

Область шайĕнчи Уяв Грачевка салин тӗп паркне нумай нациллӗ чӗрӗ хулана çавăрнă. Унта юрă-кĕвĕ иртен пуçласа каçчен шăпланман. Эрĕнпур облаҫӗнчи, Пушкӑртстанри тата Чӑваш Республикинчи чи лайӑх пултарулӑх коллективӗсемпе уйрăм юрăçсем сцена ҫине тухса пухăннисене савăнтарнă.
Çынсене хăй патне туртакан тепĕр вырăн ӑстасен аллейи пулнă. Кунта йывӑҫран касса кăларнă эрешпе, татӑк-кӗсӗкрен ҫӗленĕ е илемлӗ тӗрӗпе илемлетнĕ япаласемпе киленме кӑна мар, ал ĕçне вĕренме те май пулнă. Ӑстасем хӑнасене тӑмран ӑсталамалли тата ӳкермелли вӑрттӑнлӑхсене хаваспах вӗрентнĕ, ҫавӑнпа та ăсталăх класĕсен сӗтелĕсем патӗнчен никам та хӑй аллипе тунă сувенирсăр кайман.
Мероприяти шайĕнче хăнасем халăхра çирĕпленнĕ йăла-йĕркесемпе, наци тумĕсемпе, ал ĕçĕсемпе паллашма, чăваш апат-çимĕçне тутанса пăхма пултарнă.
Уявăн пӗлтерӗшлӗ пайне СВОна хутшӑнакансене халалланӑ лапам пулнă. Кунта чӑнлӑхӑн уйрӑм атмосфери хуҫаланнă: волонтерсем хӑйсен ӗҫӗ ҫинчен каласа панă, кӑмӑл тӑвакансем пирӗн салтаксем патне çырусем çырнă.
Уяв савӑнӑҫне ҫынсемпе пайлама сумлă хӑнасем – облаçри Саккунсем кӑларакан Пуху председателӗ Сергей Грачев тата регион политикин министрӗн ҫумӗ Игорь Кабанов килсе çитнĕ. Вĕсем çакӑн пек мероприятисем йӑла-йӗркене упраса хӑвармалли, халӑхсен хушшинчи туслӑха ҫирӗплетмелли чи лайӑх меслет пулнине палӑртнă.
Уявра чылайăшĕсене Хисеп хучĕсемпе чысланă. Вĕсен шутĕнче Пушкăртстанри коллективсем те пулнă.
Çакăн пек мероприятисем пирĕн Тăван çĕршыв питĕ илемлĕ те нумай енлĕ, пирĕн вăй пĕрлĕхре пулнине çирĕплетеççĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Эрĕнпур облаçĕ, Грачевка сали.