

Социаллă объектсене илес пулсан, кунта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул, ача сачĕ, клуб, фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеççĕ. Тата тепĕр пĕлтерĕшлĕ объект историпе таврапĕлÿ музейĕ –чăваш литературин классикĕ К. В. Иванов 1901-1902 çулсенче вĕреннĕ шкул çурчĕ сыхланса юлнă. Кунта хăй вăхăтĕнче Константин Ивановăн аппăшĕ Лидия Васильевна ачасене вĕрентнĕ. Ялти ватăсем каланă тăрăх, Лидия Иванова лайăх вĕрентекен пулнă, ачасем çине сассине нихăçан та хăпартман.
Вырăнти халăх тĕн патне туртăннине те сăнама пулчĕ, хастар çынсем тăрăшнипе кунта чиркÿ хăпартнă. Кекенсем çĕршывра пулса иртекен пулăмсенчен те айккинче юлмаççĕ, СВО салтакĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшаççĕ: пĕрисем маскировка сечĕсем çыхаççĕ, теприсем типĕ яшкасем, чейсем хатĕрлеççĕ. Анна Сергеева вара килĕнче çĕвĕ машинкипе госпитальте вырăнпа выртакан салтаксем валли труссисем çĕлетчĕ.
Шел пулин те, ялти чылай çуртра çынсем çулла çеç пурăнни те вăрттăнлăх мар. Апла пулсан та ашшĕ-амăш çурчĕсене пăрахмаççĕ, канмалли кунсенче, отпуск вăхăтĕнче килсе пахча çимĕç ÿстереççĕ. Районта Сабантуй ирттерме палăртнăран, урамра, çурт умĕнчи курăксене çулса тасатнăччĕ, тирпей-илем кĕртнĕччĕ. Çакăн çинчен пире хирĕç килекен «Туслăх» юрă ушкăнĕн пайташĕсем те пĕлтерчĕç. Юрă-ташă ăстисем район центрĕнчен репетицирен таврăнатчĕç. Асăннă хĕрарăмсем «Урал сассине» нумай çул çырăнса илеççĕ, ялти, районти мероприятисене хастар хутшăнаççĕ, культура вучахне сÿнме памаççĕ.
Паллах, ял тăрăх çÿренĕ май «пире хаçат кирлĕ мар, пурне те интернетра пĕлсе пулать», «куç курмасть», «хаçат вулама вăхăт çук», «унта пирĕн ял çинчен çырмаççĕ» текенсем те пулчĕç. Мĕн чуль çын, çавăн чухлĕ шухăш тенĕ пек кашни çын хăйне чун апачĕ кирлипе кирлĕ маррине хăй йышăну тăвать. Апла пулсан та ял вĕçĕнче пурăнакан Игорь Константинов эпир мĕн ĕçпе килнине пĕлсен пĕр сăмахсăрах пахчара ĕçлекен хĕрне: «Хĕрĕм, хаçат çырăнма укçа илсе тух-ха, чăвашсене пулăшмалла» тени, сăвă çырма кăмăллакан Николай Григорьев (вăл сăввисене хаçата ярса пама шантарчĕ – авт.) хаçатпа туслă пулни, çырăнакансем чылай пулни кăмăла çĕклерĕ, пурнăçри çĕнĕлĕхсене пăхмасăр хаçатăн хут версийĕ çынсене кирлĕ пулнине çирĕплетрĕ. Çул çÿрев ял çыннисенчен ытларахăшĕ ырă кăмăллă, ял сăн-сăпачĕ илемлĕ, çуртсем хитре те тирпейлĕ, хаçат çырăнакансем йышлă пулни чунра ăшă туйăмсем хăварчĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Мияки районĕ, Кекен ялĕ.