Пур хыпар та
Уçă калаçу
3 Нарӑсӑн 2021, 13:33

«Кам тăрăшать, çав чула та пăта çапса кĕртет»

Январь уйăхĕн 28-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтĕрхи çулăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе кăçалхи çулăн тĕллевĕсем çинчен Уçă çырупа тухса калаçнă. Асăннă çыру - Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕсене чĕнсе калани, пĕтĕмĕшле илсен республикăри кашни çынна пырса тивекен сăмах. Эпир республикăра пурăнакансемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ сакăр тезис суйласа илтĕмĕр.

Ытлашши илнĕ укçасене
тавăрса парĕç
Пурăнмалли çурт-йĕре хутса ăшăтнăшăн фактпа тÿлемелле туни сахал мар шăв-шав çĕклерĕ. «Ытлашши хутса хваттере курорта çавăраççĕ, ăшăпа тивĕçтерекен организацисем тĕрĕс мар шутласа кăлараççĕ» текенсем те пулчĕç. Чăннипе те, нумай фактсем çирĕпленчĕç. Ăçта йăнăш тунă, вĕсене тÿрлетĕç, çынсен укçисене каялла тавăрса парĕç. Ун пекки урăх пулмалла мар. Эпĕ хушу патăм. Ку ыйтăва хам тĕрĕслесе тăрăп.
Кăшăлвируса çĕнтересси
Çынсем кирек епле вирусран та вăйлăрах. Пирĕн республика та пĕр хутчен çеç мар темле тĕрĕслев витĕр те тухнă. Регионта пурăнакансен яваплăхне пула çеç эпир лару-тăрăва улăштарма пултартăмăр. Паянтан кăшăлвирус сарăлассинчен сыхланма йышăннă хăш-пĕр мерăсене пăрахăçлатпăр. Çывăх вăхăтра иртнĕ çултанпах йĕркеллĕ пурăнма паман чире хамăр çинчен силлесе пăрахăпăр. Çакна тума ансат мерăсене çеç пăхăнмалла. Чи кирли - прививка тăвасси. Эпĕ ăна хам çинче тĕрĕслесе пăхрăм, хама начар мар туятăп. Халĕ республикăна пысăк партипе вакцина илсе килеççĕ. Пирĕн иммунитет епле хăвăртрах çирĕпленсе çитет, çавăн чухлĕ хăвăртрах «коллективлă иммунитет» çирĕпленет. Ун чухне тин эпир йĕркеллĕ пурнăç патне таврăнăпăр.
Кашни районта
çĕнĕ бассейн тумалла
Эпир Пушкăртстан спорт енчен вăйлă регионсенчен пĕри пулнишĕн савăнатпăр. Республикăра хăйне майлă çĕнтерÿ йăли-йĕркисем, паллă ятсем пур. Икĕ çул хушшинче эпир виçĕ центр (шорт-трек, спорт ишевĕ), Рима Баталова ячĕллĕ спорт хатĕрлевĕн пысăк центрĕ, Ĕпхÿ хулинче «Нефтяник» бассейн, Нефтекамскра стадион, Элшей районĕнче бассейнпа сывату комплексĕ уçрăмăр. 2024 çул тĕлне эпир тата 25 метрлă вун ултă бассейн тăвăпăр, районсемпе хуласенчи бассейнсенче ачасене ишме вĕрентĕпĕр, вуншар шкула спорт залĕсемпе тата кĕрешÿ кавирĕсемпе тивĕçтерĕпĕр.
Ача çуралассине
çĕнĕрен ÿстерĕпĕр
Эпир киревсĕр пулăма улăштарма пултартăмăр. 2020 çулта иртнĕ çулхи чухлех ача çуралчĕ. Кăçал эпĕ тата та нумайрах ача çураласса шанса тăратăп. Уйрăмах çемьесенче виççĕмĕш, тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш ача çураласси ÿсни савăнтарать. Çĕнĕ çын çут тĕнчене килнинчен мĕн хакли пултăр? Ку чăн-чăн телей, ăна нимпе те виçме çук.
(Аса илтеретпĕр, иртнĕ эрнере Радий Фаритович ача çураласлăха ÿстерес тĕлĕшпе хăй тÿпине хывнă - унăн ывăл çуралнă!)
Тата та нумайрах
çурт-йĕр хăпартмалла
Иртнĕ çул 100 пин çемье хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатрĕç. Çав çуртсем ача-пăчасен янăравлă сассисемпе тулччăр. Малалла çуртсене хута ярассине татах та ÿстерĕпĕр. Пирĕн республикăра ял ипотекин программи ăнăçлă ĕçлерĕ. Çĕршывĕпе илес пулсассăн, кредитсен шучĕпе тата кивçен панă укçа хисепĕпе Пушкăртстан малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Владимир Путинăн пуçарăвĕпе, 2024 çулччен çурт-йĕр строительствин инфраструктурине аталантарма 8,5 млрд тенкĕ илĕпĕр. 2024 çул тĕлне «улталаннă пайçăсен» проблемисене пĕтĕмпех татса парăпăр. Ун валли федераллă бюджета 6 млрд ытла укçа-тенкĕ хывнă.
Пур шкула та
интернет ирттермелле
Юлашки вăхăтра шкулсене пысăк хăвăртлăхлă Интернетпа çыхăнтарасси вăй илет. Çавна пула эпир ачасене дистанциллĕ вĕрентĕве ăнăçлă куçартăмăр. Анчах та инçетре вырнаçнă ялсене интернет çитеймен-ха. Кăçал пур шкула та, халăх шучĕ сахал 262 ялпа паçулккана, 500 фельдшерпа акушер пунктне интернетпа çыхăнтармалла. 2024 çул вĕçне республикăри пур ял-хулана та интернет çитĕ.
Урал леш енне тимлĕх уйăрăпăр
Халĕ эпир Урал леш енне аталантармалли çĕнĕ стратегие пурнăçа кĕртетпĕр. Унта транспорт тата энергетика системине çирĕплетмелли ыйтусене кĕртеççĕ. Март уйăхĕнче «Цемикс» компани строительство хутăшĕсемпе шурă цемент кăларакан завод уçать. Асăннă производство Раççей шайĕнчи промышленность аталанăвĕн хăватлă точки пулса тăрĕ. Унсăр пуçне «Сибай - Сара» чукун çул тума палăртатпăр. Вăл Казахстан чиккине йывăр çăксем турттарассине самаях çăмăллатать. Сибай хулинче 500 киловольтлă электричество подстанцийĕ, 25 социаллă объект хута яратпăр. Çав шутра - шкулсем, ача сачĕсем, больницăсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем. Акьяр ялĕнче бассейн, Баймак хулинче пăр арени уçăпăр.
Ял çыннисене суту-илÿ
рынокĕсене явăçтармалла
Пандеми вăхăтĕнче пĕр тавар та дефицит пулмарĕ. Апла пулин те производительсемпе чĕр тавара ĕçе кĕртекенсен, суту-илÿ организацийĕсен хушшинчи «уй-хиртен сентре çине» текен йĕркене аталантармалла. Пысăк тухăç пĕр хутчен çĕнсе илекен рекорд мар, çулленхи кăтарту пулмалла. ПР Ял хуçалăх министерстви умне 2024 çулччен тĕш тырă тухăçне 5 млн тонна çитерме тĕллев лартатăп.
Кам чăн-чăн герой
иккенни паллă пулчĕ
2020 çул пирĕн çирĕплĕхе тĕрĕслерĕ. Эпир паянхи саманари паттăрсене куртăмăр. Вĕсем - йывăр условисенче çын пурнăçне çăлса хăварассишĕн кĕрешнĕ врачсем, пĕччен пурăнакан ватăсемпе инвалидсене пулăшу панă, апат-çимĕç салатнă волонтерсем, йывăрлăхсене пăхмасăр вĕрентĕве дистанци мелне куçарнă вĕрентекенсем. Строительсем Раççейре пĕрремĕшсем пулса кĕске вăхăтра Ĕпхÿ, Çтерлĕ хулисенче паянхи саманапа килĕшÿллĕ инфекци центрĕсем хăпартса лартрĕç.
Республика пуçлăхĕ пулнă май эпĕ унта пурăнакан кашни çыншăн яваплă. Аслисемшĕн, пурнăç тăршшĕпе сахал мар опыт илнисемпе тин çуралнисемшĕн. Тĕрлĕ шухăш-кăмăллисемшĕн. Çав шутра пире критика паракансемшĕн те. Туссем, пĕр-пĕрне хисеплесе, лартнă тĕллеве пурнăçласа, хамăрăн çула тивĕçлĕ утса тухас килет. Ахальтен мар халăхра «Кам тăрăшать, çав чула та пăта çапса кĕртет» теççĕ. Эпир - хастар, лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртетпĕрех.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.