- Ватă çын мĕнлерех пурăннине кĕрсе курăр ĕнтĕ. Манăн кăмăла тăвăр. Алăкĕ вăл пирĕн яланах уçă, - терĕ те аллинчи патаккине çирĕпрех тытса хапха еннелле утрĕ. Эпĕ те унран юлмарăм.
Пÿртре вара техĕмлĕ чей ĕçнĕ май сăмах çăмхине самаях сÿтме тиврĕ. Тарават хуçана ыйту та парса чăрмантармалла мар.
- Эпĕ çак ялтах 1927 çулхи февраль уйăхĕн 11-мĕшĕнче çуралнă. Атте-анне тымар янă вырăн çак тĕлте пулнă. Эпĕ шкулта пилĕк класс çеç пĕтернĕ, 10-12 çулта чухнех çум çумлама, çурлапа пăрçа çулма çÿренĕ. Ачалăхĕ пирĕн ĕçре иртнĕ, - хыçа юлнă кунсене аса илет Вера Петровна.
Пурнăçăн хура-шурне çителĕклех курнă кинемей çамрăк чухне Свердловск облаçне торф кăларма çÿренине те аса илчĕ. Ытларах тăван тăрăхрах вăй хунине палăртмалла. Тен, çавăнпах пулĕ ялти каччăпа пĕрлешсе çемье çавăрнă, пилĕк ача çуратса çитĕнтернĕ. Шел, паянхи кун мăшăрĕ, Иван Кузьмич Семенов, юнашар çук. Вăл 2004 çулта çак тĕнчерен уйрăлса кайнă, анчах та унăн çутă сăнарне Вера аппа яланах асра тытать. Паллах, ачисем те. Вĕсем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ пулин те хаклă çыннине манмаççĕ, амăшĕ патне килсе-кайсах çÿреççĕ. Асли, Анатолий, Хайбулла тăрăхĕнче тĕпленнĕ, Михаилпа Мария Çтерлĕ районĕнчи Опытнăйĕнче пурăнаççĕ, Лиза - Авăркас районĕнче. Кĕçĕнни вара, Владимир, Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç ялĕнче амăшĕпе юнашар. Пурте вĕсем çемьеллĕ, тулăх та çителĕклĕ пурнăçпа пурăнаççĕ.
Вера Петровнăпа калаçнă май пĕр пулăма сăнарăм, вăл ачисемпе паллаштарма васкамарĕ, мăнукĕсене ытларах тимлĕх уйăрчĕ. Меллĕ самантпа усă курса эпир стена çинче çакăнса тăракан календарь умне пырса тăтăмăр. Ăна ватă çыннăн 90 çулхи юбилейĕ тĕлне хатĕрленĕ. Календаре ачисемпе мăнукĕсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ. Вăл кам ăçта пĕлÿ илнине, мĕнле ĕçре вăй хунине пĕр арпаштармасăр тишкерет. Мăнукĕсене кашнинех ятран аса илсе сăнласа панă чух унăн куçĕсем темшĕн мана тата ытларах çуталнăн туйăнчĕç, сасси те уççăнрах тухрĕ. Вĕсемшĕн мăнаçланни те сисĕнчĕ.
- Вĕренччĕр, çын пулччăр. Паянхи кун унсăр май килмест. Эпир вырăсла та калаçма пĕлмен. Яланах тăван чĕлхепе пупленĕ. Таврара пушкăрт ялĕсем пулнипе пушкăртла та калаçма хăнăхрăм. Мана çак чĕлхене пурнăç вĕрентрĕ.., - пулни-иртнине аса илсе чунне уçрĕ кинемей.
Çапла, кĕске вăхăта тăсăлнă тĕлпулу пуçра тĕрлĕ шухăшсем çуратрĕ. Вера Петровна каласа панине хăлхана чикнĕ май, çак хăналăх пурнăçра кашни çын хăйĕн ÿсĕмне пăхмасăр шăпа çырнă çулпа утать. Вăл мĕнле пуласси вара çынран хăйĕнчен çеç мар, унпа юнашар утакансенчен те нумай килет пулмалла. Ватă çыншăн вара хисеппе тимлĕх тени чи пĕлтерĕшли пулса тăрать.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Ишимбай районĕ, Йĕкенпуç ялĕ.