Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇУЛÇŸРЕВ
4 Августӑн 2021, 10:43

Ветерансем яланах малти ретре

Кăçалхи çулăн июнь уйăхĕнче «Акатуя» хутшăнма Шупашкар хулине çул тытнă‚ çавăн пекех Хусан хулине кĕрсе тухма палăртнă этнотуристсен ушкăнĕ ытларах ветерансенчен тăчĕ. Апла пулин те вĕсене 30 грудуслă шăрăх çанталăк та‚ вăрăм çул та шиклентермерĕ. Вĕсем хăйсене чăн-чăн чăваш çынни пек кăтартрĕç.

Ветерансем яланах малти ретре
Ветерансем яланах малти ретре

Ахальтен мар Шуршăл ялĕнчи Космонавтика музейĕн директорĕ А.Н. Тукмаков‚ унта А.Г. Николаев летчик-космонавт çуралнă‚ этнотуристсен ушкăнне паянхи саманари чăваш халăхĕн мухтавлă çыннисем çинчен çĕнĕ кĕнеке парнеленĕ. Унта видеофильмсем те кĕртнĕ.
А.Тукмаков А.Г. Николаев ячĕллĕ хĕç-пăшаллă вăйсен‚ Шалти ĕçсен министерствин тата тĕрлĕ хирĕç тăрусене хутшăннă ветерансен Канашĕн ертÿçи А.Г. Николаев ячĕллĕ музее муниципаллă лапамсенче вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтăва татса парасса кĕтет. Çакă музее экспонатсемпе пуянлатма пулăшĕччĕ.
Чăваш Ене выртакан çул кирек мĕнле пулсан та А.Г. Николаев тăван тăрăхне илсе çитерет. Мĕншĕн тесен ветерансен Канашне наци паттăрĕн‚ пирĕн ĕç-хĕле илсе пыма хавхалантараканăн ятне панă.
Пелепейне ирхи 5 сехетре çитрĕмĕр. Эпир автобусран аннă-анман тÿпере тулли уйăха тата кĕвентеллĕ хĕре куртăмăр. Вăл пире кĕтнĕн туйăнчĕ. Мĕншĕн тесен эпир ăна маларах та‚ кашнийĕ хăйĕн тăван ялĕнче-хулинче‚ курнăччĕ. Çакă эпир килте пулнинех аса илтерчĕ.
Лăк тулли икĕ автобус (вĕсенче 40 çын вырнаçма пултарать) «Урал сасси» редакци умĕнчи лапамра чарăнчĕ. Пире хальхинче те чăваш хаçачĕн тĕп редакторĕ Ю.Н. Михайлов ăсатса ячĕ. Шăпах вăл пире çулсерен инçе çула ăсатни ырă йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Унсăр пуçне пирĕн ĕçе идеологи витĕмĕ те кÿрет. «Мĕншĕн тесен вăл чăваш халăхĕн тĕп идеологĕсенчен пĕри шутланать»‚ - тет ПР чăваш культура обществин председателĕ Ю.П. Михайлов хăйĕн шухăшне уçса панă май.
Этнотуристсен маршручĕ икĕ республика - Тутарстанпа Чăваш Ен - объекчĕсене пĕрлештерет. Çапах та çынсем çул çÿреве тухма кăмăллаççĕ‚ Чăваш Республикинче‚ мăн асатте-асаннесен тăван кĕтесĕнче, пулса курма ĕмĕтленеççĕ. Паллах‚ Тутарстанра та турист объекчĕсем нумай. Пĕр сăмахпа каласан‚ Тутарстанра лайăх‚ Чăваш Енре тата та лайăхрах.
Çул çÿрев йĕркелÿçисем çакнашкал тĕллевсем лартнă: çула тухнишĕн никамăн та ÿкĕнмелле ан пултăр‚ тĕлĕнмелле аса илÿсем чылай вăхăт упранччăр‚ çул çÿревре пулнă çынсене пĕр-пĕринпе туслаштармалла. Шăпах çакăн пек майпа чăваш нацине упраса хăварассипе çыхăннă ĕçе тÿпе хывма пулать те.
Асăннă тĕллевсене пурнăçа кĕртес тесен питĕ нумай ĕçлемелле. Маршрут пуян пулмалла. Урăхла каласан, вăл тĕлĕнÿ туйăмĕ çуратакан объектсенчен тăмалла. Ĕпхÿ-Пелепей-Октябрьски-Хусан-Шупашкар маршрут чăннипех те çапла.
2021 çулти Ĕпхÿ маршручĕн çул çÿревĕ интереслĕ те тулли пулчĕ. Çынсем паянхи кун та тав тăваççĕ. Кăмăл пур пулсан палăртнă вăхăт хушшинче чылай объект курма пулать. Çул çÿрев мĕнле пуласси автобус водителĕнчен те килет. Маршрута çула лайăх пĕлекен‚ ырă кăмăллă тата пĕр сăмахсăр ĕçе пикенекен водительсене илеççĕ. Унсăр пуçне автобус рулĕ умне чăваш арĕ çеç ларма пултарать. Çапла майпа автобус ăшĕнче «патшалăх» чĕлхи - чăваш чĕлхи вăй илет. Салонсенче телевизор та пур. Çынсем çул тăршшĕпе илемлĕ чăваш юррисене итлесе киленеççĕ. Çакăн пек лару-тăрура виçĕ кун пулсан‚ пуçра тĕнчере чăвашсем çеç пурăнаççĕ текен шухăш çуралать.
Темиçе çул хушшинче çул çÿревĕн хăйĕн йăли-йĕрки те йĕркеленнĕ. Чăн малтан‚ Пелепей хулине кайиччен юрă конкурсĕ пулассине пĕлтеретпĕр‚ Пелепей хулине таврăннă май пĕтĕмлетÿсем тăватпăр‚ парнесемпе чыслатпăр (тĕрĕссипе‚ парнесене пурте илме тивĕçеççĕ). Хальхинче Ермеккей районĕнчи‚ Çтерлĕ тăрăхĕнчи Чуртан ялĕнчи тата Авăркасри Меселпуç ялĕнчи туристсем чи лайăх юрăçăсем ята тивĕçрĕç.
Пĕрремĕш кун вĕçĕнче‚ вырнаçнă хыççăн‚ паллашу каçĕ иртет. Шăпах кунта туслăх вăй илет те. Хальхинче ăна Хусан хулинчи «Кварт» гостиницинче йĕркелерĕмĕр.
Этнотуристсен ушкăнне ПР чăваш культура обществин Шупашкарти уйрăмĕн председателĕ В.В. Ванюшин кĕтсе илни ăшă туйăмсем çуратрĕ. Чăваш Ене пурăнма куçса кайнă ентешсемпе тĕл пулни ялан тыткăна илет. «Пушкăртстанри чăваш ялĕсенчи тусене тепре курасчĕ»‚ - текен сăмахĕсем вара чуна пырса тивеççĕ. Вĕсем хăйсен тăван кĕтесĕн пĕр пайне пирте кураççĕ-çке. Çавăн пекех Пушкăртстан çĕрне килсе çÿрекен артистсем те пирĕнпе курнăçма‚ калаçма кăмăл тăваççĕ.
Сăмах май, пирĕн туристсем В.Адюков‚ А.Федорова юрăçсемпе‚ «Малина» аппăшĕсемпе тĕл пулчĕç. Кашнинчех Пушкăртстанран килнĕ туристсем П.Ермолаевран тата Шадриков пĕртăвансенчен сувенир продукцийĕ‚ трикотаж япалисем туянаççĕ. Трикотаж лавккисем тăрăх çÿрени те йăлана кĕнĕ. Унсăрăн хĕрарăмсем йĕркелÿçĕсене ăнланмаççĕ‚ кÿренме те пултараççĕ. Çынсем Шупашкар япалисене питĕ юратаççĕ-çке.
Майĕпен-майĕпен чăваш этнотурисчĕсен пĕрлешĕвĕ те йĕркеленет. Çак туртăма аталантарас тĕллевпе хавхалантару мелĕсем шутласа кăлартăмăр. Сăмахран‚ иккĕмĕш е виççĕмĕш хут каякансене çăмăллăхсемпе тивĕçтеретпĕр. Хальхинче иккĕмĕш-виççĕмĕш хут çула тухнисем улттăнччĕ. Виççĕмĕш хут çул çÿреве каякансем иккĕллĕ çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ. Вĕсемшĕн кашнинче маршрут 40% çĕнелет. Сăмах май‚ тепĕр çул çÿревре Свияжск хулинчи турист комплексне çитсе курма палăртатпăр.
Ушкăнсене комплектлама çул çÿревре пулнă çынсем пулăшаççĕ. Вĕсем хăйсен пĕлĕшĕсемпе тăванĕсене этнотурсем çинчен каласа параççĕ. Тур имиджне йĕркеленĕ чух ушкăн ыйтнине шута илмелле. Пĕрисем фестивальсенче пулма кăмăллаççĕ‚ теприсене пляжран кăларса пулмасть. Теплоходпа ярăнма вара аслисем те‚ ачасем те питĕ юратаççĕ.
Этноушкăн «Акатуй» йĕркелÿçисене тав тăвать. Шăпах вăл туристсенче пысăк интерес çуратрĕ те. Этнотурсем йĕркелекенсем Сочи хулинчи шалкăм çумăр хыççăн юсав ĕçĕсем епле пынине тимлесе тăраççĕ. Паянхи кун тĕлне хула малтанхи пурнăçпа пурăнать.
Тепĕр çул çÿревре‚ август уйăхĕн 7-мĕшĕнче‚ Ĕпхÿпе Çтерлĕ хулисенчен тухса Лермонтов хулине (Сочи хулипе юнашар) çитме палăртнă. Автобус çак çула пĕр талăк хушшинче иртет. Çул çÿрев 7 куна тăсăлĕ‚ унсăр пуçне ятарлă маршрут та хатĕрленĕ. Çавăн пекех апатланупа‚ пурăнмалли вырăнпа тата каялла таврăнассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Асăннă çул çÿревĕн хакĕ те пысăк мар. Хальхинче ытти наци çыннисем те хутшăнма пултараççĕ. Заявкăсене 8-917-751-59-03 телефонпа йышăнаççĕ.
Н. МИХАЙЛОВ‚ А.Г. Николаев ячĕллĕ ветерансен Канашĕн председателĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: