Кăмпасемпе асăрхануллă пулмалла
«Шăп сунара» юратакансем кăмпа вăхăчĕ пуçланни пирки социаллă сетьсенче пĕлтернĕ ĕнтĕ: хурăн тата ăвăс, масла кăмписем, шампиньонсем тухнă.
Мĕнпур кăмпана та çиме юрать, анчах хăшĕ-пĕрисене – пурнăçра пĕрре çеç. Çулсерен темиçе теçетке çын кăмпапа наркăмăшланса вилеççĕ, çав шутра ачасем те. Паллах, вĕсем пурте ахаль правилăсене пĕлнĕ. Хăйсемпе инкек сиксе тухмасть тесе шутланă.
Енчен те кăмпа çиме юрăхлă е юрăхсăррине пĕлместĕр пулсан, ăна ан илĕр. Унсăр пуçне ялтăркка шлепкеллисене, хуртлисене, тунасăррисене тата киввисене, çиме юраманнисемпе наркăмăшлисене татасран асăрханăр. Кăмпасене авса тунă карçинккасене хурăр. Вăрман çимĕçне çав куннех пĕçерĕр.
Урамра сутакан çимĕçе туянма ан васкăр. Вĕсене хăçан тата ăçта пуçтарни паллă мар. Тен, кăмпасене тайгари вăрмансенче, тен масар çывăхĕнче, тен, завод таврашĕнче татнă.
Кирлĕ тумтир тата аксессуарсем
Вăрмана пĕр-икĕ сехете çеç каятăр пулсан та хăвăрпа кирлĕ япаласенчен тăракан пысăк мар рюкзак илĕр. Мĕншĕн тесен лару-тăру мĕнле пулассине никам та пĕлмест. Кутамккана пухмалли япаласем: çĕçĕ, пĕр-иккĕ çыртмалăх запас апат, савăтпа шыв, кирлĕ эмелсем, шăрпăк, шăхлич тата кĕсье телефонĕ.
Телефон çине хăвăр ăçта пулнине кăтартакан тÿлевсĕр Яндекс.Навигатор программа уçлама сĕнеççĕ. Тумтир енчен илес пулсан, вăл ункайлă та ăшă пулмалла. Пуçа калпак тăхăнмалла, вăл çилрен тата хурт-кăпшанкăсенчен хÿтĕлĕ. Вăрăм мар кунчаллă резина атă тăхăнни урасене йĕпенме памасть. Типĕ çанталăкра - кроссовки е спорт пушмакĕ.
Камуфляж тум ан тăхăнăр – ăна çар çыннисем пытанма шутласа кăларнă. Çухалса кайсан виçĕ метртан та шыраса тупаймĕç. Илемлĕ те тĕслĕ куртка тăхăнсан аван пулать.
Вăрман пушарĕсем
Вăрмансем хăйсен тĕллĕн çунманни паллă. Ытларах чухне çиçĕм çапса вут-çулăм тухать. Инкексен тепĕр çурри кану вырăнĕсенче çунакан шăрпăк пĕрчисем пăрахса хăварнипе е пирус тĕпне сÿнтерменнипе, ванса ларнă хурçă ут çулăмĕсемпе, курăка çунтарнипе çыхăннă.
Вут-çулăм пысăках мар пулсан, ăна хăвăр тĕллĕн сÿнтерме пулать. Енчен те эсир нимĕн те тума пултарайманнине ăнланатăр пулсан – чупăр.
Сăмах май кăçалтан пушар хăрушсăрлăх правилисене пăснишĕн паракан штраф виçисем вунă хутчен ÿснĕ (ун пирки тĕплĕнрех иртнĕ номерте пĕлтернĕччĕ - авт.).
Тискер чĕр чунсем
Тискер чĕр чунсене хуласенчен инçе мар вырнаçнă вăрмансенче те тĕл пулма пулать. Çакна асра тытмалла – чĕр чунсем çынсенчен хăраççĕ, сирĕн сассăра илтсен тарма пикенĕç. Çавăнпа вăрман тăрăх сас парса çÿрĕр: шавлă калаçăр, пластик савăтпа шаккăр, юрăсем юрлăр.
Енчен те эсир вăрман чĕр чунĕпе тĕл пултăр пулсан, ăна тарма май парăр. Хăвăр тарма е ун енне çурăмăрпа çаврăнма ан васкăр. Çакăн пек тусан чĕр чун сирĕн çине тапăнма пултарать. Ăна куçĕнчен ан пăхăр, кинет ан хускалăр, ан кăшкăрăр, аллăрсемпе ан хăлаçланăр…Ерипен хыçалалла утăр.
Чĕр чунсен çурисем патне ан çывхарăр. Кирек мĕнле чĕр чун та хăйĕн «пепкине» хÿтĕлет, çавăнпа вăл тапăнма пултарать.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.