Урал сасси
+27 °С
Облачно
Туслăх кĕперĕ
18 Мая , 04:00

Тирпейлĕ те тĕплĕ нимĕç халăхĕ

1897 çулхи Раççейри халăхсен пĕрремĕш çырав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Ĕпхÿ кĕпĕрнинче пин ытла нимĕç халăхĕ çеç пурăннă. Тирпейлĕ те тĕплĕ, ĕçчен те перекетлĕ нимĕçсем пушкăртсенчен тара илнĕ е Хресчен çĕр банкĕнчен туяннă çĕр лаптăкĕсем çинче хресчен хутор хуçалăхĕсем йĕркеленĕ.

Тирпейлĕ те тĕплĕ нимĕç халăхĕТирпейлĕ те тĕплĕ нимĕç халăхĕ
Тирпейлĕ те тĕплĕ нимĕç халăхĕ

Нимĕçсен Пушкăртстана куçса килнин массăллă юхăмĕ 1941-1942 çç депортаципе çыхăннă. Ун чух республикăна 13 пин нимĕç çыннине илсе килнĕ. Арçынсене 15-16 çултан пуçласа 51-55 çулччен тата 16 çултан пуçласа 45 çулчченхи хĕрарăмсене ĕçлеме вырнаçтарнă. Вĕсем 1956 çулччен комендант режимĕпе пурăннă. Çирĕммĕш ĕмĕр тĕлне вĕсен шучĕ самай пысăкланнă. Пĕтĕмĕшле 1989 çулта Пушкăртстанра нимĕçсен шучĕ 11 023 çынпа танлашнă. 1991 çул хыççăн чылай нимĕç çынни Германие куçса кайнă. 2002 çулхи çырав тăрăх çак хисеп 8,2 пин çын пулнă. 2010 çулхи çырав республикăра 5,9 пин нимĕç çынни пурăннине кăтартнă. Халĕ пирĕн регионти нимĕçсем ытларах хуласенче (78,8%) пурăнаççĕ. Ял çĕрĕсене илес пулсан асăннă халăх Благовар, Çтерлĕ, Абзелил, Туймазă районĕсенче никĕсленнĕ. Вĕсем индоевропа чĕлхе çемйин германи ушкăнне кĕрекен пĕр тури (верховые) нимĕç диалекчĕпе калаçаççĕ. Вырăнти диалект чĕлхипе калаçакансен шучĕ чакса пырать. Благовар районĕнче пурăнакан нимĕçсем хăйсен чĕлхине католиксен тата протестантсен ушкăнĕсем çине пайлаççĕ.
Нимĕçсем мĕн авалтан ытларах çĕр ĕçĕпе пурăннă. Вĕсем тулă, ыраш, сĕлĕ, урпа, вир, хура тул, çĕр улми, шалçа пăрçи, пăрçа ÿстернĕ. Выльăх апачĕ валли клевер, ÿхлĕм (костер) курăкĕсене хатĕрленĕ. Пахчара сухан, ыхра, купăста, хăяр, кишĕр çитĕнтернĕ. Çавăн пекех нимĕçсем табак, сад пахчинче пан улми, хурлăхан, йĕплĕ хурлăхан (крыжовник) ÿстернĕ. Пушкăртстана куçса килнĕ чух вĕсем хăйсемпе ял хуçалăх техникине илсе килнĕ: темиçе çĕçĕллĕ акапуçсем (многолемешный плуг), лашапа ĕçлемелли тырă сеялкисем, утă çулмалли хатĕрсем, молотилкăсем, жаткăсем. Сухаламалли тĕп хатĕр акапуç пулнă.
Тырра алă вĕççĕн е лаша молотилкипе авăртнă. Пуян хуçалăхсенче пăспа ĕçлекен молотилкăсем те пулнă.
Пушкăртстанра тата ытти вырăс ялĕсенче ака пуçпа, кĕлтесем çыхмалли тата пучах çапмалли машинăсемпе усă курма пуçланине нимĕç колонисчĕсен тÿпи пысăк пулнине те палăртаççĕ.
Литературăра ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче нимĕçсен ырлăх-пурлăхĕ ытти халăхсемпе танлаштарсан çÿллĕрех пулнине палăртнă. Паллах, ку хуçалăхри пуян опытăн, ĕçченлĕхĕн тата йĕркелĕхĕн кăтартăвĕ пулнă.
Нимĕçсем мăйракаллă шултра тата вĕтĕ выльăх, сыснасем усранă, чăхсем, кăрккасем, хурсем ĕрчетнĕ. Пушкăрт халăхĕнчен тĕслĕх илсе хурт-хăмăр та тытнă.
Промыслăсемпе килти ремесласем те лайăх аталаннă. Асăннă халăх çыннисем йывăçран çуртра кирлĕ сĕтел-пукан ăсталанă: сĕтелсем, шкафсем, саксем, сентресем, краватьсем тата ыттине те.
Куçса килсенех нимĕçсем çуртсене саман кирпĕчрен (тăм, шыв, улăм хутăштарса уçă сывлăшра типĕтнĕ) хăпартнă. Шалтан та, тултан та тăмпа шăлнă. Нимĕçсен хуçалăхĕнче тĕп вырăн çуллахи кухня çурчĕ йышăннă. Вĕсене хальхи вăхăтра та хăпартаççĕ, унта çăкăр пĕçереççĕ. Мунчана, витене, выльăх картине пĕр тăрăпа витнĕ.
Нимĕç халăхĕн тумĕ наци костюмне тата хулари модăна пĕрлештерет. Хĕрарăмсен тумĕ кофтăран, юбкăран, саппунран, тутăртан тата тиртен çĕленĕ пушмакран тăнă. Арçынсем хăйсем çине кĕпе, йĕм, жилет, пуçне шĕлепке тата урисене пушмак тăхăннă. Нимĕç хĕрарăмĕсем çăм çипрен алса-чăлхасем, нускисем, жилетсем тата кофтăсем çыхнă. Анчах та иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчех нимĕç тумĕ халăх пĕлтерĕшĕн паллисене çухатнă.
Наци апачĕсен шутне ытларах ÿсен-тăранран хатĕрленисем кĕреççĕ. Çав шутра – чăх ашĕпе пĕçернĕ салма, çăмах, улма-çырла яшки, борщ, пăшăхланă пахча çимĕçсем йăлана кĕнĕ апатсем. Уявсенче нимĕçсем сысна е купăстапа хур ашĕ, кукăльсем пĕçереççĕ. Хĕл валли салă, аш тата пулă тĕтĕмлеççĕ, тĕрлĕ кăлпассисем хатĕрлеççĕ. Ĕçмесенчен нимĕçсем кофе кăмăллаççĕ.
Пушкăртстанра пурăнакан нимĕçсен ăс-хакăл культуринче йăлана кĕнĕ наци паллисем сыхланса юлнă. Анчах та çав вăхăтрах юнашар пурăнакан халăх (украин, вырăс, пушкăрт, тутар) витĕмĕ палăрать. Юлашки вăхăтра хутăш çемьесем йĕркеленеççĕ, католиксемпе лютерансем хушшинчи чикĕсем çухалса пыраççĕ. Пушкăртстанра пурăнакан нимĕçсем Раштав, Çĕнĕ çул, Мăнкун, Çимĕк, тухăç пухса илнипе çыхăннă уявсене паллă тăваççĕ. Анчах та Кăшарни, Çăварни, Ырă хыпар (Благовещение) тата Кăчăкă вырсарни кунĕсене вĕсем вырăссен тесе уявламаççĕ.
Республикăри нимĕçсен пурнăçĕ уйрăмах кăткăс пулнă. Йывăр тапхăрсенче (вăрçă, репресси, депортаци, ĕç армийĕ тата ытти те) вăрах вăхăт чарусем пулнипе вĕсен культури шар курнă. Нимĕç культурине, чĕлхине, йăли-йĕркисене тата ăс-хакăлне ирĕклĕ аталантарма пулăшас тĕллевпе 1989 çулта республикăра «Видергебурт» («Возрождение») нимĕçсен культурăпа çут ĕç пĕрлешĕвне йĕркеленĕ.
Хальхи вăхăтра Благовар районĕнчи Пришиб ялĕнче «Алексеевский» нимĕçсен историпе культура центрĕ ĕçлет.
Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас