Пур хыпар та
Уçă калаçу
20 Декабрӗн 2018, 14:20

«Чунра эпĕ - прокурор...»

«Тăван Атăл» литература журналӗ Раççейри чи лайăх пилӗк наци пичет кăларăмӗсен йышне кӗнине пӗлсенех чун-чӗрепе çунатланса кайрăм. Журнал «Чи лайăх литературăпа ӳнер кăларăмӗ» номинацире çӗнтернӗ текен хыпар интернетра хăвăрт сарăлчӗ. Мана анчах мар, чăвашлăхшăн çунакан ытти чăвашсене те çак хыпар çут ĕмĕт парнелерĕ. Апла пулсан пирĕн малашлăх тĕксĕмленсех çитмен-ха. Журнал çырăнакан, вулакан пур чух шанăç чечекĕ те çеçке çурсах тăрĕ. Пичет çуртĕнчи виççĕмĕш хутра вырнаçнă журнал редакторĕн - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕн Лидия Филипповăн пÿлĕмне çĕкленÿллĕ кăмăлпа пырса кĕтĕм.

- Лида, саламлатăп, анчах та савăннипе çÿл тÿпене вĕçсе хăпарма ан васка, ĕçлемелли тата нумай-ха...
- Тавах, ĕçтешĕм. Хам енчен журналпа çыхăну тытакан авторсене, вулакансене, ĕçтешсене, ырă сунакансене, кăштах кĕвĕçекенсене те тав сăмахĕ калам.
- Ак, тата. Кĕвĕçекенсем те пур-и?
- Вулакансенчен ытларах çутă позитив килет: ырă сĕнÿсем, асăрхаттарни, тав туни. Ăçтан тухать-ши çав кĕвĕçÿ? Пĕлместĕп, анчах та хушăран, шел те, чуна ыраттаракан сас-хурана та çитереççĕ çав...
- Çамрăкрах чух хăлхана кĕвĕçÿ сăмахĕ кĕрсен тарăхаттăм, илтес килмест теттĕм. Халь, ак, савăнатăп çеç. Çакă мана пурнăçра асăрханма пулăшать, чăн туслăхăн хакне ăнлантарать...
- Пĕр пек шухăшлатпăр иккен эпир санпа. Эпĕ те, çулсем иртнĕçемĕн, ун пеккисен «ыр сунăмĕсене» чĕре патне илме тахçанах пăрахнă ĕнтĕ. Кунта сăмах туссем пирки пымасть. Куçран пăхса сутакансем пĕрре çеç пулман. Халĕ те пур. Анчах та халь аслăлантăмăр, ăслăлантăмăр. Шăп та лăп çав «ырă сунакансем» çухалса кайма, вăйсăрланма мар, тата та çирĕпленсе хăватланма çеç пулăшаççĕ. Çак шухăш сăвă йĕркинче те тухрĕ «Тавах сире, пире кураймансем... » Эх, лайăхах мар шухăшран пуçларăмăр эпир калаçăва. Темăна улăштарар-и?
- Ăнланмалла, ку калаçу та кирлех. Журнал патне таврăнар-ха. Ун тилхепине шанса пани икĕ çул та çитрĕ. Кĕске вăхăтра тиража ÿстерме пултартăн, çĕнĕ темăсемпе пуянлатрăн, Раççей шайĕнче ун сумне çĕклерĕн. Епле пултарайрăн?
- Пĕччен мар, ĕçтешсем, юлташсем, ентешсем пулăшнипе паллах. Авторсемпе тата вулакансемпе те яланах çыхăнура эпĕ. Тиража ÿстересси пĕччен тумалли ĕç мар. Çапла, Чăваш тĕнчишĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç пулса иртрĕ. Раççейĕн 81 регионĕнчен 49-шне «Тăван Атăл» почта урлă уйăхсерен çитет. Журнал чăвашла тухакан пĕртен-пĕр литература кăларăмĕ пулса юлчĕ. Малтан Хусанта «Шурăмпуç» ятпа чăвашла журнал тухнă. Юлашки вăхăтра унăн çĕнĕ кăларăмĕсене асăрхамарăм. Анчах манăн вĕсене, республика тулашĕнче пурăнакан чăваш-ĕçтешсене, сăмах ăстисене çухатас килмест. Пушкăртстанри «Шуратăл», Чĕмпĕрти «Шевле» литература пĕрлешĕвĕсене, Тутарстанри чăваш çыравçисен пĕрлĕхне журналта вырăн пама тăрăшатăп. Манăн нихăçан та халăхсене, çав шутра хамăр республикăри çыравçăсен виçĕ пĕрлешĕвĕнче тăракан сăмах ăстисене пайлас тĕллев пулман, пулмасть те.
- Аван шухăш. Редактора ларсанах редколлегие çĕнĕ çыравçăсемпе пуянлатрăн ав...
- Пире хисепĕшĕн çеç шутланса тăракансем кирлĕ мар. Ĕçлекенсем кирлĕ. Пушкăрстанри Микул Ишимбая, Чĕмпĕрти Николай Ларионова, Тутарстанри Евгений Турхана редколлегире ĕçлеме чĕнтĕмĕр. Виççĕшĕ те паллă çыравçăсем. Вырăнти çыравçăсем вĕсене лайăх пĕлеççĕ, хисеплеççĕ, пулăшаççĕ. Авторсем вара маншăн редакци ĕçченĕсем пекех.
- Тепĕр ырă пулăм: журналăн тематики те тĕпрен улшăнчĕ...
- Вулакансем – тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем. Çакна шута илсе тĕрлĕ жанрсемпе усă куратпăр. Паянхи вулакана колхозсем йĕркеленĕ вăхăт кăсăклă мар. Урамра - XXI ĕмĕр. Шăп та лăп паянхи саманана сăнарлакан темăсем кирлĕ. Сахал пулин те, пур вĕсем.
- Сăмах май, мана материалти тĕп шухăша страницăра уйăрса пичетлени кăмăла каять. Вулакана хайлава пĕтĕмĕшле вулама хистет.
- Редакторта пĕрремĕш çул çеç ĕçлеместĕп. Журналистикăра 30 çул. Пухăннă опыт вулакана мĕн кирлине тÿрех систерет. Шухăша уйрăм палăртнисĕр пуçне, вулакана илĕртни те пур кунта. Юлашки вăхăтра сатирăпа кулăш хайлавĕсем ытларах килме пуçларĕç. Хистемесĕрех çĕнĕлĕх сĕнеççĕ. «Вулакан сĕнет, ыйтать, асăрхаттарать» рубрика та кĕртрĕмĕр. «Нарспи» поэмăна тепĕр хут пичетлесси пирки те çыраççĕ, хупăннă «Самар ен» хаçатăн çĕнĕ номерĕсене курасшăн, Марфа Трубина çыравçă хĕрарăм пуçпах çурт лартнине те пĕлеççĕ ... – темĕн те çырса пĕлтереççĕ, сĕнеççĕ. Пытармăп, хушăран тĕрлĕ калаçу-тавлашу патне çитсе тухатпăр. Чи кирли – эпĕ вĕсен сĕнĕвĕсене итлетĕп тата вĕсем мĕн каласшăн пулнине илтетĕп, хăшĕ-пĕринпе кулленхи ĕçре усă куратăп.
- Журнала эсĕ калăплама тытăнсан пĕр сăвăç тарăхса: «Лидия Филиппова «Тăван Атăлтан» публицистика журналĕ туса хучĕ”, - тесе мăкăртатрĕ...
- «Тăван Атăл» журнал юлашки вăхăтра, чăн та, хăйĕн страницисенче çивĕч ыйтусене хускатни курăнать. Анчах, пачах урăхла, вăйлă публицистика çитмест çав пире! Паллă сăвăçсене, тĕпчевçĕсене ятарласа ыйтса, темăсем сĕнсе çыртаратăп. Ю.Сементер, А.Кипеч, Ю.Артемьев, Г.Никифоров тата темиçе çыравçă çак енĕпе чăнах та маттур, вулакан чунне «кăтăклама», «хĕртсе яма» пултараççĕ. Çак сăмах ăстисем пурри – телей. Пулăшаççĕ. Сĕнеççĕ. Шел, çырма пултаракансемех вăхăт çукки çинчен уççăн калаççĕ. Уйрăмах яла пурăнма куçса кайнисем хуçалăх ĕçне кÿлĕнсе алла калем тытма ÿркенеççĕ темелле пулĕ.
