Пур хыпар та
ÇУЛÇŸРЕВ
4 Сентябрӗн 2019, 13:03

Пушкăртстанри чăвашсем Питĕре çитнĕ

Пĕр уйăх каярах Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен пĕрлешĕвĕ йĕркеленипе туристсен пĕр ушкăнĕ Крымра пулса курчĕ.

Крым Республикинчи тата Севастополь хулинчи ЧНК элчин тивĕçне пурнăçлакан Андрей Яковлев пулăшнипе тĕрлĕ экскурсисенчи илемлĕ вырăнсемпе паллашрăмăр‚ Хура тинĕс ăшă шывĕнче чÿхенсе килентĕмĕр. Паян вара Пушкăртстанри туристсен çĕнĕ ушкăнĕ черетлĕ çулçÿреве тухрĕ. Хальхинче Федор Кузьмин ЧНКан Пушкăртстанри элчи, республикăри чăвашсен наципе культура пĕрлĕшĕвĕн ертÿçи ертсе пынипе пысăк делегаци Санкт-Петербурга çул тытрĕç. Вĕсем çула май нумай илемлĕ хуласенче пулса курчĕç. Ĕнер‚ çĕрле çеç Чулхулана (Нижний Новгород) килсе çитнĕ пулсан та‚ ывăннине туймасăр (çул çинче пин çухрăм ытла хыçа хăварнă) пурте каçхи хулапа паллашма кăмăл турĕç. Экскурсие вара вырăнти чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçи Алина Артемьева питĕ интереслĕ те кăмăллă йĕркелерĕ. Эпир ăна тав сăмахĕсем калатпăр. Çуран утса Чулхулан Кремлĕпе паллашрăмăр (шел‚ шалта пулса кураймарăмăр). Çакăнта Совет Союзĕн халăх артисчĕ Евгений Евстигнеев кун çути курнă. Унсăр пуçне Чулхулара нумай паллă çынсем çуралса ÿснĕ‚ ĕçленĕ. Тĕслĕхрен‚ Максим Горький писатель‚ Валерий Чкалов летчик тата ыттисем те. Çулçÿревĕн тепĕр чарăнăвĕ Великий Новгород хулинче пулчĕ. Унтан Санкт-Петербург та инçех вырнаçман. Раççейĕн иккĕмĕш тĕп хулинче 5 каç хăналансан эпир чăвашсен тĕп хулине Шупашкара çитсе курас терĕмĕр.
Август уйăхĕн 20-мĕшĕнче Санкт-Петербург хулинчи тата Ленинград облаçĕнчи чăваш наципе культура автономийĕ пулăшнипе Туслăх çурчĕн директорĕпе Владимир Михайленкопа тĕлпулу иртрĕ. Калаçу вăхăтĕнче Владимир Викторович ПР чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн председателĕпе Ф.В.Кузьминпа облаçри халăхсен наципе культура аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Туслă лару-тăрура икĕ ертÿçĕ парнесемпе ылмашăнчĕç. Пушкăртстанри туристсен ушкăнĕ Владимир Викторовича Аркадий Русаковăн «Пушкăртстанри чăваш халăхĕн историйĕ» кĕнекине парнелерĕ. Туслăх çурчĕн директорĕ хăнасене Ленинград облаçĕнчи халăхсен атласне парне туса пачĕ. Тĕлпулăвăн тĕп пĕтĕмлетĕвĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси тата пухнă опытпа паллашасси çинчен калакан килĕшĕве хатĕрлессипе çыхăннă. Унăн вăхăчĕпе тĕллевĕсене те палăртма ĕлкĕрчĕç. Октябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Ленинград облаçĕнчи Туслăх çурчĕ хăйĕн пĕчĕк çавра юбилейне паллă тума хатĕрленет. Владимир Викторович Пушкăртстанран килнĕ хăнасене сума суса юбилее паллă тума чĕнчĕ. Унсăр пуçне туристсене «Юрату» чăваш ансамблĕ çăкăр-тăварпа кĕтсе илнине палăртса хăварма кăмăллă. Калаçу вĕçленнĕ хыççăн хуçасемпе хăнасем туслăх сĕтелĕ хушшине пухăнчĕç. Тĕлпулу вĕçĕнче Ф.В.Кузьмин хуçасене тав сăмахĕ каларĕ‚ «Пушкăртстанри Уяв» Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен чăваш культурин праçникне хапăл туса чĕнчĕ. Вăл çитес çул июнь е июль уйăхĕнче иртĕ.
ПР чăвашсен пĕрлешĕвĕн пресс-служби.
Читайте нас: