Пур хыпар та
Тутлă апат-çимĕç
13 Ноябрӗн 2019, 14:02

Маринадланă уплюнккаран салат

450 г маринадланă уплюнкка‚ 2 пĕçернĕ çĕр улми‚ 2 пĕçернĕ кишĕр‚ 300 г ветчина‚ 3 пĕçернĕ çăмарта‚ маринадланă хăяр‚ майонез.

Çăмартана‚ çĕр улмине тата кишĕре пĕçермелле‚ сивĕтмелле. Унтан вĕсене шултра теркăпа хырмалла. Ветчинана тата маринадланă хăяра вакă турамалла. Ингридиентсене салат савăчĕ çине сийĕн-сийĕн вырнаçтармалла: уплюнкка‚ теркăланă çĕр улми‚ майонез. Унтан туранă ветчина‚ теркăланă хăярпа çăмарта. Çиелтен вара хăяр хумалла. Кашни сие майонезпа сĕрмелле. Салата апат-çимĕç пленкипе хупмалла та пĕр сехете холодильнике лартмалла. Пĕр сехетрен салата тарăн мар турилкке çине çавăрса хумалла. Илемлĕ те тутлă салат хатĕр.