Пур хыпар та
ÇУЛÇŸРЕВ
9 Октябрӗн 2025, 09:00

Çамрăк туристсем Иремель тăвĕ çине хăпарма ĕмĕтленеççĕ

Пĕтĕм тĕнчери туристсен кунĕнче, сентябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Авăркас тăрăхĕнчи Ҫĕньял вăтам шкулĕн 10-мĕш класĕнче пĕлӳ пухакан хĕрсемпе яшсем Белорецк районĕн чиккинчи Айгир тăвĕсен Пик Уфа текен чи ҫӳллĕ вырăнне хăпарчĕҫ.

Çамрăк туристсем Иремель тăвĕ çине хăпарма ĕмĕтленеççĕ
Çамрăк туристсем Иремель тăвĕ çине хăпарма ĕмĕтленеççĕ

Унăн ҫӳллĕшĕ тинĕс шайĕнчен 919,9 метрпа танлашать. Тĕлĕнмелле илемлĕ вырăн! Ку вырăнта тӳпе те ҫывăх пек туйăнать, вăрман та шăплăхпа сывлать. Кашни йывăҫ пĕтĕм ҫул ҫӳревҫĕсен утăмне астăвать, шухăш-ĕмĕтсем вара таҫта аякка илсе ҫитереççĕ.


Çамрăк туристсемпе пĕрле ту ҫинче ҫамрăк вĕрентекен, 10-мĕш классен ертӳҫи Диана Михайлова пулчĕ. Вăл кăҫал Ĕпхӳри Пушкăрт патшалăх педагогика университетне пĕтерсе Ҫĕньял ялĕнче ачасене математика предметне вĕрентме тытăнчĕ.

Çамрăк педагог хăюлăх ҫитерсе ачасене пĕрремĕш экскурсие аякка, ҫӳллĕ ту ҫине, илсе кайса килчĕ.


Походран пурте хаваслă кăмăлпа таврăнчĕҫ, пĕрре те ывăннине туймарĕç. Ҫулла вĕсем Иремель тăвĕ ҫине хăпарма ĕмĕтленеҫҫĕ, унăн ҫӳллĕшĕ – 1582 метр.

Николай ГЛУХОВ.
Авăркас районĕ, Çĕньял ялĕ.

Çамрăк туристсем Иремель тăвĕ çине хăпарма ĕмĕтленеççĕ
Çамрăк туристсем Иремель тăвĕ çине хăпарма ĕмĕтленеççĕ
Çамрăк туристсем Иремель тăвĕ çине хăпарма ĕмĕтленеççĕ
Çамрăк туристсем Иремель тăвĕ çине хăпарма ĕмĕтленеççĕ
Çамрăк туристсем Иремель тăвĕ çине хăпарма ĕмĕтленеççĕ
Автор:
Читайте нас