Пур хыпар та
ÇУЛÇŸРЕВ
6 Сентябрӗн 2022, 10:38

Пултарулăх анинче те, çул çÿревре те пĕрле

Хавас ушкăнпа утма Хирсем тăрăх! Хирсем тăрăх! Аван хорпа юрлама Пуçтарăнса! Пуçтарăнса!Çак юрăри сăмахсем шăп та лăп Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнчи библиотека (вулавăш хуçи – Вероника Леонтьева) çумĕнче йĕркеленĕ «Рябинушка» вокал ансамблĕн (ертÿçи – Зоя Ефремова) ĕç-хĕлне сăнласа параççĕ.

Пултарулăх анинче те, çул çÿревре те пĕрле
Пултарулăх анинче те, çул çÿревре те пĕрле

«Рябинушка» ансамбле 2016 çулта педагогика ĕç ветеранĕсен пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Ушкăн вырăс тата чăваш халăх юррисене юрланă май çирĕп те туслă пултарулăх çемйи чăмăртама пултарнă. Асăннă вокал ушкăнĕ район, республика, тĕнче шайĕнчи конкурссемпе фестивальсене тăтăшах хутшăнать. Çак çулсенче наградăсемпе Хисеп хучĕсем те сахал мар пухăннă пирĕн. Анчах та куракансен йăл кулли, савăнăçĕ ушкăншăн чи хаклă парне шутланать.
«Рябинушка» ансамбль хастарĕсем йышпа канма та пĕлеççĕ. Нумай пулмасть 55 çултан иртнĕ çынсем валли «Ÿсĕмпе киленме вĕренетпĕр» («Учимся наслаждаться возрастом») библиотека йĕркеленĕ проект витĕмĕпе ушкăн Пушкăртстанри паллă вырăнсене çитсе курма пултарчĕ.
Июнь уйăхĕнче «Рябинушка» ансамбль Федоровка районĕнчи Дедово ялĕ çывăхĕнчи Покровпа Эннат мăнастирне çитсе курчĕ. Ун çинчен хаçатăн 27-мĕш номерĕнче çырса кăларнăччĕ. Çул çÿреве спонсорсем уйăрнă укçапа йĕркелеме пултартăмăр. Пысăк тав вĕсене çак пулăшушăн. Питĕ илемлĕ тавралăх! Тĕлĕнмелле сывлăш! Чăннипе те чунпа ÿте сиплемелли вырăн!
Малтанхи çул çÿревпе хавхаланнăскерсем август уйăхĕн 14-мĕшĕнче Красноусольск курортне кайса куртăмăр. Ĕмĕрлĕхе асра юлмалли вырăн, кунта татах килсе курас кăмăл çуралать. Сиплĕ те тутлă курăксемпе хырсен шăршиллĕ пуян сывлăшран, юхан шывран, сăрт-тусенчен, сиплĕ çăлкуçсенчен уйрăлма питĕ те йывăр.
Красноусольск курорчĕ хăйĕн сиплĕ медицинипе паллă. Кунта минераллă çăлкуçсем чылай, çынсем валли шыва кĕмелли ункайлă купельсем тунă. Çак сăваплă вырăнсенче кăмăл туличчен уçăлса çÿрерĕмĕр, савăтсене сиплĕ шыв тултартăмăр.
Халĕ сăн ÿкерчĕксене пăхнă май тепĕр çул та асăннă вырăна çитсе курма Турă ункай патăр тесе кĕл тăватпăр. Хĕллехи вăрăм каçсенче çак ĕмĕт-шухăшсем пĕрре мар пуçа пырса кĕрĕç-ха тетĕп. Красноусольск курорчĕ пурне те питĕ килĕшрĕ.
Нина СЕМЕНОВА,
«Рябинушка»
ансамбль пайташĕ.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.

Пултарулăх анинче те, çул çÿревре те пĕрле
Пултарулăх анинче те, çул çÿревре те пĕрле
Пултарулăх анинче те, çул çÿревре те пĕрле
Пултарулăх анинче те, çул çÿревре те пĕрле
Пултарулăх анинче те, çул çÿревре те пĕрле
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: