Пур хыпар та
ÇУЛÇŸРЕВ
27 Августӑн , 10:50

«Виçĕ кун хушшинче виçĕ республикăра пултăмăр»

ПР чăваш культура обществипе Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕ шурă Шупашкара çул çÿрев йĕркеленĕ. Унăн маршручĕ Чăваш Республикин тĕп хулине ытахальтен хывăнман. Çакна Пушкăртстан чăвашĕсен мăн асаттесен çĕрĕ çине çитсе курас, Шупашкар хулин кунне уявлассипе çыхăннă мероприятие хутшăнас кăмăлĕ пуррипе ăнлантарса пама пулать.

«Виçĕ кун хушшинче  виçĕ республикăра пултăмăр»
«Виçĕ кун хушшинче виçĕ республикăра пултăмăр»

Унсăр пуçне турист маршручĕ тата икĕ республика урлă выртнă – Тутарстан тата Мари Эл. Çакă та Пушкăртстан Республикинчи Çтерлĕпе Авăркас, Куюргазăпа Салават, Кармаскалăпа Иглин, Давлеканпа Пелепей, Пишпÿлекпе Чекмагуш, Шаранпа Ĕпхÿ тата Туймазă районĕсенче пурăнакан чăвашсене илĕртнĕ. Виçĕ куна тăсăлнă экскурси ентешĕмĕрсен кăмăлне кайнă. Акă, мĕн çыраççĕ вĕсем:

«Пурне те ырă кун пултăр! Юрий Михайлова Шупашкара çитсе курма май туса панăшăн чунтан тав тăвасшăн. Виçĕ кун хушшинче виçĕ республикăра пултăмăр: чаплă концертсем курса савăнтăмăр, пуян программăллă экскурсисене кайрăмăр. Юрий Павлович, кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕшĕн, кашнине тимлĕх уйăрнăшăн пысăк тав! Эсир питĕ маттур çын. Çавăн пекех пирĕн водителе Геннадий Николаевича илемлĕ вырăнсем тăрăх çÿретнĕшĕн, киле ырă-сывă илсе таврăннăшăн тав сăмахĕ калатăп. Пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей тата ăнăçу сунатăп. Лилия Л.».


«Ĕнер Шупашкартан таврăнтăмăр. Çул çÿрев пушшех ман кăмăла кайрĕ. Программа пуян та интереслĕ пулчĕ. Халĕ те ман чунра хавхалану туйăмĕ палăрать. Хусанта пулнă хыççăн Шупашкара çитрĕмĕр, пире хăтлă номерсене вырнаçтарчĕç. Хула историйĕпе паллаштаракан экскурсинче пултăмăр, авиашоу тата эстрада çăлтăрĕсен концерчĕсене курса килентĕмĕр, теплоходпа ярăнтăмăр. Уйрăмах Шаман юрлани кăмăла кайрĕ. Çавăн пекех Свияжска экскурсие кайни тыткăна илчĕ. Эпĕ пире илсе çÿретнĕ водительсене, Людмила Маркина йĕркелÿçе пысăк тав сăмахĕ калатăп. Галина Иванова».


«Виçĕ кун куç хупса иличченхи пек хыçа юлчĕç. Вĕсем керменсемпе, чиркÿсемпе, Кремльсемпе илемлетнĕ юмахри кунсем пек пĕр сисĕнмесĕр иртрĕç. Вăхăта чаплă ирттернĕшĕн пурне те пысăк тав!»
Ирида НОВИКОВА. Шупашкар хули.

«Виçĕ кун хушшинче  виçĕ республикăра пултăмăр»
«Виçĕ кун хушшинче  виçĕ республикăра пултăмăр»
«Виçĕ кун хушшинче  виçĕ республикăра пултăмăр»
«Виçĕ кун хушшинче  виçĕ республикăра пултăмăр»
«Виçĕ кун хушшинче виçĕ республикăра пултăмăр»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: