Пур хыпар та
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ
10 Кӑрлач 2019, 17:03

Академиксен шучĕ ÿсет

Иртнĕ çул вĕçĕнче Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Пелепей тăрăхĕнчи уйрăмĕ (ертÿçи – Рудольф Павлов-Илькелри çыравçă) хăйĕн черетлĕ ларăвне ирттерчĕ.

Унăн ĕçне академин Миякипе Пишпÿлек, Пелепей районĕсенчи пайташĕсем Вероника Леонтьева, Владимир Максимов, Михаил Сидоров, Нина Никитина, Владимир Яковлев тата çак йĕркесен авторĕ хутшăнчĕç.
Кун йĕркинче виçĕ ыйту пулчĕ. Пĕрремĕшĕ академин Уставĕпе тĕплĕнрех паллаштарасси тата унăн çĕнĕ ятне (2018 çулхи ноябрь уйăхĕнче Шупашкарта иртнĕ пуху хыççăн) сÿтсе явасси. Малашне вăл «Чăваш халăх ăслăлăхпа ÿнер академийĕ» мар, «Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕ» пулĕ. Ноябрьти аслă пухура делегатсем çапла йышăннă. Унта хускатнă ыйтусем çинче В.Яковлев академик чарăнса тăчĕ.
Пелепей тăрăхĕнчи академиксен уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен унăн ертÿçи Рудольф Павлов паллаштарчĕ. Çулталăк хушшинче тунă ĕçсене тишкернĕ май, вăл малашнехи плансене палăртрĕ. Çавăн пекех çывăх вăхăтра ăслăлăхпа ÿнер академин йышне (сăмах вырăнти уйрăм пирки пырать) çĕнĕ çынсем хутшăнасси пирки пĕлтерчĕ. Çак енĕпе паянхи кун йĕркелÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Унсăр пуçне Рудольф Матвеевич савăнăçлă лару-тăрура Вероника Леонтьевăна академикăн удостворенине алăран тыттарчĕ. Сăмах май каласан, Вероника Семеновна Мияки тăрăхĕнчи Тимеш ялĕнчи вулавăшра вăй хурать, тăван тавралăха тĕпчес енĕпе нумай ĕç тăвать. Хальхи вăхăтра ял юбилейĕ тĕлне унăн историне çырса хатĕрлес ĕçе хастар хутшăнать, яваплă çынсенчен пĕри пулса тăрать.
Ларура çавăн пекех академин ытти пайташĕсем те тухса калаçрĕç, кашниех хăйсен шухăш-ĕмĕчĕсемпе паллаштарчĕç, ĕçлĕ сĕнÿсем пачĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ. Пелепей районĕ.