Кирлĕ янравлă кĕвĕ-çемĕ.
Вичкĕнрех-çке кирлĕ чăн сăмах.
(Г. Юмарт, «Чăваш поэзийĕн вăрманĕ»)
Калаçу малалла çак вăрманти икĕ «йывăç çыравçă» çинчен пырĕ. Вĕсен иккĕшĕн те кăçалхи май уйăхĕ – юбилей уйăхĕ. Геннадий Юмарт çуралнăранпа 85 çул, Анатолий Ыхра – 75 çул.
Геннадий Федорович Трофимов (Юмарт) (1938-2020çç) Чăваш Республикинче çуралнă. И.Я. Яковлев ячĕллĕ пединститутăн (халĕ университет) историпе филологи уйрăмĕнче вĕреннĕ. Вăл – поэт-куçаруçă, фольклорист. Паллă кĕнекисем: «Тивĕç», «Курак тăманĕ», «Тĕрек»… Вырăс, Украина, Венгри, Болгари, Польша çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарнă. «Константин Иванова аса илеççĕ» кĕнекене те пухса хатĕрленĕ.
Г.Юмарт – «Чăваш халăх сăмахлăхĕ» кĕнекен 6 томне калăплаканĕсенчен пĕри. Уншăн вăл ЧР К.Иванов ячĕллĕ премие тивĕçнĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. К.В. Иванова халалланă икĕ сăвă çырнă, «Поэт йыхравçă» тата «Силпи çăлкуçĕсем».
Иванов сассипе янкăрах шуçăмланчĕ,
Чăвашри сăвăçсен кĕреки пуянланчĕ.
Ивановăмăр халь те тĕпре
Калчаланчĕ чăвашăн çĕр те пĕр таланчĕ,
Ун сасси те янрать тĕнчере.
(«Поэт йыхравĕ»)
Тутар поэчĕ Кави Латыпов К.Иванова халалласа «Халăхăн çут çăлтăрĕ» ятлă сăвă çырнă. Çак сăвва тутарларан Г.Юмарт куçарнă.
… Эс халăхăн – çут çăлтăрĕ пекех,
Тутарăн пур ун пек çутти – Тукай.
Сан юррусен çăлкуçĕнчен пекех
Хавхалану илет Туфан, Ухсай.
Ӳтÿ выртать сан Пушкăрт çĕрĕнче,
Чĕрÿ ялан чăваш халăхĕпе.
Тен, Николаев çăлтăр тĕнчинче
Ас илнĕ сăввуна чун сиккипе.
Анатолий Александрович Тимофеев (Ыхра) (1948-2004 çç.) Чăваш Республикинче çуралнă. Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литератури уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ: «Коммунизм ялавĕ», «Хыпар» хаçатсенче, Чăваш кĕнеке издательствинче, «Путене» журналта. Раççей Писательсен союзĕн членĕ. Вăл – поэт, прозаик, куçаруçă, публицист. Паллă кĕнекисем: «Ял хыçĕнчи пусма», «Пăрчăкан пек хĕрача», «Ан васкат, вăхăт»…
Константин Иванова халалланă сăвви – «Нарспи».
… Ку кăна-и? Нарспие куратпăр,
Вăйăра, театр залĕнче.
Чăвашсем, ун чапĕпе пурнатпăр:
Юратать ăна мĕнпур тĕнче.
Ăшшăн-ăшшăн саламларĕ Венгри,
Пăлхарсем пуç тайрĕç Нарспие…
Михетерĕн ырă чунлă хĕрĕ
Ылтăн çĕрĕ тăхăнчĕ паян.
Парнелерĕ Çĕнĕ Кун Сетнерĕ –
Халăх пек çунатлă Андриян.
Кĕç Нарспишĕн савăнса вĕçтерчĕ
Хăй «Ачалăх çăлтăрне» Ухсай,
Иван Якăлч уншăн вут чĕртетчĕ,
Çулăмпах çунатчĕ Хусанкай.
Эпĕ те Нарспишĕн хĕмленетĕп,
Чĕремре усратăп чĕрине…
Халал сăввисем авторсен курăмĕпе, ăс-тăнĕпе, К.Иванов пултарулăхне хак панипе çыхăннă. Сăвăсен тулли варианчĕсене библиотекăсенче тупса вулама пулать.
Вулакана çакна каласа хăварас килет. Эсир чăваш кĕнекисене вуланине, вĕсемпе интересленнине курса, тен, кÿршĕ-аршăрсем те, хăвăрăн ачăрсем те чăвашла нумайрах вулама тытăнĕç. Атте-аннен тĕслĕхĕ ĕмĕре. Вулакансене пурне те ăнăçу сунатăп.
Римма ПЕТРОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.