Урал сасси
0 °С
Облачно
Туслăх кĕперĕ
1 Октября , 04:00

Ăсталăх класĕсем ачасен кăмăлне кайрĕç

Сентябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетĕнче «Университет смени» вĕренÿпе туризм программине хутшăнакансем валли ăсталăх класĕсем йĕркелерĕç. Унта Луганск халăх республикинчен «Березка» çуллахи паллаштаракан лагере килнĕ 13-16 çулхи ачасем хутшăнчĕç.

Добавить в предпочтительные источники Google
Ăсталăх класĕсем ачасен кăмăлне кайрĕçĂсталăх класĕсем ачасен кăмăлне кайрĕç
Ăсталăх класĕсем ачасен кăмăлне кайрĕç

Вĕсенчен пĕри – «Берегиня» чăваш пуканине хатĕрлессине халалланă ăсталăх класĕ. Управçă-пуканене ăсталассипе пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн доценчĕ Лира Афанасьева паллаштарчĕ. Ачасем управçа тăвас ĕçе хаваспах пуçăнчĕç. Ăсталăх класне хĕр ачасем çеç мар, арçын ачасем те явăçни тĕлĕнтерчĕ. Вĕсем управçă-пуканене тунă чух чăваш эрешĕсем мĕне пĕлтернине интересленсе ыйтса пĕлчĕç, хăйсене кирлĕ элементсене суйласа пуканесене ăсталарĕç. Вĕсенчен пĕри чăваш ачисемпе спорт ăмăртăвĕнче тĕл пулни çинчен каласа пачĕ, хăй аллипе тунă управçă-пуканене малашне хăйпе ăмăртăва илсе çÿрессине пĕлтерчĕ.

Тата тепĕр ăсталăх класĕ Атăлçи халăхĕсен ташшисене вĕренесси пулчĕ.

Ачасем пушкăрт, тутар тата чăваш ташшисене ташлама вĕренчĕç. Чăваш ташшине чăваш уйрăмĕнче вĕренекен 5 курс студенчĕсем Ольга Никитинапа Елизавета Денисова ташласа кăтартрĕç, пĕр-ик хусканăвне кăтартса пачĕç, вĕрентрĕç. Ачасене хусканусем тума питĕ килĕшрĕ, вĕсем ташăпа кăсăкланчĕç.

Çакăн йышши занятисем ачасене республикăра пурăнакан халăхсен культурипе, хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштараççĕ, мăнаçлăх туйăмĕ çуратаççĕ.

Ольга НИКИТИНА, ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕн 5 курс студенчĕ. 

Ăсталăх класĕсем ачасен кăмăлне кайрĕç
Ăсталăх класĕсем ачасен кăмăлне кайрĕç
Ăсталăх класĕсем ачасен кăмăлне кайрĕç
Ăсталăх класĕсем ачасен кăмăлне кайрĕç
Ăсталăх класĕсем ачасен кăмăлне кайрĕç
Ăсталăх класĕсем ачасен кăмăлне кайрĕç
Ăсталăх класĕсем ачасен кăмăлне кайрĕç
Автор:Инга Алексеева