Кăçал Доброхотовсем çул çÿреве икĕ пĕчĕк ывăлне те илнĕ. Пушкăртстанпа паллашассине Мияки тăрăхĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнчен пуçланă.
– Пушкăртра уй-хирсем пирĕнни пек мар, кунта туллă-сăртлă вырăнсем. Пĕрремĕш куна Çĕнĕ Хурамал ялĕнчи паллă шăпăрçă Виталий Захаров çемйипе ирттертĕмĕр. Пысăк тав вĕсене пире тарават кĕтсе илнишĕн. Виталий Захаров пире паянхи кунччен сыхланса юлнă авалхи кĕвĕ инструменчĕсене, шăпăр тата сăрнай, тума вĕрентрĕ, каласа та пăхрăмăр. Ачасем те съемкăна хаваспах хутшăнчĕç. Хамăр йăла-йĕркесене манар мар, упрар.
Матрÿшке чейĕ юратнине пĕлтертĕмĕр те Захаровсем пире хаваспах Чашлама текен вырăна матрÿшке татма илсе кайрĕç. Тепĕр хĕл каçмалăхах татса тултартăмăр çак техĕмлĕ курăка, – тет паллă чăваш блогерĕ. – Малалла пирĕн çул Çтерлĕ хулине выртрĕ. Кунта ачасене Торатау тăвĕ çине хăпартса кăтартрăмăр. Çĕр каçма та çакăнтах юлтăмăр.
Çтерлĕри чăвашсем те пире питĕ тарават кĕтсе илчĕç. Хулапа паллашнисĕр пуçне шурă чăвашсем пурăнакан Кăчакух ялне те илсе кайса кăтартĕç. Çтерлĕпе сывпуллашса Ĕпхÿ хулине çул тытрăмăр.