Пур хыпар та
ÇУЛÇŸРЕВ
6 Июлӗн 2022, 13:00

Покровпа Эннат мăнастирĕнче

Библиотекăна çÿрекенсенчен ытларахăшĕ – ватă çынсем. Вĕсене информаци кăна мар, çынпа хутшăнни, калаçни чылайрах кирлĕ. Çавăнпа та вулавăшăн тĕп тĕллевĕ – аслă ăру çыннисен пушă вăхăтне кăсăк та усăллă ирттересси.

Покровпа Эннат мăнастирĕнче
Покровпа Эннат мăнастирĕнче

Паянхи кун вырăнти пĕрлешÿсенче библиотекăсен тÿпи пысăк. Вулавăшсем вăхăтлă тата ункайлă майпа тăтăшах улшăнса тăракан информаципе халăха тивĕçтермелле çеç мар, çынсен пушă вăхăтне йĕркелемелле, усăллă ирттермелле.
«Ÿсĕмпе киленме вĕренетпĕр» («Учимся наслаждаться возрастом») проект витĕмĕпе «Рябинушка» вокал ушкăнĕ пĕр çуллахи кун çветтуй вырăнсене çитсе курчĕ.
Салават епархине кĕрекен Федоровка районĕнчи Дедово ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă Покровпа Эннат арçынсен мăнастирĕ Пушкăртстан Республикин чăн ахах пĕрчийĕ шутланать. Ку вырăн нихăçан та çынран татăлмасть. Калăпăшĕпе пысăк храм çĕртен ÿссе тухнă пек капмар ларать, тăррисем – куполĕсем, хĕвел çутипе йăлтăртатса лараççĕ, башньăсем çинче пирĕштисем вырнаçнă.
Покровпа Эннат арçын мăнастирĕнче сăваплă япаласем сахал мар. Храмăн тĕп сăвапĕ – Зосима Эннатскаян çĕрмен ÿчĕ (мощи). Турă совет влаçĕ вăхăтĕнче пурăннă Зосимăна витĕр курса тăмалли, çынсене сыватмалли пахалăх парнеленĕ. Вăл çынсене тĕрлĕ чирсенчен сыватнă, унăн кĕллисем усалсенчен хăтарнă. Выльăх чирлесен те ун патне килнĕ, вăл никама та пулăшусăр хăварман. Мĕншĕн тесен ĕнепе лаша çынсен тĕп тăрантараканĕсем шутланнă, вĕсене çухатнă хушăра çемье йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Зосима иртнине те, хальхине те, пулассине те витĕр курса тăнă. Пулăмсене, çынсен ĕçĕсемпе шухăшĕсене куç умне кăларса тăратма пултарнă. Малалла мĕн пулассине пĕлсе тăнă, хăй патне килнĕ çынсене ялан пулăшу панă.
Мăнастиртен 2,5 çухрăмра Зосима Эннатская чавса кăларнă сиплĕ шывлă çăлкуç пур. Ун çывăхĕнче мăнастир скичĕ, часавай, Çветтуй Сывлăш храмĕ, монахсен корпусĕ тата ахаль çуртра вырнаçнă çветтуй Сергей Радонежский храмĕ пур.
Аякран килекен паломниксем валли мĕнпур условисем туса панă. Илемлĕ, пиллĕ вырăн... Кашни килмессерен ÿтпе чуна сыватакан, канакан вырăна татах таврăнас килет. Кунта вăй пухатăн, пулăшу, йăпану, ăнлану тупатăн. Çĕршер çухрăм аякка кайсан та Зосима матăшкă сана илтет, пулăшу парать, Николай пачăшкă тата мăнастир çыннисем хапăл туса кĕтсе илеççĕ, ырă сăмахпа, сĕнÿпе ÿтпе чуна сиплеççĕ.
Каялла киле таврăннă чух Çтерлĕпуç районĕнчи Николо-Бондарево чиркĕвне çитсе куртăмăр. Вăл çÿллĕ те илемлĕ вырăнта вырнаçнă.
Вероника ЛЕОНТЬЕВА, библиотекарь.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.

Покровпа Эннат мăнастирĕнче
Покровпа Эннат мăнастирĕнче
Покровпа Эннат мăнастирĕнче
Покровпа Эннат мăнастирĕнче
Покровпа Эннат мăнастирĕнче
Покровпа Эннат мăнастирĕнче
Покровпа Эннат мăнастирĕнче
Покровпа Эннат мăнастирĕнче
Покровпа Эннат мăнастирĕнче
Покровпа Эннат мăнастирĕнче
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: