

Паянхи кун Пушкăртстан территорийĕнче 22 пине яхăн удмурт çынни пурăнать. Вĕсенчен çичĕ пинĕ Янаул çĕрĕ çинче никĕсленнĕ. Географи енчен илес пулсан Ĕпхÿ хулинче 881 удмурт тымар янă, Агидельре – 263, Бирскра – 107, Нефтекамскра – 1 493, Октябрьскинче – 233, Çтерлĕре – 110, Янаулта – 2067 çын. Районсем тăрăх пăхсан çапларах ÿкерчĕк тухса тăрать: Балтач тăрăхĕ – 515, Бурай – 1472, Ермеккей – 534, Илиш – 309, Калтасă – 2 766, Краснокамск – 299, Татăшлă – 5 738, Янаул – 4 754.
Пушкăртстанри удмуртсем ытларах пушкăртсемпе тутарсен хушшинче никĕсленнĕ. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, вырăнти халăхăн чĕлхинче çурçĕр удмурчĕсен паллисем тĕл пулаççĕ. Лингвистика тата этнокультура уйрăмлăхĕсене шута илсе республикăри удмуртсене темиçе ушкăна уйăраççĕ: буйско-танып (Янаулпа Калтасă, Бурайпа Балтач Кушнаренковăпа Илиш районĕсем), Татăшлă удмурчĕсем (Татăшлă тăрăхĕ), князь-елгин (Илиш районĕнчи Вотский Менеуз тата Князь-Елга ялĕсем), бавлă (Ермеккей районĕ). Асăннă халăх ытларах виçĕ чĕлхепе калаçать – удмуртла, вырăсла тата тутарла.
Удмуртсен ытларах пайĕ вĕсен йăлине кĕнĕ тĕнне пăхăнса пурăннипе уйрăлса тăраççĕ. Юлашки вăхăтра вĕсем хăйсен авалхи тĕнне тытассине мала хураççĕ. Кашни ялта тенĕ пек пĕтĕмĕшле кĕлĕ ирттереççĕ, чÿк тăваççĕ. Анчах тĕне кĕнисем те пур: вĕсем Ермеккейпе Илиш тăрăхĕсенче никĕсленнĕ.
Удмуртсем тăватă кĕтеслĕ, саксемлĕ, кăмака хутса ăшăтакан çуртсем çĕкленĕ. XIX ĕмĕр вĕçĕнчен пилĕк кĕтеслисене хăпартма пуçланă. Тĕп строительство материалĕсен шутĕнче лăсăллă йывăçсем, каярах кирпĕчсем пулнă.
Çемье пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри çурт туса лартасси шутланнă. Çак ĕçе хăш-пĕр йăла-йĕркесене пăхăнса пурнăçланă. Сăмахран, мачча каштине хăпартнă чух ун çине кĕрĕк хунă, вĕçĕсем çине – çăм татăкĕпе вак укçа. Çапла майпа çемье ăшă лару-тăрура тата çителĕклĕ пурнăçпа пурăнтăр тесе суннă.
Арçынсен çи-пуçĕ ытти халăхсеннинчен питех уйрăлса тăман. Вăл улача е шурă пиртен çĕленĕ чĕр куççи таран кĕперен, йăрăмлă йĕмрен, кĕççе шĕлепкесемпе тюбетейкăсенчен тăнă. Хĕрарăмсем улача пиртен çĕлеттернĕ вăрăм та хурталлă кĕпесем тăхăнса çÿренĕ. Умĕсене вара саппун çыхнă. Çу кунĕсенче çиелтен килте тĕртнĕ сăхмансем тăхăннă. Уявсенче хĕрарăмсем тĕслĕ бархатран, шараçпа илемлетнĕ çанăсăр камсул кăларнă. Кĕркунне тата çуркунне тĕртнĕ сăхмансемпе, кĕрĕксемпе усă курнă. Анлă сарăлнă атă-пушмаксен шутĕнче çăпатасемпе кăçатăсем пулнă.
Йăлана кĕнĕ наци кухнинче удмуртсем çĕр çинче çитĕнтернĕ апат-çимĕçпе, аш-какайпа, сĕт-çупа усă курнă. Ытларах вĕсем ыраш çăкрине хисепленĕ. Удмурт хĕрарăмĕсем çăнăхран пашалусем, пÿремечсем, тĕрлĕ ăшлă кукăльсем пĕçернĕ. Тĕп ĕçмесен шутĕнче курăк чейĕсем, квас тата аръян пулнине палăртса хăвармалла. Унсăр пуçне наци кухнинче алкоголь шĕвекĕсем те анлă сарăлнă: сăра, пыл сăри, кăмăшка.
Удмурт халăхĕн календарь уявĕсен шутне çĕр ĕçĕпе çыхăннисем кĕреççĕ. Вĕсем Çăварни, Мăнкун, çурхи ĕçсем вĕçленсен Бусы вось анлă паллă тăваççĕ.
Çемье праçникĕсенче те йăла-йĕркесен витĕмĕ пурри палăрать. Сăмахран, ача çуралсан кĕлĕ вуласси-куриськон тата бэбэй туй туса ирттереççĕ. Удмуртсен туй йăлинче хĕре вăрлаççĕ. Асăннă йăла-йĕркене халĕ те пăхăнса пурăнаççĕ. Туй кунĕ икĕ тапхăрпа иртет: хĕрĕн тата каччăн çуртĕнче.
Пытарупа асăнмалли йĕрке те уйрăлса тăрать. Вилнисене ялти масарсенче, пуçĕсемпе çурçĕр е кăнтăр еннелле вырттарса пытараççĕ. Унччен маларах тупăксăр, пушăт çинче юлашки çула ăсатнă. Вилнисене виççĕмĕш, çиччĕмĕш, хĕрĕхмĕш кунĕсенче тата çулталăкран асăнаççĕ.
Çапла, Пушкăртстанри удмуртсен культурине тĕрĕк, вырăс тата пĕтĕмĕшле Раççей культурисем витĕм кÿнĕ. Апла пулин те асăннă халăхра наци ăнланулăхĕ паянхи кунччен те сыхланса юлнă.
Пирĕн MАХри канал - max.ru/ursassi.