Урал сасси
+12 °С
Облачно
Туслăх кĕперĕ
5 Июня , 06:00

Павловкăпа Унгар ялĕсен туслăхĕ - ĕмĕрсене

Куюргазă тăрăхĕнче икĕ яла пĕрлештерекен ырă йăла пур. Павловка ялĕнче пурăнакан чăвашсемпе Арслан-Амекачевăри (Унгар) пушкăртсем темиçе ĕмĕр хушши пĕр çемьри пек туслă пурăнаççĕ.

Павловкăпа Унгар ялĕсен туслăхĕ - ĕмĕрсенеПавловкăпа Унгар ялĕсен туслăхĕ - ĕмĕрсене
Павловкăпа Унгар ялĕсен туслăхĕ - ĕмĕрсене

Елена Александровна Игнатьева хуняма каласа панă тăрăх, Чăваш Республикинчен кунта пĕрремĕш пулса унăн мăн аслашшĕ Павел куçса килнĕ. Урапа çинче ларса пыракансем хушшинче хуняман асламăшĕ 9 çулхи Ульяна та пулнă. Асăннă вырăн куçса килекенсен кăмăлне кайнă: çырла-кăмпапа пуян вăрмансем, тарăн çырмасем, анлă уй-хирсем. Çавăнпа вĕсем кунта никĕсленме шут тытнă та. Юханшыв урлă вырнаçнă ту çинче пушкăртсем пурăннă. Çак çĕрсем вĕсен аллинче пулнă та. Чăвашсем çĕре тара илнĕ, каярах вара туяннă. Яла ăна никĕслекене халалласа Павловка ят панă.

Çавăнтанпа кунта икĕ наци пĕрле пурăнать. Ваттисем каласа панă тăрăх, революци вăхăтĕнче, Тăван çĕршывăн Асла вăрçи тата вăрçă хыççăнхи çулсенче икĕ халăх туслă пурăннă: ака-суха, вырма тата утçи ĕçĕсене пĕрле пурнăçланă.

Николай Николаевич Николаев ялти сумлă ватă аса илнĕ тăрăх, утçи вăхăтĕнче икĕ ялăн арçын ачисемпе хĕр ачисем Кинзябай ялĕ леш енне Накас юханшывĕ хĕррине темиçе кунлăха утă пуçтарма çÿренĕ. Арçын ачасене Михаил Михайлов ертсе пынă, хĕрсене – Лукерья Ефимова. Вăлах апат пĕçернĕ. Ачасем пĕр шкултах пĕлÿ илнĕ, унта пушкăрт тата чăваш чĕлхисене вĕрентнĕ.

Манăн атте, Федор Михайлович Федоров, пушкăрт чĕлхине лайăх пĕлетчĕ, ирĕклĕ калаçатчĕ. Унпа пĕрле ĕçленисем, атте пирĕнпе юнашар пулмасан та, ăна ырăпа çеç аса илеççĕ. Бурзян районĕнче вăрман мĕнле каснине каласа параççĕ. Çывăх çыннăмăр 8 класс пĕтернĕ.

Вăхăт шунă май, çемьере пилĕк ача çитĕннĕ вăхăтра, атте каçхи шкула вĕренме кĕчĕ. Ун чухне икĕ ялтан пысăк класс пухăнчĕ. Павловка ялĕнче пурăнакан чăвашсемпе Арслан-Амекачевăри пушкăртсем икĕ çул хушши вĕренсе вăтам пĕлÿ илчĕç.

Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан икĕ ялăн хастар çыннисем гуманитари пулăшăвĕ пухас, маскировка сечĕсем çыхас, блиндаж çуртисем тăвас ĕçе хастар хутшăнчĕç. Халĕ те çак ĕçе малалла илсе пыраççĕ.

Павловкăпа  Арслан-Амекачевăра пурăнакансем мĕнпур мероприятисене пĕрле йĕркелесе ирттереççĕ, пĕр-пĕринпе савăнăçне пайлаççĕ, йывăр самантра пулăшма васкаççĕ. Çапла çултан-çул вĕсен туслăхĕ çирĕпленсе, ялсен хушшинчи çыхăну вăйланса пырать.

Ирина ИГНАТЬЕВА, Павловка ялĕнчи культура çурчĕн культорганизаторĕ.

Куюргазă районĕ, Павловка ялĕ.      

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас