

Пушкăртстана Украина çыннисем куçса килесси XVIII ĕмĕрте пуçланнă. Вĕсене патша правительстви Кăнтăр Урала, Уралçумне çар служби иртме тата патшалăх тивĕçĕсене пурнăçлама куçарнă. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче пулса иртнĕ буржуази реформи хыççăн Украина çыннисем Пушкăртстана куçасси вăй илет. Çакă крепостла йĕркене пăрахăçланипе тата экономика капитализмла аталану çулĕпе пынипе çыхăннă.
Украина халăхĕ Пушкăртстана куçассин тепĕр тапхăрĕ 1917 çулхи революци хыççăн пуçланнă. Совет самани тапхăрĕнче çĕршывăн хĕвел тухăç енче çĕнĕ промышленность тата аграри районĕсене алла илнипе Украина çыннисем Пушкăртстана ытларах куçма пуçланă. Украинецсем уйрăмах пысăк йышпа республикăн тĕп тата кăнтăр, кăнтăр-хĕвел тухăç тата кăнтăр-хĕвел анăç районĕсенче вырнаçнă.
Паянхи кун украинецсем республикăн пур районĕпе хулисенче те тĕпленнĕ. Чи пысăк ушкăнĕсем Ĕпхÿ, Çтерлĕ, Салават, Октябрьск, Кумертау, Давлекан, Пелепей, Мелеуз, Туймазă хулисенче, çавăн пекех Благовар, Давлекан, Чишма, Çтерлĕ, Элшей, Авăркас, Мелеуз, Пелепей, Иглин, Ĕпхÿ тата ытти районсенче пурăнаççĕ.
Пушкăртстанри украинсем православи тĕнне йышăннă. Украина халăхĕ Турра питĕ вăйлă ĕненнĕ. Ют çĕрте пурăннă малтанхи вунă çул хушшинчех вĕсем хăйсен укçисемпе чиркÿсем е часавайсем туса лартнă. Тĕн ытларах ял хуçалăх циклĕсемпе тачă çыхăннă пулнă. Турра ĕненекенсем пур тĕн уявне те паллă тунă, пур типпе те тытнă.
Украинецсем ытларах çĕр ĕçĕпе пурăннă. Анасене виçĕ е тăватă пая (пушă ана, çурхи, кĕрхи культурăсем акмалли) уйăрнă. Çирĕп хуçалăхсенче вĕсем темиçе те пулнă. Тĕп культурăсенчен пĕри ыраш (жито) шутланнă. Тулă, урпа, вир, пăрçа акса ÿстернĕ. Тĕш тырăсемсĕр пуçне çĕр улми, кăшман, хĕвел çаврăнăш, кантăр, йĕтĕн, табак лартнă. Украинецсем пахча çимĕç тата арбуз, дыня ÿстернĕ.
Выльăх-чĕрлĕхрен лаша, ĕне, сурăх, сысна, сайра хутра качака усранă. Çавăн пекех хушма хуçалăхсенче чăхсемпе кăвакалсем, сайра хутра кăрккасем ĕрчетнĕ.
Сунара çÿресси украинецсем хушшинче анлă сарăлман. Арçынсем алă ĕçне ăста пулнипе уйрăлса тăнă. Вĕсем хушшинче тăм куршук ăсталакансем, тимĕрçĕсем, çĕвĕçĕсем, пир тĕртекенсем, йывăçа эрешлесе касакансем пулнă. Хĕрарăмсем тĕртнĕ, тĕрленĕ.
Украинăран куçса килнĕ çынсем юхан шывсем хĕррине, анчах ейÿ вăхăтĕнче шыв илмен айлăм вырăнсене, килсе ларнă. Çĕнĕ вырăна хăйсем куçса килнĕ вырăн ячĕсене пама тăрăшнă. Ялсем пĕр енлĕ урамлă е квартал, квартал-урам евĕрлĕ пулнă.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, украинсем кил-çурт вырăнне икĕ пая пайланă. Пĕчĕкрех пайĕ (картиш) пÿрт умĕнче, урампа юнашар, пулнă. Кунтах ытти хуралтăсем те вырнаçнă. Пысăк пайĕ (пахча) – пÿрт хыçĕнче. Унта тĕрлĕ пахча çимĕç ÿстернĕ. Картишне, улма пахчисĕр пуçне, хÿме тытса çавăрнă.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, украинецсем пÿртсенче (хата) пурăннă. Ăна йывăçран хăпартнă. Пÿртсенче çĕр урайсем пулнă. Хăшĕ-пĕрисем çеç йывăçран сарма вăй çитернĕ. Кăмакасене чĕрĕ е хĕртнĕ кирпĕчрен хăпартнă.
Выльăхсене тытма ятарлă витесем, тырă упрама кĕлетсем, пахча çимĕç валли нÿхрепсем туса лартнă. Тĕп апат курăкран пĕçернĕ çăмах яшки пулнă. Çăмах, хуран кукли, галушки хатĕрленĕ. Ыраш е тулă çăнăхĕнчен çăкăр пĕçернĕ. Уявсенче тăпăрчă, çăмартапа сухан, кишĕр, кăшман, çырла кукăлĕсем пулнă. Пахча çимĕçрен ытларах борщ, аш-какайран кăлпасси, голубцы, студень хатĕрленĕ. Çавăн пекех çăкăр тата кăшман квасĕ, типĕ улма-çырларан компот вĕретнĕ. Вырăнта пурăнакан халăхсене кура чей ĕçме вĕреннĕ.
Çемье пуçĕ ашшĕ пулнă, вăл çук пулсан çемьене аслă пиччĕшĕ, хăш чухне иккĕмĕш, виççĕмĕш ывăлĕ ертсе пынă. Хĕрарăм пĕчĕк е тулли мар çемьере çеç хуçа пулма пултарнă. Пур хуçалăха та ашшĕ-амăшĕ йĕркелесе пынă. Куçса килнĕ украинсем XIX-XX ĕмĕрсенче ытларах хăйсен халăхĕсен çыннисемпе çемье çавăрма тăрăшнă. Хальхи вăхăтра вара хутăш çемьесен йышĕ ÿссе пырать.
Авал нумай ачаллă çемьесем пулнă. Тин çуралнă ачасене чиркÿре тĕне кĕртнĕ. Тĕне кĕртмен ача час чирлеме пултарать тесе шутланă. Кумсем тума çывăх тăванĕсене е паллаканĕсене суйланă. Ача пĕрремĕш утăмсем тусан хăвăтрах утма вĕрентĕр тесе урисене çиппе çыхнă та унтан касса янă, çулталăк тултарсан çÿç касмалли йăла ирттернĕ.
Украина халăхĕн туй йăли-йĕрки ытти нумай халăхăнни пекех тĕрлĕ тапхăртан тăрать – çураçни, каччăн хуçалăхĕпе паллашни, туй умĕнхи вăхăт, хĕр-тантăшсем пĕрле пуçтарăнни, хĕр каччă килне куçни, туй хыççăнхи йăласем.
Çын вилсен пÿртри тĕкĕре пуставпа витнĕ. Вилнĕ çынна урайĕнче çунă. Арçынсем – арçынсене, хĕрарăмсем – хĕрарăмсене. Пытарса килсен асăну йĕркине ирттернĕ. Тĕн йăли-йĕрки тăрăх, тăхăр кунне, хĕрĕх кунне асăнмалла пулнă. Çавăн пекех 20 кунне тата иккĕмĕш çулне те асăннă.
Украина хресченĕсем ытларах çĕр ĕçĕпе пурăннăран кашни календарь уявĕ пулас тухăç илессипе, çĕр ĕçĕн тапхăрĕпе çыхăннă. Сурхури, Çĕнĕ çул, Çăварни, Иван Купала тата ытти уявсене паллă тунă. Анчах та асăннă уявсене тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕрен паллă тунă. Куçса килнĕ çулсенче тăван тăрăхĕнчи йăласем ытларах пулнă, каярах кунти халăхсен йăли-йĕркисен сĕмĕ те палăра пуçланă. Нумай йăлана кĕскетнĕ, сахаллатнă.
«Перестройка», «Гласность», вĕсем хыççăнхи демократизаци Пушкăртстанри украина халăхĕн наци ăс-тăнне те витĕм кÿнĕ. Çапла 1990 çулта украина культурине кăмăллакансен «Кобзарь» обществине йĕркеленĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ украина халăхĕн чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине упраса хăварасси тата аталантарасси пулнă.
Пушкӑртстанра украин чĕлхине вӗренессине те тивӗҫлӗ тимлӗх уйӑраҫҫӗ. 2011 ҫулта Раҫҫейре 12 украина шкулĕ ӗҫленӗ, вӗсенчен 9-шӗ – Пушкӑртстанра. Украина чӗлхине Авăркас районĕнчи Степановка, Благовар районĕнчи Троицки, Çтерлĕ районĕнчи Золотонаш вӑтам шкулӗсенче, Чишма районӗнчи Санжар пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗреннĕ. 1993 ҫултанпа Ĕпхÿри Киров районӗнче украина чӗлхине, литературине тата историне тӗпчекен республикӑри база шкулӗ ӗҫлет, ун ҫумӗнче Т.Г. Шевченко ячӗллӗ украина вырсарни шкулĕ йӗркеленӗ. Тӗп хулари Калинин районӗнче украина вырсарни шкулӗ те пур. Украин чӗлхине республикӑра 500 яхӑн вӗренекен алла илет. Ачасемпе ҫамрӑксен лингвистика лагерӗсене йӗркелеҫҫӗ. Ĕпхÿри украин чӗлхипе литературин профессиллӗ вӗрентекенӗсен Союзӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.
Çавăн пекех Пушкӑртстанра украин халăхĕсен пултарулӑх коллективӗсем йĕркеленнĕ, вӗсен шутĕнче халăх ята тивĕçнĕ – «Кобзарь» хор (Ĕпхÿ хули), «Барвинок» ансамбль (Çтерлĕ хули), «Днипро» хор (Мелеуз хули) пур. Украина культурине сыхласа хӑварма тата аталантарма, паллах, ПР Президенчӗн Радий Хабировăн Çтерлĕ районӗнчи Золотонаш ялӗнче Пушкӑртстанри украинсен историпе культура центрне туса хурасси çинчен калакан указӗ пулӑшнӑ. Унӑн шутĕнче - ялти культура ҫурчӗ, вулавӑш, таврапӗлӳ музейӗ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.