

Белоруссем ытларах хуторсенчи пурăннă. Тĕп строительство материалĕсен шутĕнче йывăç пулнă. Çуртсене хыртан, юманпа çăкаран хăпартнă. Хир-вăрман таврашĕнче пурăнакансем çурт стенисене чулран çĕкленĕ тата çатан тытса çавăрнă. Пÿрт тăррисене улăмпа витнĕ. Çуртсем урама перпендикулярлă вырнаçнă. Картишсене хÿме е çатан уйăрса тăнă.
Белоруссем ытларах çĕр ĕçĕпе пурăннă. Вĕсем тулă, ыраш, урпа, хура тул ÿстернĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсенче вир те акнă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çĕр улми тĕп вырăн йышăннă. «Иккĕмĕш çăкăра» лартма пысăк лаптăксем уйăрнă. Мĕншĕн тесен ăна выльăх-чĕрлĕхе çитернĕ. Техника культурисене илес пулсан йĕтĕн тата кантăр акнă. Пахчасенче суханпа ыхра, йÿç кăшманпа купăста, хăярпа помидор, кишĕрпе кавăн ÿстернĕ.
Белоруссен çĕр ĕçĕпе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси те аталаннă. Хуçалăхсенче лашасемпе ĕнесем, вăкăрсемпе сурăхсем тытнă, сайра-хутра – качакасем. Уйрăмах асăннă халăх представителĕсем сысна ĕрчетнĕ. Сысна ашĕпе саллине çинĕ пулсан тирринчен атă-пушмак тунă.
Лашасемпе ĕç вăйĕ пек усă курнă. Пуян хресченсем пĕр харăс темиçе лаша усранă. Вăкăрсене те кÿлсе çăк турттарасси, суха касси тăвасси те пулнă. Коллективизаци çулĕсенче çак йăла тĕпрен çухалнă. Унсăр пуçне чăх-чĕп, хур-кăвакал ĕрчетнĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче кăрккасемпе индокăвакалсене, цесаркăсене курма пулать. Уралçум тăрăхĕнче пурăнакан белоруссем хурт-хăмăр ĕçне те аталантарнă.
Арçынсем тĕрлĕ ремесла ĕçне илсе пынă: пичке-катка ăстисем, платниксем, пушмакçăсем, çĕвĕçсем пулнă. Ытларах вара тирсенчен япаласем çĕленĕ. Мĕнпур ялсенчех тимĕр лаççисем ĕçленĕ.
Хĕрарăмсем йĕтĕнпе кантăртан çипсем хатĕрленĕ, вĕсенчен тĕрлĕ япаласем тĕртнĕ. Çăм çипписенчен алса-чăлхасем, шарфсемпе пилĕк çыххисем çыхнă.
Йăлана кĕнĕ наци кухнинче белоруссем ытларах тĕш тырă культурисемпе, çăкăрпа тата пахчара çитĕнтернĕ çимĕçпе усă курнă. Кил хуçи хĕрарăмĕсем ырашран çăкăр пĕçернĕ. Тухăçсăр çулсенче ыраш çăнăхĕ çумне урпа, сĕлĕ тата хура тул çăнăхĕ хушнă. Çавăн пекех çĕр улми (бульба) те хушни пулнă. Юратнă апат-çимĕçсенчен тутлă чустаран хатĕрленĕ кăвас икерчи (каржи) шутланнă. Наци кухнинче пахча çимĕçрен пĕçернĕ апатсем те анлă сарăлнă. Белоруссем купăста яшки, борщ, окрошка кăмăллаççĕ. Хура тулпа вир тата урпа кĕрписенчен шĕвĕ тата çăра туса пĕçернĕ пăтăсем çиме юратаççĕ. Хĕл кунĕсенче ытларах аш-какай çинĕ. Çулла ыхрапа тăварланă, шăратнă салă çине куçнă. Аш-какайран кăлпасси хатĕрленĕ. Килти выльăх-чĕрлĕхĕн ури-пуçĕнчен студень пĕçернĕ. Белоруссен йăлана кĕнĕ кухнинче хуран куклийĕ (вареники) пысăк вырăн йышăнать. Ĕçмесенчен сăра, çырла ĕçмисем (узвар) кăмăлланă.
Белорус хĕрарăмĕсен наци тумĕ кĕперен (сорочка), вăрăм юбкăран (андарак, юпка), чĕр çиттинчен (хвартух) тата çанăсăр кофтăран (безрукавка) тăнă. Арçынсем вара туника евĕр пир кĕпе тата пустав шăлавар тăхăнса çÿренĕ. Сивĕ вăхăтра тăхăнмалли анлă сарăлнă тумтирсенчен пĕри – сурăх тирĕнчен хатĕрленĕ кĕрĕк. Хĕрарăмсем пуçĕсене тутăр е шел çыхнă. Вырăнти йăла-йĕркесем витĕм кÿнипе качака çăмĕнчен çыхнă шелсемпе те усă курнă тĕслĕхсем пулнă. Арçынсем ăшă вăхăтра пуçĕсене шĕлепке тăхăннă, сивĕре – çăм шапкасем (магерка).
Çĕнĕ çĕрсем çинче никĕсленнĕ белорус çемйисем виçĕ ăруран тăнă: ашшĕ-амăшĕпе пĕр е темиçе ывăлĕ хăйĕн ачисемпе пурăннă. Сайра-хутра качча тухнă хĕрĕ те хăйĕн çемйипе тĕп çуртра пурăнма пултарнă.
Çемье уявĕсемпе йăли-йĕркисем çын пурнăçĕнчи паллă пулăмсемпе çыхăннă: пепке çурални, çемье йĕркеленни тата çын вилни. Ача çуралнине «зубок» йĕркелесе ирттернипе паллă тунă. Ĕлĕк унта хĕрарăмсем çеç хутшăннă, халĕ арçынсене те асăрхама пулать. Уявăн тĕп апачĕ – повитуха хура тултан, е вир тата урпа кĕрписенчен çăра туса пĕçернĕ пăтă.
Православи тĕнне пăхăнса пурăнакан белоруссен çынна юлашки çула ăсатасси православи йĕркисене пăхăнса пурнăçланнă, католиксен – католик тĕнĕпе килĕшÿллĕн. Анчах вĕсенче христианчченхи йăласене те курма пулать. Тупăка вилнĕ çыннăн юратнă япалисене, вак укçа хунă, ачасене – пылак кучченеçсемпе теттесем. Пытарнă хыççăн асăнса апат çинĕ. Çавăн пекех пурнăçран уйрăлнă çынна улттăмĕш, тăххăрмĕш, хĕрĕхмĕш кунĕсенче тата çулталăкран асăннă.
Каччăсемпе хĕрсем чиркÿре, ĕçре тата вăйăра паллашнă. Çемьесем çамрăксен пуçарăвĕпе тата ашшĕ-амăшсем килĕшÿ панипе йĕркеленнĕ.
Белоруссем Раштав уявне анлă паллă тунă. Çамрăксем килĕрен килле çÿресе çветке юррисем юрланă. Çăварнинче çемьесем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ. Вырăссем витĕм кÿнипе кăвайтсем çунтарнă, лашасем çинче ярăннă. Юрьев кунне килти выльăха чиркÿре сăвапланă кăчкăпа хăваласа кĕтĕве кăларнă. Мăнкун кунĕнче кулич пĕçернĕ, çăмартасем сăрланă. Çимĕк умĕн, кĕçнерни кун, кил-çурта хурăн тураттисемпе илемлетнĕ. Белоруссен чи юратнă уявĕ – Иван Купала праçникĕ. Хĕрсем вăрманта пухăнса чечексенчен кăшăлсем çыхнă, вĕсене çырма тăрăх юхтарнă. Каччăсем кăвайт чĕртнĕ, пурте пĕрле юрласа савăннă. Юлашки çулсенче асăннă уява уйрăмах анлă паллă тăваççĕ. Республикăра пурăнакан белоруссем Иглин тăрăхĕнчи Балтика салине пухăнаççĕ.
Белорус чĕлхи хĕвел тухăç-славян ушкăнне кĕрет. Пушкăртстана куçса килнĕ чух асăннă халăх хăйпе пĕрле вырăнти чĕлхе уйрăмлăхне илсе килнĕ. Анчах çĕнĕ çĕр çинче диалектсем хутăшса кайнă, çĕнĕ диалект йĕркеленме пуçланă. Паянхи кун белоруссен 90% вырăс чĕлхине тăван чĕлхе тесе йышăнать. Хальхи вăхăтра белорус чĕлхине тăван чĕлхе вырăнне хурса виçĕ шкулта вĕренеççĕ: Иглин тăрăхĕнчи Балтика, Пушкин тата Позолотинский вĕренÿ учрежденийĕсенче. Республикăри шкулсенче 2006 çулта 665 ача-белорус пĕлÿ илнĕ. Вĕсенчен 77-шĕ çеç тăван чĕлхине ăша хывнă.
Праçниксемпе йăла-йĕркесене сыхласа хăварас, ачасене тăван чĕлхене вĕренме пулăшас тĕллевпе республикăра «Спадчына» белоруссен наципе культура центрне йĕркеленĕ. Паянхи кун Пушкăртстанра икĕ белорус халăх хорпа фольклор ушкăнĕ тухăçлă ĕçлет.
Ирида НОВИКОВА.