

Çтерлĕ районĕнчи Любовка ялĕ пирки те çакнах каламалла. Кунта 32 килте сакăр вунна яхăн çын пурăнать, вăл Çтерлĕ районĕнчи Усăллă ял Канаш административлă территорине кĕрет. 2008 çулччен вара Любовка Чуртан ял Канаш тытăмĕнче пулнă. Ялта ытларах çулланнă çынсем пурăнаççĕ пулсан та кил-çурчĕсем капмар та çирĕп. Ытларах кирпĕчрен хăпартнă, икĕ хутлисене те курма пулать. Вĕсем пурте аслă çулăн пĕр енлĕ урамĕпе вырнаçнă. Чылайăшĕн умĕнче тĕрлĕ техника та автомобиль ларнине курма кăмăллă.
Ĕçчен те пуçаруллă халăх пурăнни куç умĕнче. Çакна уйрăм хуçалăхсене кĕрсен те курма пулчĕ. Кашнин картинче тенĕ пекех выльăх-чĕрлĕх: ĕне-сурăх, чăх-чĕп, хур-кăвакал йышлă. Унсăр пуçне хурт-хăмăр тытакансем те пур. Вĕсенчен пĕри – Борис Патраев выльăх тухтăрĕ, аслă пĕлÿ илнĕ çын хăйĕн пурнăçне мĕн ачаран çĕр ĕçне халалланă. Вăл таврари ăста специалистсенчен пĕри иккен. Эпир вырăнта пулнă кун Борис Сергеевич шăпах хăйĕн хуçалăхĕнче хуртсемпе тĕрмешетчĕ.
– Çĕр вăл кирек мĕнле чĕрĕ чун пекех тимлĕх уйăрнине юратать. Çакна çĕр çинче пурăнакан кăна ăнланать-тĕр. Çавăнпа та ялта ĕç çителĕклех, пахчи, выльăх-чĕрлĕхĕ … – пурне те вăхăтра туса ĕлкĕрмелле. Акă, паян хуртсем патне черет çитрĕ. Ăна та вăхăтра пурнăçламалла, – пĕр-пĕрне сывлăх суннă май кĕскен ял пурнăçĕпе паллаштарчĕ хуçа.
Çав вăхăтрах çĕнĕ пылпа чей ĕçме чĕнчĕ, анчах та тарават арçын кăмăлне тивĕçтересси пулмарĕ – вăхăт хĕсĕк пулни çула тухма васкатрĕ. Тепринче ятарласах килме шантарса уйрăлтăмăр. Кĕске тĕлпулу вăхăтĕнче Борис Сергеевич хăйĕн юратнă ĕçĕсĕр пуçне чăваш тĕнчипе кăсăкланни палăрчĕ. Çавна пулах вăл «Тăван Атăл» журналпа «Урал сасси» хаçата çырăнса илет.
Шел пулин те, любовкăсен хальхи вăхăтра ялта почтальон çук. Пичет кăларăмĕсене çырăнса илсен те вĕсене киле илсе çитереймеççĕ, хаçат-журнала кÿршĕ ялти, Чуртанти, почта уйрăмне кайса илмелле. Çакă, паллах, никама та çырлахтармасть. Чăн та, эпир вырăнта пулнă май, çак ыйтăва вăхăтлăха пулсан та «Урал сасси» тĕлĕшпе татса патăмăр. Пире çак ĕçре Чуртан ялĕнчи вулавăш ĕçченĕ Людмила Михайлова чăваш хастарĕ пулăшма кăмăл турĕ. Уншăн, Людмила Вениаминовна, тавах сире.
Любовка ялĕнче пурăнакансен савăнăçĕпе, хуйхи-суйхипе паллашнă май, Агафоновсен, Антоновсен, Ивановасен, Герасимовасен çемйисенче пултăмăр. Кашниех ăшпиллĕн кĕтсе илни чĕрере ырă та таса туйăмсем çуратрĕ, пуçра çак илемлĕ тăрăха тепре çитсе килме ĕмĕтсем тĕвĕленчĕç.
Юрий СНЕГОПАД.
Çтерлĕ районĕ, Любовка ялĕ.