- Эсĕ пире кашнинчех çĕнĕ пуçарупа тĕлĕнтеретĕн. Нумай пулмасть пире хавхалантарса кĕнекесем пуçтартăн.
- Çапла, ку – ентешесене пулăшас тени. Уйрăмах республика тулашĕнчисене. Çĕнĕ кĕнекесем тулай чăвашĕсем патне çитсех каймаççĕ. Çав тĕллевпе авторсенчен кĕнекесем пухрăмăр. Кунта çыравçăсен виçĕ союзне пĕр чăмăра пухасси те пулчĕ. Чăн та, ыр кăмăллăх акцине, хăш пĕрлĕхрине пăхмасăр, ĕçтешсем питĕ хастар хутшăнчĕç, хăйсен кĕнекисене парнелерĕç. Чăваш Республикинчен аякра вырнаçнă 13 региона 15 библиотека хатĕрлесе парнелеме пултартăмăр.
- Мĕн пайламалли пур пирĕн! Пурте пĕр ĕç тăватпăр. Шел, «Пĕрлĕхре – вăй», - тенине манатпăр çав.
- Манăн та çыравçăсен пĕрлешĕвĕсене тем пек пĕрлештерес, пĕр пысăк та вăйлă союз йĕркелес килет. Çавăн патнелле пыратпăр. Хальлĕхе вара, мĕнле калаççĕ-ха, кашни чăваш хăй патша теççĕ-и? Тронсăр патша! Тĕрĕссипе, пуçлăх пуканне пайлаймаççĕ пек туйăнать... «Тăван Атăл» вара никама та пайлама, уйăрма шухăшламасть. Пичетлесси те çавах, анчах ытларах - паха хайлавсене çеç.
- Çыравçăсем туслă пулманнинче тăван чĕлхе пуласлăхĕн хăрушлăхĕ те пур.
- Ан та кала-ха. Питĕ пысăк хăрушлăх çакă. 400-е яхăн çыравçă пĕрле ырă ĕç тусан, пĕр-пĕрне хурламасан мĕн тери вăйланĕччĕ Чăваш тĕнчи. Анчах та çук вĕт. Ытла та хăйне евĕрлĕ çынсем çыравçăсем. Вĕсем ирĕклĕхшĕн тăни мана та килĕшет-ха. Çыравçăн чун-чĕрепе ирĕклĕ пулмаллах. Тата, пĕлетĕн-и? Хушăран питĕ çемçе те аманчăк чунлă пек туйăнаççĕ вĕсем мана... Хăйне май лириксем... Çулĕсем пулсан та чĕрисем хытман. Чунĕнче мĕн пуррине пырса-кĕрсе каласа параççĕ. Лăплантаратăп вара пултарнă таран. Тавлашасси те пулкалать паллах. Э-х-х, чăваш арĕсене урăхларах - вăйлăрах, çирĕпрех тăвас килет-çке-ха манăн. Хĕрарăмĕсем урăхларах-ха...
- Чăваш çемйинче мĕн ĕлĕкрен хĕрарăм шухăшĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Шÿтлеместĕп пачах та. Ара, ахальтен мар пире историксем ама çынсем теççĕ-çке. Хамăр мăшăрсене пусаратпăр пулас эпир. Шăп та лăп çакă чăваш тĕнчине аркатать те.
- Тĕлĕнмелле хитре мар тапхăр пырать паян. Шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентессипе чĕлхе шăпине ашшĕ-амăшĕ татса парать. Вĕрентÿ министерстви çапла тума ирĕк панă. Епле пулса тухать-ха? Чăваш амăшĕн кăкăрне ĕмсе ÿснĕ чăваш хĕр-хĕрарăмех хăй ачине тăван чĕлхене вĕрентессинчен пистерет. Шупашкартах! Çапла-çапла, темиçе тĕслĕх çинчен каласа пачĕç вĕрентекенсем. Мĕне пĕлтерет ку?
Чăваш наци конгресĕн хĕрарăмсен комитечĕн пайташĕ пулнă май Чăваш Енри, регионсенчи чăваш-ентешĕмĕрсем патĕнче тăтăшах пулатпăр. Пĕр пулăм-япала куçа тăрăнать – ашшĕ-амăшĕ хăй ывăл-хĕрне тăрăшсах ют чĕлхесене (китай чĕлхи таранах!) вĕрентет, тăван чăваш чĕлхи çине алă сулманни кăна. «Упăшка чăваш мар та …» - тенисем, тăванăмсем, ачăрсене тăван йăла-йĕркерен пистермеллине, тăван юрă-кĕвве вĕрентмелле маррине пĕлтермест. «Мана хисеплемелле мар, упăшкана, унăн чĕлхине кăна юратăр …» - тенипе танах маншăн çавăн пек сăмахсем. Килĕшетĕр е çук, анчах Чăваш тĕнчи мĕнле шайра аталанасси е пĕтсе пырасси чăн малтан хĕрарăмран – амăшĕнчен килет …
- «Ман упăшка чăваш мар», - тени хĕрарăм хăй умĕнче хăй тÿрре тухма тăрăшни. Ман анне, ав, вырăс пулсан та, ачисене чăваш чунлă ÿстерчĕ. Çав вăхăтрах кÿршĕсем ачисене вырăс туса çитĕнтерни чуна ыраттарать.
- Ман шутпа, нумай чĕлхе пĕлни тĕнчепе туслаштарать.
- Ан та кала-ха. Турккă чĕлхи мана Турцинче чух кĕпе-тума виç хут йÿнĕрех туянма пулăшать. Хакне вара хăйсен чĕлхипе калаçнăшăн савăнсах чакарса параççĕ.
- Акă ăçта иккен вăл чĕлхен тепĕр енлĕ вăйĕ!
- Ангелина Павловская çыравçă мана панă интервьюра чĕлхе пуласлăхне тепĕр 50 çулпа хакларĕ. Сан шухăшна пĕлесчĕ.
- Эс хăв мĕнле шухăшлатăн? Кĕнекÿсене кама валли кăларатăн?
- Ман шанăç ытларах. Тепĕр 100 çул тытăнса тăрасса ĕненетĕп...
- Эсĕ вăйлă оптимист, Юрату. Вăрçчăр вулакансем, анчах тĕрĕссине куçран калама хăрамалла мар. Калаçу шайĕнче, тен, тытăнса тăрĕ тепĕр 100 çул. Тата фольклор шайĕнче! Юрласси, ташласси, тĕрĕллĕ кĕпе-тум тăхăнасси шайĕнче! Илемлĕ литературăна, хаçат-журнала вулакансем юлĕç-ши? Ялсем вырăсланаççĕ. Ача сачĕсенче – вырăсла. Тата шкулсенче чăваш чĕлхине пĕр сехет вĕрентни мĕн патне илсе çитересси паллă. Унччен эпĕ те: «Тăван чĕлхе пĕтет тесе çăвар ан уçăр», - теттĕм. Шел, халь эпĕ - чунра прокурор. Мĕнрен мĕн пуласса аван пĕлетĕп. Витĕр куратăп. Тăхăмсем кама мĕнле майпа айăпласси, мĕн чухлĕ «срок» парасси – веçех паллă. Пĕлетĕп, мана хăшĕ-пĕри куçран уççăн тĕрĕссине каланăшăн юратмасть те пулĕ-ха. Темле пулсан та, тăван чĕлхе шăпи пĕрре те савăнăçлă мар-çке?
- Тен, çавна пулах эсĕ те, 16 кĕнеке авторĕ, юлашки çулсенче хăв произведенисене вырăсла кун çути кăтартатăн?
- «Пророк земли чувашской», «Край сеспельский», «Легенда чувашского здравоохранения», «Пульсация – Чун таппи», «Мать», «Ректор – это призвание» тата ытти те. Мана ку енĕпе ăнланма пулать, мĕншĕн тесен Геннадий Волков, Галина Воронцова, Лев Кураков академиксем камне паянхи шкул ачисенчен ыйтсан тĕрĕс хурав паракан чылай пулĕ-ши? Вĕсем вара, çав шутра, паллах, Çеçпĕл Мишши те, - тĕнче шайĕнчи чăвашсем. Вĕсем çинчен пурин те, пĕтĕм тĕнчен, пĕлмеллех. Çавăнпа кĕнекисене те вырăсла çыртăм.
- Чăваш сăмах ăстисен ачисем те ерипен вырăсланаççĕ. Кама валли çыраççĕ-ши вĕсем хăйсен хайлавĕсене?
- Ку чăнлăх ман пирки мар. Эпĕ ывăлпа Сентиерпе икĕ чĕлхепе те калаçатăп. Юлашки çыравра вăл, сăмах май, хăйне чăваш тесе çыртарнине ăнсăртран пĕлтĕм. Çакă – мухтанмалли пулăм мар. Çапла пулмалла та! Ку – ывăл пире, ашшĕ-амăшне, хисеплени çеç. Эпир епле çуннине курса ÿсрĕ вăл ... Мăнука та чăваш ятнех – Тимĕр, Тимур, Тимерлан – тесе патăмăр. Кин вырăс пулин те. Хирĕçлемерĕ, ун кăмăлне те кайрĕ. Мускавра тымар ячĕç. Раççей экономикине çĕклеççĕ (кулать): ку енĕпе иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Мăнука хама «бабуля» тетерместĕпех, «асанне» теме хăнăхтаратăп халех.
- Санри чăвашлăхран тĕлĕнмĕп. Эсĕ Канаш районĕнчи Çеçпĕл çĕрĕнчен-çке...
- Çапла, çакă та мана чăваш чунлă пулма хистет. Çак хистев ачаранах чунра-юнра пулнă . Чăн малтан – шкул. Мĕн тери вăйлă та ăслă, мал шухăшлă тата мал курăмлă вĕрентекенсем пулнă пирĕн! Унсăр пуçне атте Çеçпĕл ял тăрăхĕнчи библиотека ертÿçинче ĕçленĕрен мĕнпур сăвăç-çыравçа сăнран палласа ÿснĕ эпĕ. Тĕлпулăва килсен тÿрех ун патне кĕретчĕç, чей ĕçетчĕç. Каçса кайсах итлеттĕм вĕсем мĕн калаçнине. Анне те политикăна куçран вĕçертместчĕ. Вăл район Канашĕн депутатĕнче те вăй хунă. Пиллĕкĕн çитĕнтĕмĕр. Ачаран ĕçе хăнăхтарнă пире. Таса чунлă пулма пиллесе хăварчĕç. Анне кукăлĕсене аса илсен чун пĕр хĕпĕртет, пĕр хурланса чĕпĕтет. Атте вара артист пекехчĕ. Вăл мăн кĕрÿ такмакĕсене калани халĕ те куç умĕнче. Ун аллинчи хут купăспа балалайка кĕвĕ илемĕпе çунатлантаратчĕç. Вырăнти радиоузел ĕçне те вăл йĕркелесе тытса пыратчĕ, райхаçата вырăнти хыпарсене пĕлтерсех тăратчĕ.
Çеçпĕл Мишши – тепĕр тема. Нумай калаçмăп ун çинчен, анчах манпа хутшăнакансем унăн ятне, ĕçĕсене Лида Филиппова текен хĕрупраç никама та таса мар сăмах-шухăшпа варалаттарма паманнине питĕ лайăх пĕлеççĕ.
- Журналист ĕçĕ сана канлĕ пурăнма чăрмантарнăн туйăнать? Вутпа шыва кĕме тивет вĕт!
- Юрату, çав «прокурорлăх» манра кашни утăмра курăнать. Хамран мĕн чухлĕ ытларах, çирĕпрех ыйтатăп, ыттисене те çавăн пек (тата та хăватлăрах!) тăвас килет. Университетра аслă курссенче «Коммунизм ялавĕнче» практикăра пулнă. Мĕн тери вăйлă журналистсемпе юнашар ĕçлеме тÿр килчĕ. Редактор ăсталăхĕ ахаль туптанман. Тĕрĕслĕхшĕн кĕрешесси те. Манра пин процент таранах пулас вăл. Политика, ăслăлăх, тăван культура, чăваш тĕнчи аталанăвĕ - епле çырайăн-ха вĕсем çинчен чунра пушă пулсан. Чăвашсем пурăнакан пур региона та çитсе куртăм. Тем те илтрĕм, тем те куртăм, тÿсрĕм ку пурнăçра. Шикленÿ таврашĕ çук шалта, унта, каларăм, прокурор чунĕ, «перфекционизм» тени хуçаланать. Пиçсе çитрĕм пулсан та хытсах ларман-ха (кулать).
- «Урал сасси» - редактор çумĕ, яваплă секретарь, «Хыпар» - корреспондент, Чăвашрадио – пай пуçлăхĕ, «Ульяновец» - тĕп редактор, «Республика» - директор-тĕп редактор, Культура министерстви – пай пуçлăхĕ, халь ак «Тăван Атăл» журнал редакторĕ. Европа стандарчĕпе пурăнатăн, кашни 5 çул ĕç ылмаштаратăн...
- Йĕкĕлтешетĕн пулас, Юрату? Анчах, ман çинчен кирек мĕн шухăшласан та, пĕр вырăнта 30-40 çул хытса ларса ĕçлекенсене ăнланмастăп. Ку – ман мар. Йĕри-тавра пурнăç вĕресе тăрать! Çĕнĕ улшăнупа çĕнĕ вĕренÿ ыйтать чун. Ĕç вырăнĕсене пуçлăхсем чĕннипе ылмаштарнă. Ӳкĕнÿ таврашĕ пачах та çук. Пур ĕçре те хама кирлине илнĕ, вĕреннĕ. Вĕренме вара эпĕ нихăçан та ÿркенместĕп.
- Санри журналистпа сăвăç пĕр-пĕринпе еплерех пĕр чĕлхе тупаяççĕ-ши?
- Пĕр-пĕрне пулăшса çеç пыраççĕ. Тарăхни-савăнни тата ытти пĕтĕмпех СĂМАХ урлă тухать. Тепĕр тесен, чăн-чăн журналист паянхи пурнăçпа, лару-тăрупа ниепле те килĕшме пултараймасть. Каçарăр, анчах эпĕ, сан пекех сăмах май, Юрату, «тĕссĕр» пулма пултараймастăп, çакăн çинчен уççăн калама та шикленместĕп.
- Пĕр вăхăтрах таçта та ĕçлетĕн. Укçуна ăçта хуратăн?
- Чăнах та, питĕ пуян эпĕ (кулать). Чунпа-а-а! Ытларах хамран каять çав. Шкул ачисене стипенди парасси, мероприятисем ирттерме парнесем туянасси, чей ĕçтересси... таранах. Çапла, Наци радиовĕпе, ЮТВ телеканалпа çыхăну тытатăп. Çакă чăвашла тухакан хаçат-журнала халăхра ытларах сарассипе çыхăннă. Ĕненĕр - тÿлевсĕр ĕçлетĕп. Чăваш наци конгресĕнче те Раиса Сарпи, Антонина Андреева, Ирина Удалова, Зоя Яковлева пек хастарсемпе юнашар эп. Вĕсене те укçа-тенкĕпе никам та иртĕхтермест. Каçарăр, хĕрсем, тен, эпир айван пулнине кăтартать çакă?
- Хамăр калаçăва хавхалануллă вĕçлер-и, Лида?
- Пурнăç малаллах. Эпĕ - тăван халăхпа пĕрле. Паянхи пăтăрмахсем вăхăтлăх иккенне ĕненетĕп. Куçăм тапхăрĕ пултăр çакă. Хастар чăвашсем пур. Вĕсем Чăвашра та, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче те ĕçлеççĕ. Пире пурне те пĕрлештерекен вăй кирлĕ. Шанчăк çук мар, сахал пулин те, пур пирĕн вĕри чунлă арсемпе пикесем. Вăхăт çитĕ. Сÿнмен кăвар çине вĕсем вут хурса тăрасса витĕр куратăп. Хастар утăмлă, ăслă та хăватлă тепĕр ăру килетех...
Альбина ЮРАТУ калаçнă.