĕнĕ культури кÿршисен, пушкăртсемпе тутарсен, витĕмĕпе аталаннă. Республикăн хĕвел тухăç тата хĕвел анăç районĕсенче пурăнакан марисен ялĕсем пушкăрт тата тутар ялĕсенчен сахал уйрăлса тăраççĕ. Марисем пураран тунă çуртсенче (порт) пурăннă. Шалтан пÿрт пушкăртсемпе тутарсенни евĕр пулнă. Унта тăмпа шăлса лартнă хуранлă кăмака, сарлака саксем, çывăрмалли, апатланмалли пÿлĕмсене уйăрмалли чаршавсем пулнă. Кăмака алăкран кĕрсен сылтăм енче вырнаçнă. Унăн çăварĕ малти стена енче пулнă. Стена тăршшĕпе сарлака саксем ларнă. Стенан сулахай енче вара пĕчĕк саксем вырнаçнă. Авалхи тĕне ĕненекен мари халăхĕшĕн пĕчĕк саксем çинчи вырăнсем хисеплĕ вырăнсем шутланнă. Унта асăннă вăхăтра çуртасем, вилнисене сăйлама апат лартнă. Саксемсĕр пуçне пÿртре краватьсем, сĕтел пулнă.
Халăхăн хăйне евĕрлĕхне сăнлакан хуралтăсенчен пĕри – «кудо» текен çурт. Пĕренерен хăпартнă кудо чÿречесĕр, маччасăр пулнă. Шалта чулран купаланă кăмака ларнă, сăнчăр çинче хуран çакăнса тăнă. Кудо сăваплă вырăн шутланнă. Унта çемьене упракан кудо водыж сывлăш пурăнать тенĕ. Çак çуртра чÿк тумалли савăт-сапа упраннă. Унта кĕл тунă, хăш-пĕр йăласене ирттернĕ.
Марисем хăйсен йăли-йĕркисене питĕ типтерлĕ упраççĕ. Хальхи вăхăтра та туй тата ытти йăла-йĕрке уявĕсенче арчасенчен авалхи наци тумĕсене, эрешсене, алăпа тĕртнĕ палассене кăлараççĕ. Мари халăх костюмĕ – питĕ çутă та нумай эрешлĕ тум. Марисем чăвашсем пекех вак укçапа илемлетнĕ капăрсене питĕ юратаççĕ. Хĕрарăмсем уявсенче вунна çити тĕрлĕ капăр çакаççĕ.
Хĕвел тухăç марисен тĕп апачĕ пахча çимĕç тата выльăх-чĕрлĕх шутланнă. Куллен çиекен апат шутне çăкăр (кинде), икерчĕ, кĕрпесем (шураш) кĕнĕ. Унсăр пуçне аш-какай, сĕт-çу, çăмарта çинĕ. Хĕллене типĕтнĕ лаша какайĕ (казы) хатĕрленĕ. Йăлана кĕнĕ ĕçмесенчен çăкăр сăрине (пура), хăмлаллă пыла (поро, шорва) палăртмалла. Çавăн пекех сĕтел çине çăкăр квасĕ (шово) лартнă, уйран тунă.
Хĕвел тухăç марисенчен ытларах пайĕ авалхи тĕне ĕненекеннисем (чи марий) пулнă. Вĕсен шучĕпе çын вилнĕ хыççăн та леш тĕнчере пурăннă. Çавăнпа авалхи тĕне ĕненекенсем вилĕмрен хăраман. Вилнĕ çынна масар çине лаша кÿлсе хĕлле çунапа, çулла урапапа ăсатнă. Ăна уяв тумĕ тăхăнтартнă, лере кирлĕ пулать тесе савăт-сапа, хуçалăхра кирлĕ хатĕрсем, çип, укçа панă. Тупăк пÿрт шутланнă. Унта пĕчĕк чÿрече каснă. Хĕрĕх кун хушши вилнĕ çын апат çиме çÿрет тенĕ. Асăннă кунсенче масар çине кайса мунча кĕме, апат çиме чĕннĕ.
Мари халăхĕн пур пысăк уявĕ те çĕр ĕçĕсемпе çыхăннă. Çурхи ака ĕçĕсем пуçланиччен «агавайрем», утă çулма тухиччен «сурем», ыраш вырнă хыççăн «угинде пайрем» (çĕнĕ çăкăр уявĕ) ирттернĕ. Тĕне кĕнĕ мари халăхĕ хушшинче мăнкун, çимĕк уявĕсем çирĕпленнĕ, анчах вĕсенче авалхи тĕн элеменчĕсем те пур.
Кама тăрăхĕнчи тата Урал çум мари халăхĕн наци ăнлавĕ питĕ пысăк. Пушкăртстанри мари ялĕсенчен тухнă пултаруллă çынсем хăйсен тăван чĕлхине, культурине аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă.
Кама тата Урал çывăхĕнчи марисем мĕн авалтан вырăс, пушкăрт, тутар, чăваш тата ытти халăхпа пĕрле туслă пурăнаççĕ, хамăр республикăна илемлĕрех те хăтлăрах тăвассишĕн тăрăшаççĕ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.