Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇУЛÇŸРЕВ
15 Ноябрӗн 2018, 17:10

Кÿршĕсем патĕнче, Абдулинăра

Эпир, Çтерлĕ хулинче пурăнакан таврапĕлÿçĕ Вячеслав Ерохин, Федоровка районĕнчи Кинчеккей ялĕнчи Петр Русаков таврапĕлÿçĕ тата çак йĕркесен авторĕ, кĕрхи уяр кун ир-ирех Эрĕнпур облаçĕнчи Абдулино хулинче пурăнакан Виктор Кириллович Отставнов çыравçă-таврапĕлÿçĕ патне машинăпа çитсе ÿкрĕмĕр те часах тăваттăн икĕ машинăпа, хуçа хăйĕн машинипе малта, эпир - кайра, Абдулинăран Бугуруслан хулине каякан асфальт çулпа хамăрăн çулçÿреве малалла тăсрăмăр. Трасса малтан тăвалла хăпарса пычĕ те пĕр вунă-вун пилĕк çухрăмри тÿпемре пирĕн ума сарлака айлăм вырăн тухса выртрĕ. Айлăмăн сылтăм енĕпе юхакан пĕчĕк юхан шывăн тепĕр енĕ çÿллĕ мар, анчах чăнкă. Вырăн-вырăн çулçăллă вăрманпа хупланнă сăрт-тусем ретĕн-ретĕн анăçалла тăсăлни курăнчĕ. Пирĕн çул айлăмăн сулахайри тикĕс енĕпе ăçта авкаланса, ăçта тÿррĕн малалла тăсăлчĕ. Виктор Кириллович тÿпем çинче машинине сÿнтерчĕ те, пире те чарăнма хушса, аллине сулчĕ.
- Куратăр-и? - терĕ вăл эпир те машинăран тухсан, Абдулино леш енчи айлăм хыçĕнчи çурçĕртен кăнтăралла тăсăлакан тĕтреллĕн курăнакан çÿллĕ мар тусем çине кăтартса. - Çав тусенчен лерелле сирĕн Пушкăртстан Республики пуçланать. Пелепей хули те унтан инçе мар. Пĕр сăмахпа, Абдулино чăвашĕсемпе Пушкăртстан чăвашĕсем кÿршĕлле пурăнатпăр.
- Чим-ха, - терĕм эпĕ. - Çакă чăвашсем ХVII-ХVIII ĕмĕрсенче Атăл енчен ку еннелле, хальхи Похвистнево, Бугуруслан хулисем урлă Пушкăртстан çĕрĕ çине куçнине пĕлтермест-ши? Мĕншĕн тесен пĕрин хыççăн тепри вырнаçнă. Кÿршĕллĕ Похвистнево, Бузулук, Бугуруслан, Пелепей, Пишпÿлек тăрăхĕсем пурте чăвашсем йышлă пурăнакан çĕрсем-çке.
- Çапла килсе тухать, - килĕшрĕ манпа Виктор Кириллович.
- Абдулино районĕнче чăваш ялĕсем нумай-и? - ыйтрĕ пирĕн „гидран“ Вячеслав Михайлович. - Ăçта вĕсем?
- Эпир - Абдуллино чăвашĕсем, Абдулиноран хĕвел тухăçнелле вырнаçнă çĕрсене «Мален», анăçалла вырнаçнисене - «Кайен» тетпĕр. Чăваш ялĕсем Маленре те, Кайенре те пур. Эпĕ çамрăк чухне, иртнĕ ĕмĕрĕн 50-70-мĕш çулĕсенче, чылайччĕ вĕсем, анчах нумайăшĕ каярахпа саланчĕç. Эпĕ Кайенри Исайел (Исайкино) ялĕнче çуралнă. Унсăр пуçне ку тăрăхра Пăланлă (Артемьевка), Васькино, Сахарьел (Захаркино), Артомоновка, Усмановка, кÿршĕ Ассекей районĕнчи Самарьел (Самаркино) ялĕсем пур. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисене паян çитсе курăпăр.
Виктор Кириллович çартан таврăннă хыççăн тăван ялĕнче шофер пулса ĕçленĕ. Кайран мĕн пенсие тухичченех Абдулинăри шалти ĕçсен пайĕнче хĕсметре тăнă. Майора çитнĕскер, ку енчи чăваш ялĕсен тата чăваш халăхĕн историне лайăх пĕлни курăнать. Унăн калаçăвĕнче вăл тарăн шухăшлама, тĕрлĕ пулăмсене çыхăнтарма, пĕтĕмлетÿпе анализ тума пĕлни палăрать. Çавăнпа вăл каланине итлеме интереслĕ. Вăл - „Булгары“ (2012ç.), «Между Степью и Русью» (2014ç.), «Чельбир - царь Волжской Булгарии» (2014ç.) историлле кĕнекесен авторĕ.
Пирĕн çулçÿрев малалла тăсăлчĕ. Кĕçех, сылтăмра, эпир пыракан çулпа сăрт-тусем хушшинче вырнаçнă темиçе урамлă Пăланлă ялĕ курăнса кайрĕ. Çурчĕсем çул çинчен капмар курăнаççĕ: кирпĕч çуртсем те, йывăçран тунисем те пур, нумайăшĕн тăррисене профнастилпа витнĕ. Ку ял тулли тата ĕçлĕ пурнăçпа пурăнни палăрать, юхăннă ял тесе калаймăн. Урамĕсем асфальт мар пулсан та, вĕсене чул сарнă. Строительсем пĕр урамне шăпах юсатчĕç. Магазинсем, шкул, библиотека, культура çурчĕ ĕçлеççĕ. Пĕр хутлă шкулăн территорийĕ таса, анчах канмалли кун пулнăран, ун алăкĕ хупă пулчĕ. Кăнтăр вăхăчĕччĕ, çавна пула клубпа библиотека та хупă иккен. Абдулинăран çула тухиччен эпир районти чăваш культура пĕрлĕхĕн председателĕпе Анатолий Михайлов бизнесменпа паллашнăччĕ. Виктор Кирилловичпа Анатолий Михайлович пире, хăйсен хăнисене, Пăланлăра паян ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче ислама тухнă тутар хушаматлă тата ятлă чăвашсем те чылай пурăннине пĕлтернĕччĕ. Вĕсен мăн аслашшĕсене мулласем çĕр парассипе илĕртнĕ тенĕччĕ пире А.М.Михайлов усламçă. Халĕ вĕсене çыравсенче тутарсем тесе палăртаççĕ. Çакă пире питĕ кăсăклантарчĕ. Ял урамĕнче тĕл пулакан çынсемпе чăвашла калаçрăмăр. Пурте чăвашла пĕлеççĕ. Юлашкинчен культура çурчĕн илемлĕх ертÿçипе Виталий Григорьевпа паллашрăмăр. Вăл пахчара çĕрулми кăларатчĕ пулсан та пирĕнпе хаваспах калаçса тăчĕ. Виталий ялта чăваш юрă ансамблĕ пуррине пĕлтерчĕ. Вăл ялта çеç мар, районра та, Эрĕнпурта та, Шупашкарта та тĕрлĕ культура мероприятийĕсенче пулать иккен. Шкулта чăваш чĕлхине вĕрентесси вара çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать. Чăваш чĕлхи учителĕ пулманран, кăçал чăвашла вĕрентмеççĕ.
- Çапла çав, чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçре кирек ăçта та пĕр пек проблемăсем. Камран килет çакă? Хамăртан пуль çав. Шкул директорĕсенчен çирĕппĕн ыйтма, ачасене чăваш чĕлхине вĕрентме заявлени çырма хăюлăх çитерейместпĕр е ÿркенетпĕр. Чылай ашшĕ-амăшĕшĕн çакă - ик айкки те тăвайкки. Директорсем вара „заявленисем çук“ теççĕ те ним те тумаççĕ, - тесе пуплерĕмĕр. - Проблема, вара, мĕнле пулнă, çаплах юлать. Ачасем куç умĕнче манкуртсене çаврăнаççĕ.
Пăланлăран трасса çине тухрăмăр. Паçăрхи пекех, В.К.Отставнов малта, эпир кайра пыратпăр. Пăланлă ялĕнчи çынсем тутарла ятпа тата хушаматпа çÿрени пире иртнĕ ĕмĕрсенче чăвашсем ялĕ-ялĕпех ислам тĕнĕ урлă тутара çаврăннине аса илтерчĕ. Çавна пула паянхи тутарсенчен чылайăшĕ ĕлĕкхи тăван чĕлхине маннă чăвашсем пулса тăраççĕ. Çакă хурлантарать. Пăланлăри тутар хушаматлă чăвашсем вара тăван чĕлхепех калаçни савăнтарать. В.И.Ленинăн пĕр халăхран урăх халăха куçнă çынсем çав çĕнĕ халăхшăн тăрăшма, хăйсем çав халăх çыннисем пулса тăнăшăн çав тери мăнаçланма пуçлани çинчен каланă сăмахĕсем аса килчĕç. Паянхи тутарсенчен чылайăшĕ, ĕлĕк чăваш пулнăскерсем, çавна пулах тутар чĕлхишĕн нăкă тăрăшмаççĕ-и-ха? Çавăн пек пĕтĕмлетÿ патне килсе тухма пулать.
Сылтăмра Сахарьел чăваш ялĕ тăрса юлчĕ. Кăшт кайсан Исайел ялĕ курăнса кайрĕ. Вăл та çулăн сылтăм енче тăсăлса выртать, анчах унта кĕмерĕмĕр. Виктор Кириллович çултан сулахая пăрăнчĕ те эпир те ун хыççăн ахаль çулпа, тусан тустарса, тăвалла хăпартăмăр. Кăшт кайсан пирĕн юлташ машинине чарчĕ. Эпир унпа юнашар çитсе тăнă вăхăтра, вăл каялла çаврăнса пиртен пĕр-ик çухрăмра вырнаçнă тăван ялĕ çине пăхса тăратчĕ.
- Çакăнта ман ачалăх, çамрăклăх иртрĕ, - терĕ вăл кăшт салхуллăн. - Ял хыçĕнчи чăнкă тусем çинчен эпир хĕлле йĕлтĕрпе ярăнаттăмăр, çуркунне кăвайтсем чĕртсе вĕсем урлă сике-сике каçаттăмăр, алла-аллăн тытăнса юрлаттăмăр. Шел, хальхи çамрăксем ун пек мар...
- Кашни вăхăтăн хăйĕн палли ĕнтĕ, - терĕ Петр Семенович. - Пирĕн тăрăхри ялсенче те çавах. Анчах ял ачисем пурте хуласем тăрăх сапаланса пĕтмеççĕ-ха, ялта çурт-йĕр çавăракансем те чылай. Çакă малашлăх çине оптимистла пăхма шанчăк çуратать.
Атăлçи пăлхар-чăваш патшалăхĕ çинчен аса илтĕмĕр. Виктор Кириллович каланă тăрăх, ĕлĕк пăлхар-чăвашсем мĕн Атăлтан пуçласа çак вырăнсенче тата паянхи Пушкăртстанăн анăçри çĕрĕсем таранах ял-хуласем никĕсленĕ иккен. Вĕсем хальхи Бугуруслан, Бузулук, Абдулино çĕрĕсем çинче тутар-монголсем тапăниччен те, тутар-монголсем вĕсене ХIII ĕмĕрте çĕнтерсе хăйсен Ылтăн Урта патшалăхне кĕртсен те пурăннă. 1391 çул Самаркандран Табол юхан шывĕ, пушкăрт çĕрĕсем, Яик юхан шывĕ урлă Ылтăн Урта çине походпа килнĕ Уксах Тимурăн (Тамерланăн) 200 пинлĕ эшкерĕсем шăп та лăп çак халĕ эпир тăракан çĕрсем витĕр хальхи Самара облаçĕн çĕрĕсем енне иртнĕ, унти Хăнтăрча (Кондурча) юхан шывĕ хĕрринче Тăхтамăш ханăн 200 пинлĕ çарне çапса аркатнă. Абдулинпа Бугуруслан хушшинчи айлăмпа иртнĕ май Уксах Тимур çарĕсем пăлхар-чăваш ялĕсене аркатса-çунтарса пынă. Сывă юлнă пăлхар-чăвашсем Атăл еннелле чакнă. Каярахпа ку вырăнсенче çын пурăнман Тискер Уй (Дикое Поле) çеç пулнă. Çак хирсем тăрăх выльăх ĕрчетсе куçса çÿрекен халăхсем выльăхĕсене кĕтсе çÿренĕ. Уксах Тимур çакăнтан иртни çинчен çак вырăнсенче паянхи кунчченех сыхланса юлнă тата тупăннă пăлхар-чăвашсен хĕç-пăшал пайĕсем тата ытти çапăçу хатĕрĕсем çирĕплетеççĕ.
- Астăватăп-ха, эпĕ ача чухне манăн асанне тимĕр хĕç татăкĕпе урайне хыра-хыра çăватчĕ, - терĕ Виктор Кириллович.
Эпĕ те пирĕн Федоровка районĕнчи Урал шкулĕн музейĕнче темле тутăхса пĕтнĕ хĕçсем пуррине астăватăп. Паллах, Граждан вăрçи вăхăтĕнчисем мар, кусем сарлака та йывăрччĕ. Тамерлан вăхăтĕнчи хĕçсем пулман-ши вĕсем? „Çук“ тесе калаймастăн.
- Апла пулсан пăлхар-чăвашсем ХIV ĕмĕр вĕçĕнчен Атăл еннелле чакса кайнă пулсан, ХVII-ХVIII ĕмĕрсенче каллех кунта килнĕ пулать, - терĕ Петр Семенович.
- Тĕрĕс, - килĕшрĕ унпа Отставнов юлташ машини ăшне кĕрсе ларнă май, - Кайрăмăр! Халĕ сире Самарьел ялне кăтартатăп.
Пирĕн машинăсем вырăнтан тапранчĕç. Курăкпа витĕннĕ тĕрлĕ путăксем урлă, хирти анасем тата вăрмансем çумĕпе малалла васкарĕç. Юлашкинчен умра тарăн та анлă путăк курăнса кайрĕ, пĕр-ик çĕрте тĕтĕм çÿлелле хăпарать. Кăшт кайсан куç умне урамсем тухса выртрĕç. Темиçе урам. Вĕсенче çынсем, машинăсем, тракторсем курăнкалаççĕ. Кунта та Пăланлăри пекех, пурнăç малалла пыни палăрать.
- О-О! - терĕ В.М.Ерохин тĕлĕннипе. - Кунти чăвашсем ĕлĕк патша тÿре-шарисенчен епле тарăн путăкра пытаннă! Анчах вĕсене пурпĕрех тупса хырçă тÿлеттернĕ!
Ту айккинчи урамри çурт умĕнче тăракан çамрăксемпе калаçса кайрăмăр. Чăвашла. Пурте пĕлеççĕ. Пĕрин амăшĕ вырăс пулсан та пурпĕрех чăвашла пуплет. Самарăна ĕçе çÿретĕп, терĕ. Аслăраххисем те калаçăва хутшăнчĕç. Хăшĕ-пĕрисен хушамачĕсем тутарла, анчах пирĕнпе пурте шакăлтатса кăмăллăн, кула-кула чăвашла калаçаççĕ. Кусем те, Пăланлăри пекех, çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче чее мулласен витĕмне лекнĕ чăвашсен паянхи тăхăмĕсем иккен. Проблемисем те ытти çĕрсенчи чăвашсеннинчен уйрăлса тăмаççĕ.
Куçа курăннă тепĕр ÿкерчĕке те палăртса хăвармалла. Чăваш ялĕсемпе юнашар уй-хирсенче курăксене çулнă, тырă анисенчи тухăçа та пухса илнĕ. Çакă Абдулино районĕнчи чăвашсем - авалхи паттăр пăлхарсен паянхи несĕлĕсем - Пушкăртстан Республикинчи чăвашсем пекех ĕçчен те тирпейлĕ халăх пулнине кăтартса парать.
Каялла Абдулинăна таврăнсан пире, Пушкăртстан чăвашĕсене, В.К.Отставновпа А.М.Михайлов киле ăшшăн ăсатса ячĕç. Çапла çав, эпир, чăвашсем, пĕр-пĕрне курсан савăнатпăр, пĕрне-пĕри тăван вырăнне хуратпăр, йывăр чухне яланах чунтан пулăшатпăр. Малашне те çапла пултăрччĕ.
Çакă, талантлă та чаплă, пуян историллĕ чăваш халăхне, паянхи урбанизаципе глобализаци вăйлă мар халăхсене çăта-çăта янă кăткăс вăхăтра, сывă та çухалмасăр юлма шанчăк çуратать.
Аркадий РУСАКОВ çыравçă,
“Шуратăл“ литпĕрлешÿ членĕ.
Федоровка районĕ.
Читайте нас: