Пур хыпар та

Аварие лекмесĕр, сывă таврăнас тесен

Водительсем çул-йĕр правилисене лайăх пĕлеççĕ пулин те çул çинче пĕрре унта, тепре кунта аслисемпе ачасен пурнăçĕ татăлать.

Хĕллехи çулсем водительсемшĕн чăн-чăн тĕрĕслев майлах. Кашни кун республикăри çулсем çинче çынсем аманаççĕ, вилеççĕ. Республикăри Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулта республикăра 4383 çул çинчи транспорт инкекĕ пулса иртнĕ (кунне вăтамран 12 авари), 5494 çын аманнă, 549 çын вилнĕ. Статистика пĕлтернĕ тăрăх, пурнăçĕ татăлнă кашни виççĕмĕш çын – çуран çÿрекен. Çĕршывĕпе çул çинче çулталăк тăршшĕпе Чечен тата Афган вăрçисенче мĕн чухлĕ çын вилнĕ, çавăн чухлĕ çын пурнăçĕ татăлать. Ашкăнчăклăх вăрçăран та хăрушă.
- Республикăри çулсем çинче йĕркесĕрлĕх хуçаланать. Çынсем «вĕçеççĕ», вилеççĕ, - çапла хак панă регионти çулсем çинчи лару-тăрăва ПР пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Радий Хабиров. - Вилнисенчен нумайăшĕ эпир çула лайăх пĕлетпĕр, пирĕнпе нихăçан та нимĕн те пулмасть тесе шутланă. Килĕре, ачăрсем патне ырă-сывă таврăнса çитес тесен пилĕк япалана уйрăмах асра тытмалла:
- Çул-йĕр правилисене ан пăс. Пирĕн кунта пысăк хăвăртлăхлă автобансем (ятарлă çулсем) çук. Чи пысăк хăвăртлăх – пĕр сехетре - 90 çухрăм. Эсир кун пирки те, «хăваласа иртме юрамасть» паллă хыççăн хăрушă участок пуçланасси, дистанцие тытса пымалли çинчен те эпĕ каламасăрах пĕлетĕр! Кирек мĕнле хусканăва та виçеллĕ (плавно), «поворотниксене» хускатса ытти водительсене асăрхаттарнă хыççăн çеç тумалла. Хăвăр шухăшăра ăнсăртран улăштарни ыттисене кăмăллă мар лару-тăрăва кĕртсе ÿкерме пултарать.
- Ĕçнĕ хыççăн руль умне ларма юрамасть. Пĕр кĕленче сăра çеç пушатнă пулсан та. Çур кĕленче сăра та, пĕр черкке эрех те юрамасть. Паллах, эсир ÿсĕр мар. Анчах çул - çулах ĕнтĕ. Мĕн те пулсан сиксе тухрĕ-тĕк, айăпли эсир пулатăр. Эрех шăрши сиртен килет вĕт! Халĕ кăштах хăрушă статистика. Иртнĕ çул çеç руль умне ÿсĕрле ларнă водительсен айăпне пула 103 çын пурнăçĕ татăлнă, 509-шĕ суранланнă. Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 18 пин ÿсĕр водителе тытса чарнă, вĕсенчен 2210-шĕ иккĕмĕш хут ÿсĕрле çакланнă.
- Инçе çула тухас умĕн лайăх канас пулать. Пассажирсем çывăрса, чÿречерен пăхса пыраççĕ пулсан, водителĕн темиçе сехет хушши кашни машина, çуран утакан çине пăхма, шăтăксемпе путăксене, пăрăнса кĕрекен çулсене тимлесе пыма тивет.
- Хăвăр машинăра асăрхасах тăрăр. Вăхăтлă техосморт иртесси, автомобиле автосервиса парасси хĕн япала мар. Машинăн мĕнле те пулсан пайĕ шавласан, саланса кайиччен çÿремелле мар. Тормоз епле ĕçленине асăрхасах тăрас пулать. Пĕр те пĕр инкек сиксе тухас пулсан, машинăна чармалли хатĕр кирлĕ пек ĕçлени нумай çын пурнăçне çăлса хăварĕ.
- Пачах та çÿремелле мар. Январь-февраль - чи хăрушă уйăхсем. Çанталăк мĕнле пулассине пĕлме çук. Кашни кун тенĕ пекех юр çăвать, çил-тăман çавăрттарать. Ун пек çанталăкра лайăх хуçа йыттине те урама кăлармасть теççĕ. Эсир инçе çула тухасшăн. Уйрăмах ун пек çанталăкра сăртлă-туллă вырăнсене кайма хăрушă. Тĕслĕхрен, Ĕпхÿ-Белорецк трасса çинчи «хуняма чĕлхи» текен вырăнта темиçе çухрăм машина чарăнса ларать. Вариантсем яланах пур. Сăмахран, автобуспа е чукун çулпа кайма пулать.
Шута илме
Çул-йĕр çинчи инкекрен пăрăнма май çук пулсан мĕн тумалла.
Раççей МЧС эксперчĕсем çапла канаш параççĕ: енчен те аварирен пăрăнма май çук пулсан, пыракан машинăран сиксе тухма мар, хирĕç килекен машинăран пăрăнма тăрăшăр. Çул хĕрринчи кювет, хÿме, тĕмеске енне пăрăнăр. Айккинчен çапăнса иртни пĕр-пĕрин çине пырса тăрăннинчен хăрушсăртарах.
Çапăнас умĕн урăрсемпе урайне хытă тĕрелĕр, пуçăра икĕ алă хушшине тайăлтарса руль е малти панель çумне тĕрелĕр. Хыçалта ларса пыракан пассажирăн пуçне аллисемпе хупламалла та хыçалти ларкăч çине йăванса каймалла. Енчен те салонра ача пур пулсан ăна хытă чăмăртамалла, хăвăрпа хупламалла та айккине йăванмалла.
Тепĕр питĕ кирлĕ правило. Инкек курнисене салонран питĕ васкавлă самантра çеç (машинăра бензин шăрши пулсан, тĕтĕм тухма е çунма тытăнсан, сивве пула машинăра хăварма май çук, салонра васкавлă пулăшу пама мелсĕр пулсан) хăвăр тĕллĕн кăларма юрать. Ытти чухне врачсемпе хăтаруçăсем килессе кĕтсе илмелле. Мĕншĕн тесен, унталла-кунталла сĕтĕрсен çыннăн çурăм шăмми аманма пултарать.
Шута илме
Пушкăртстанра чи хăрушă çулсем ăçта?
Аварисем нумайрах чухне транспорт тулли вырăнсенче пулаççĕ. Ытларах - Ĕпхÿ - Эрĕнпур тата М5 Урал «Самара - Уфа - Челябинск» трасса çинче. Унсăр пуçне вилĕмпе вĕçленнĕ аварисен шучĕ Сибай, Октябрьск, Мишкин, Караидель, Федоровка, Белокатай, Мелеуз, Илиш районĕсенче нумайланнă. Ачасем инкек курнă аварисен шучĕ иртнĕ çулта Ĕпхÿ, Элшей, Архангельск районĕсенче палăрмаллах нумайланнă. Тăрăшусăр водительсене пула 2018 çулта 21 ача пурнăçĕ татăлнă, 470-шĕ суранланнă.
Пĕлтерĕшлĕ
Васкавлă службăсене чĕнсе илмелли пĕрлĕхлĕ номер – 112.
Çаплах
Çул-йĕр правилисене пăснăшăн тÿленĕ штраф укçисене çулсене юсанă çĕре ярĕç.
Кăçалтан çĕнĕ саккун вăя кĕчĕ. Ун тăрăх, çул-йĕр правилисене пăснăшăн тÿленекен укçасем, çулталăк хушшинче 1,6 млрд тенкĕ пуçтарăнать, республикăри Çул-йĕр фондне килĕç. Çав укçа-тенке çулсене юсанă çĕре ярĕç. Çак йышăнăва республикăри Патшалăх Пухăвĕн депутачĕсем тунă. Çапла вара 2019 çулта фонд виçи 17,2 млрд тенкĕ пулĕ. Кунта федераллă субсиди виçине шута илмен.
Инфографика:
2018 çулта 4383 авари пулса иртнĕ
549 çын вилнĕ, çав шутра 21 çул çитмен ача
5494 çын аманнă, вĕсенчен 470-шĕ çулĕ çитмен ачасем.
ПР «Республика Башкортостан»
Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.