Туслăх кĕперĕ
13 Апреля , 04:00

Мордва – вырăссемпе хутшăннă халăх

Пушкăртстан Республикинче 2020 çулхи çырав тăрăх 10 970 мордва çынни пурăнать. Асăннă халăх Пушкăрт çĕрĕсем çине XIX ĕмĕрте куçса килнĕ. 1897 çулта Ĕпхÿпе Эрĕнпур кĕпĕрнисенче 76 пин мордва çынни пурăннă. Вĕсенчен ытларахăшĕ Федоровка районĕнчи Федоровка, Тури Алаштан, Анатри Алаштан, Алешкино ялĕсенче пурăнаççĕ. Çавăн пекех мордва халăхĕ Ĕпхÿ, Кармаскалă, Чишма, Ермеккей, Давлекан тата Пелепей районĕсенче тĕпленнĕ.

Мордва – вырăссемпе хутшăннă халăхМордва – вырăссемпе хутшăннă халăх
Мордва – вырăссемпе хутшăннă халăх

Мордва (ирçе тата мăкшă) чĕлхисем финпа угор чĕлхисем шутланаççĕ. Вĕсен диалектсем нумай, мордва-мăкшăсен – виççĕ, мордва-ирçесен – тăваттă. Чĕлхе уйрăмлăхĕсем пысăкран хăш чух мăкшăсемпе ирçесем пĕр-пĕрне ăнланмаççĕ, ун чух вырăсла калаçаççĕ. Мордва чĕлхинче тĕрĕк сăмахĕсем нумай.

Асăннă халăх мĕн авалтан çĕр çинче ĕçленĕ тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ. Мордва хресченĕсем ыраш, сĕлĕ, урпа, пăрçа, вир, кантăр, йĕтĕн çитĕнтернĕ. Лаша, ĕне, сурăх, сысна усранă. Хуçалăхра хурт-хăмăр ĕрчетесси, пулă тытасси, сунара çÿресси пысăк вырăн йышăннă.

Кил хуçи хĕрарăмĕсем ыраш тата тулă çăнăхĕнчен шурă çăкăр, купăста, пулă яшки, пăтă, пăрçа, уявсенче кукăльсем, тăпăрчăпа пÿремеч (шаньга), икерчĕ, хуплу (курник) пĕçернĕ. Мордвасем сысна ашне кăмăллаççĕ. Пыл сăри (медовуха), кăрчама (поза, брага), шывпа шĕветнĕ турăх, уйран, сăра наци ĕçмисем шутланаççĕ. Ĕлĕк савăт-сапа ытларах тăмран тата йывăçран пулнă. Чашăксем, чÿлмексем, куркасем, кăкшăмсем, çатмасем тăмран, килĕсемпе (ступы) тырă сăтăрмалли хатĕрсене, валашкасене, каткасене, кашăк-чашăка, çăпалапа куркасене йывăçран ăсталанă. Мордвасем ытти халăхсем пекех лавккаран туяннă япаласемпе усă кураççĕ. Электричествăпа газ хатĕрĕсем апат-çимĕç хатĕрлемелли технологие тата кухньăри савăт-сапана чылай улшăну кĕртнĕ.

Арçынсен йăлана кĕнĕ тумĕ кĕпепе йĕмрен тăнă. Туника евĕр кĕпесене ĕлĕк кантăр тата йĕтĕн пирĕнчен, каярах фабрикăра туса кăларакан хĕрлĕ, хăмла çырли, сенкер тĕслĕ пусмасенчен çĕленĕ. Арçын кĕписем ытларах чалăш каснă кĕске çухаллă пулнă. Çаннисемпе çухине тата кĕпе аркине тĕрĕсемпе, тĕрлĕ тĕслĕ пусмапа илемлетнĕ. Кĕпене йĕм çийĕн кăларса ахаль е чĕн пиçиххипе çыхнă. Йĕм те пиртен пулнă. Çиелтен килте тĕртнĕ пуставран çĕленĕ, сăхмана аса илтерекен сумань тăхăннă. Хĕл валли сурăх тирĕнчен кĕрĕк тата тăлăп çĕленĕ. Пуçа кĕççе шĕлепке, тир çĕлĕк тăхăннă. Каярах фабрикăра çĕленĕ карттус хута кĕнĕ.

Хĕрарăмсем те туника евĕр çĕленĕ кĕпе тăхăннă. Ирçе хĕрарăмĕсен кĕпинче тăватă çĕвĕ пулнă: иккĕшĕ кăкăрпа çурăм варринче, тепĕр иккĕшĕ икĕ айккипе вырнаçнă. Кĕпе айĕнчен вăрăм йĕм тăхăннă. Саппунпа сарафан наци тумĕн кирлĕ пайĕсем шутланнă. Чĕрçиттине уявра та, кашни кун та çыхнă. Юбка мордвасен йăлана кĕнĕ тумĕ пулмасан та ХIХ ĕмĕр вĕçнелле Пелепей уесĕнчи ирçе хĕрарăмĕсем килте тĕртнĕ çăм пусмаран çĕленĕ хĕрлĕ-сарă, сăрă, хăмăр юбкăсем тăхăннă. Унăн аркине икĕ тĕслĕ хăюпа илемлетнĕ. Пулай, пулакш пĕçĕ эрешĕ тумăн кирлĕ пайĕ шутланнă. Вăл тÿркĕтеслĕх (прямоугольник) евĕр пусмаран тăнă, ăна тĕрĕпе, çăм çипписемпе, тимĕр тăхасемпе (бляхи) илемлетнĕ. Хĕрсем пуçне вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ çамка çыххи, пирпе витнĕ юманран, хурăн хуппинчен, картонран ăсталанă е чĕрĕ мар чечексенчен тунă кăшăл тăхăннă. Качча кайнă хĕрарăмсем çурăм çине выртакан вăрăм лапăллă (лопасть) хулăн пиртен çĕленĕ калпак тăхăннă. Малти тата хыçалти пайне сенкер тата хура хĕрлĕ тĕслĕ çипрен тĕрĕпе, пăхăр вăчăрапа йăлтăрккасемпе илемлетнĕ. Ĕлĕкхи çынсен кулленхи ура тăхăнмалли хатĕрĕ çăпата шутланнă, уявсенче пуянраххисем тиртен çĕленĕ атă-пушмак, хĕлле кăçатă тăхăннă. Мордва çыннисем христиан тĕнне пăхăннă, анчах та язычество та сыхланса юлнă. Асăннă халăх вăрман, шыв, çĕр, вутă, аслати тата ытти çут çанталăк пулăмĕсен туррисене ĕненнĕ, вĕсем хÿтлĕх парасса шаннă.

Хальхи вăхăтра чылай йăла-йĕрке пăрахăçа тухнă, хăшĕ-пĕрне улăштарнă. Халăх уявĕсене çĕр ĕçĕсемпе çыхăнтарнă, вĕсем ытларах язычествăна пăхăнаççĕ. Хĕллехисем «Раштав çурчĕпе» (роштувань куд, роштувань кудо) пуçланаççĕ те Çăварнипе вĕçленеççĕ. Çуркуннехипе çуллахисем христиан уявĕсемпе çыхăннă (Кăчăкă вырсарни кунĕ, Мăнкун тата ыт. те), кĕрхисем – Пукравпа. Пукравран икĕ эрне иртсен ялти авалхи, чаплă, йышлă ăрăва чысласа «вель-озкс» («Сельское мнение») уяв ирттернĕ. Мордва çыннисен ӗлӗк пысӑк (кӑткӑс) тата пӗчӗк (ансат) ҫемьесем пулнӑ. Пысӑк ҫемьене арҫынсен икӗ-виҫӗ ӑрӑвӗ хӑйсен арӑмӗсемпе, ачисемпе кӗнĕ. Çемье пуçĕ чи аслă арçын шутланнă, вăл хуçалăхри ĕçсене тытса пынă. Унăн арăмĕ килти ĕçсене йĕркеленĕ. Çамрăксем вĕсене пăхăнса пурăннă. Вăхăт иртнĕçемĕн пысăк çемьесем пайланнă, пĕчĕк çемьесене вырăн панă.

Ĕлĕк çамрăксем мăшăрланнă чух хăйсен наци çыннине илме тăрăшнă. Каярах вырăссемпе, пушкăртсемпе, тутарсемпе, чăвашсемпе, украинсемпе хутăш çемьесем пула пуçланă. Анчах та ытларах мордва çыннисем вырăссемпе хутшăнма кăмăллаççĕ. Хутăш çемьесем вара мордва çыннисен шутне ытларах чух йыш хушмаççĕ.

Пушкăртстанра мордва халăхĕ пурăнакан ялсенче пĕрремĕш шкулсем XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче уçăлма пуçланă. 1895 çулта Андреевка ялĕнче (Ĕпхÿ уесĕ) вырăнти пачăшкă А. Ф. Юртов виçĕ класлă чиркÿпе приххут шкулне уçнă. Професси пĕлĕвне мордва халăхĕ ятарлă (педагогика, ял хуçалăхĕ, çар, тĕн (духовный)) вĕрентÿ заведенийĕсенче пĕлу илеççĕ. 1906 çулта паллă мордва педагогĕ-çутта кăлараканĕ, фольклорист, этнограф Ĕпхÿ кĕпĕрнин Пелепей уесĕн Каменка ялĕнче мордва учителĕсен шкулне уçмалли проект хатĕрленĕ. Проекта ырланă, анчах та учительсене хатĕрлекен шкул вырăнне Халăх вĕренÿ министерствин икĕ класлă училищине уçма ирĕк панă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш çулĕсенче республикăра ирçе тата мăкшă чĕлхипе вĕрентекен 37 шкул ĕçленĕ. Федоровка районĕнчи Алешкино шкулĕнче 1950 çулччен 1-2 класра вĕренекенсем мăкшă-ирçе чĕлхипе вĕреннĕ, 5-7 классенче тăван чĕлхе урокĕсем шутланнă. 2005-2006 çулсенче мордва национальноҫӗн кашни пиллӗкмӗш вӗренекенĕ тӑван чӗлхе вӗреннӗ.

1996 çулта Çтерлĕ тата Салават хулисенчи педагогика колледжĕсенче «кĕçĕн классен вĕрентекенĕ тата шкулчченхи ачасен воспитателĕ» специальноçпа мордва уйрăмĕсем уçнă пулнă.

Мордва халăхĕ республикăра пурăнакан пушкăртсемпе, тутарсемпе, чăвашсемпе тата ытти нумай халăхпа туслă та килĕшсе пурăнать.

Паянхи кун Пушкăртстанра «Пушкӑртстан Республикин мордва наципе культура центрӗ» регионти обществăлла организацийӗ ĕçлет. Ăна 1996 ҫулта регистрациленӗ, унӑн председателӗ - Юлия Николаевна Герасимова. Центр тӑван чӗлхене аталантарассипе ӗҫлет, тӑван чӗлхепе пӗлӳ илме пулӑшать, мордва халăхĕ йышлă пурӑнакан вырӑнсенче социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене татса пама пулăшать. 2005 çулта Мордва наци культура автономийĕ йĕркеленĕ. Асăннă организаци мордва чĕлхине сыхласа хăварассине тата тăван чĕлхе вĕрентекенĕсене хатĕрлессине пысăк тимлĕх уйăрать. Вăл пулăшнипе мордва культурин фестивалĕсем, культура ĕçченĕсен семинарĕсем иртеççĕ. Хăш-пĕр районсенче фольклор ушкăнĕсем те пур. Вĕсем республикăпа Раççей шайĕнчи тата пĕтĕм тĕнчери фестиваль-конкурссене хутшăнаççĕ.

Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.

Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас