

2029 çулта тĕнче уçлăхне парăнтарнă чăваш кăйкăрĕ çут тĕнчене килнĕренпе 100 çул çитет. Чăваш Ен пысăк юбилее анлă паллă тума хатĕрленет. Пирĕн коллектив та паллă пулăмран айккинче тăрса юлмĕ.
Чăн малтан эпир Космонавтика музейне çитсе куртăмăр. Хамăр куçпа курни чунра тарăн йĕр хăварчĕ. Музейра пилĕк зал, ултă пине яхăн экспонат. Кашни материал паха, уйрăмах хакли те чылай. Вăл шутра Андриян Николаев пĕрремĕш хут уçлăха вĕçнĕ чухне журнал çине çырса пынисем, пулас космонавт шкулта ларнă партта, сумлă ентеше кĕтсе илме уйăрнă ултă метр тăршшĕ тата виçĕ тонна таякан ЗИС-110 автомобиль, «Восток-3» карапăн капсули (Чăваш Енĕн мухтавлă кăйкăрĕ шăпах унпа иккĕмĕш вĕçеврен таврăннă), хăпарнă тата аннă чухне тăхăнмалли скафандр, «Полет» ал сехечĕ пур. Çулсерен çак тупрапа 60 пин ытла çын паллашать.
Совет Союзĕн Геройĕ ячĕпе çĕкленнĕ часавай уйрăмах асра юлчĕ. Андриян Николаев тăван çĕрĕ çинче, тăванĕсемпе пĕр ял çыннисен хушшинче канлĕх тупнă пĕртен-пĕр космонавт шутланать.
Эпир Шуршăл ялне пушă алăпа килмерĕмĕр, вырăнти культура çуртĕнче тарăн шухăшлаттарма пултаракан «Салтак арăмĕсем» спектакль лартрăмăр. Юрă-кĕвĕ тата театрализациленĕ композици куракансен чĕрине тыткăнларĕ. Вырăнти çынсем каланă тăрăх, спектакль вăйлă туйăмсем çуратнă: куляну, хĕрхенÿ, куççульсем. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркисемпе килĕшÿллĕн Шуршăлта пурăнакансем пире кукăльпе хăналамасăр ямарĕç.
Тепĕр кунхине эпир Шупашкар хули тăрăх экскурсие кайрăмăр. Унта пĕрре ҫеҫ мар пулнă пулсан та, курса тĕлĕнмелли, ҫĕнни питĕ нумай пулчĕ. Чун хĕпĕртенипе, чĕре вĕçĕ-хĕррисĕр савăнăçпа тулнăран «Ой вара, мĕн вара, юрламалла мар-и-ха, Шупашкарăн урамĕнче савăнмалла мар-и-ха!» юрра шăрантартăмăр. Шăмат кун пулнипе пĕтĕм халăх урамра. Шупашкар хулинче пурăнакансем, унăн хăнисем пирĕн кăмăла туйрĕç: пĕрисем йăл-йăл кулчĕç, водительсем сигнал пачĕç, хăшĕсем эпир вырăнти халăх пулманнине кура ăçтан килнине ыйтса пĕлчĕç.
Юлашкинчен çакна каласшăн: пирĕн çул çÿреве асра юлмалла тăвассишĕн пулăшу панă çынсене палăртса хăвармалла. Вĕсем – Сĕнтĕрвăрри муниципалитет округĕнчи централизациленĕ клуб системин директорĕ Антон Рауд, Шуршăл ялĕнчи культура çурчĕн ертÿçи Ирина Григорьева, Космонавтика музейĕн наука ĕçченĕ Леонид Еньков тата Чăваш Енĕн ăшпиллĕ çыннисем. Пурне те пысăк тав! Тепре тĕл пуличчен!
Светлана ЕФИМОВА, «Эреш» фольклорпа театр студийĕн пайташĕ.
Чăваш Республики.