Кашни кĕтесĕн хăйĕн илемĕ тенĕ пек кунта та çавнах курма пулать. Михайловкăра тулли вăтам пĕлÿ паракан шкул, культура çурчĕ, почта уйрăмĕ, тухтăр амбулаторийĕ, тăватă лавкка тата ытти социаллă объектсем ĕçлеççĕ. Турă çурчĕ пурри те чуна тасатма, ял сăнне илем кÿме пулăшать.
Яла пырса кĕрсенех 2018 çулта «Хула хутлăхĕ» федераллă программăпа хута янă культурăпа сывлăха лайăхлатмалли парк куç тĕлне лекет. Ăна çулсерен çĕнетсе, илемлетсе тăраççĕ. Вăл хуларинчен нимпе те кая мар. Унти илемлĕхе сăн ÿкерчĕксем çинче те курма пулать. Парка илем кÿртес тесе ялти Вячеслав Николаев платникпе Олег Андреев тимĕрçĕ сахал мар вăй хунă. Сăмахран, «Çамрăк мăшăрăн чĕри» арт-объект кăна мĕне тăрать. Е тата, хисеплĕ вулакансем, «Çил арманĕ» композицине хак пама пултаратăр. Вăл Хушăлка ялне каякан çул хĕрринчех вырнаçнă. Çакăнтах самай пысăк электронлă таблона курма пулать. Ун урлă ял халăхĕпе килен-каян хăнасем юлашки хыпарсемпе паллашма пултараççĕ.
Çапла паянхи пурнăç ыйтнинчен ял та юласшăн мар. Малаллах талпăнать, аталанать. Кун пирки Михайловка ял Канаш пуçлăхĕ Сергей Никитин çапла татса каларĕ:
– Паян ĕнерхи кунпа пурăнма май çук. Хитре пурăнас тесен пуçаруллă пулмалла, кирек мĕнле ĕçе те вăхăтра тума тăрăшмалла. Ун чухне аталану пулатех, – терĕ вăл.
Юрий МИХАЙЛОВ. Пишпÿлек районĕ.