Çак йышпа Ĕпхÿ хулине эпир пĕрремĕш хут мар çул тытатпăр. Çавăнпа нумайăшĕсем пĕр-пĕрне пĕлеççĕ ĕнтĕ. Хальхинче йыш палламан-курман ачасемпе пуянланчĕ. Ку маншăн чăрмав пулмарĕ. Эпĕ вĕсемпе паллашса çĕнĕ тус-юлташлă пултăм. Çул çинче эпир вĕренÿри çитĕнÿсем‚ юратнă киленÿ çинчен‚ çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи олимпиадăсем пирки сăмах вакларăмăр.
Акă палăртнă вырăна килсе çитрĕмĕр. Чи малтанах пире çуртăн илемĕпе калăпăшĕ тĕлĕнтерчĕ. Вăл питĕ пысăк‚ изумруд тĕслĕ. Шала кĕрсен те тĕлĕнмелли чылай пулчĕ. Эпир музейăн пĕр кĕтесне те пăхмасăр хăвармарăмăр пулĕ. Экскурсие ертсе пыраканĕ вара питĕ кăмăллă çын пулчĕ. Вăл пире‚ ачасемпе аслисене‚ кашни япала çинчен тĕплĕн тата ăнланмалла каласа пама тăрăшрĕ.
Чăн малтан экскурсовод Капово çĕр хăвăлне (Шульган-Таш) халалланă пÿлĕме кайса курма сĕнчĕ. Кунта минералсемпе скелет шăммисем‚ виле ÿт‚ чи авалхи çынсен ÿкерчĕкĕсем вырнаçнă. Унтан эпир регионта тĕл пулакан чĕр чунсен пÿлĕмне кĕтĕмĕр. Çак пÿлĕмре упа‚ кашкăр‚ тилĕ‚ пăши‚ хăнтăр, куян кĕлеткисене курса килентĕмĕр. Унсăр пуçне кунтах кайăк-кĕшĕксен тĕслĕхĕсем те вырăн тупнă: карăк‚ кукăр сăмса‚ шыв чăххи‚ чĕкеç те пур. Пушкăртстан шывĕсенче пурăнакан пулăсен экспоначĕсемпе те паллашрăмăр. Экскурсовод уланкă‚ осетр‚ çуйăн çинчен нумай интереслине каласа пачĕ.
Уйрăмах мана Салават Юлаев скульптури вырнаçнă пÿлĕм кăмăла кайрĕ. Çавăн пекех музейра паттăрсен истори пулăмĕсене те курава тăратнă. Сăмахран‚ Пугачевпа çапăçнине сăнлакан картина та пур кунта. Сăнарсен тумĕсемпе декораци вара ĕненмелле. Тум пирки сăмах пырсан‚ пушкăрт халăх тумĕ пирки те каласа хăварас пулать. Музейра вĕсен тумĕн темиçе тĕслĕхне тăратнă. Мĕнле кăна илемлетмен-ши вĕсене!? Эпир хурт-хăмăр ĕçĕпе тата ĕлĕкхи вăхăтра пыл епле пуçтарнипе те паллашма хавас пултăмăр. Çак музейра нумай интереслине пĕлме-курма пулчĕ.
Мана çак экскурси питĕ килĕшрĕ. Май килсе тухсан‚ ПР Наци музейне пĕр шухăшламасăр тепре кайса курма хатĕр.
Ева НИКИТИНА, 7 класс вĕренекенĕ.
Пелепей районĕ‚ Кивĕ Сименкке шкулĕ.