

Карим Хакимов хăй вăхăтĕнче пирĕн çĕршывпа араб тĕнчи хушшинчи çирĕп туслăх никĕсне хывнă. Делегаци йышĕнче Патша керменĕн советникĕ Ахмед Моххамед Таха Салех тата унăн пулăшаканĕсем Валид Махмуд Абдулрахимпа Бахардваж Рахул пулчĕç. Хăнасене РФ Патшалăх Думин депутачĕ Ризван Курбанов, Пушкăртстан Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçин çумĕ Данияр Абдрахманов, республикăн тулашри экономика çыхăнăвĕсен тата конгресс ĕç-хĕлĕн министрĕ Маргарита Болычева вырăнти эткерлĕхпе паллаштарчĕç.
Араб çĕршыв представителĕсемшĕн ку ахаль экскурси çеç пулмарĕ. Сауд Аравийĕнче унăн ятне чун-чĕререн хисеплени палăрчĕ. Хăнасем экспонатсене кăсăкланса пăхрĕç, экскурсовод каланисем çумне те хушса каларĕç. Вĕсем Хакимов биографийĕн кашни тапхăрĕ, унăн дипломати çитĕнĕвĕсемпе уйрăм пахалăхĕсем çинчен питĕ лайăх пĕлеççĕ. «Хĕрлĕ паша» историйĕ вĕсемшĕн хăйсен наци аса илĕвĕн пĕр пайĕ пулнине çирĕплетрĕç.
Сывпуллашнă май делегаци членĕсем хăйсен туйăмĕсене пытармарĕç. Карим Хакимовăн тăван çĕршывне çитсе курни вĕсемшĕн пысăк чыс пулнине, Сауд Аравийĕнче ăна араб тĕнчин тусĕ тесе асра тытнине, хисепленине пĕлтерчĕç. Çавăн пекех вĕсем ял çыннисене паллă дипломантăн еткерне упранăшăн чунтан тав турĕç.
– Карим Абдрауфовичăн пурнăç историйĕ пирĕншĕн питĕ çывăх, эпир унăн пархатарлă ĕçне пĕлетпĕр тата хаклатпăр. Хăçан та пулсан Сауд Аравине килсе курас пулсан ăна унта асра тытнине, хисепленине, вăл пирĕн çĕршывшăн мĕн чухлĕ ĕç тунине хăвăрах курса ĕненĕр. Тавах сире ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн, – палăртрĕ Патша керменĕн советникĕ Ахмед Моххамед Таха Салех.
Чун-чĕререн хисеплесе пĕрлехи истори çинче тунă дипломати нихăçан та манăçа тухмасть. Апла пулсан Карим Хакимовăн ячĕ патшалăхсене пĕрлештерме пăрахмасть.
Ирина ФОМИНА.
Пишпÿлек районĕ.