Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çунатлă çамрăклăх
5 Мартӑн 2019, 19:20

Ĕмĕт çулĕпе утать Тапканчă пики

Хÿхĕм те Нарспи сăнарне аса илтерекен Марина Васильева Чекмагуш районĕнчи Тапканчă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕчĕкренех юрăсем итлеме юратнăран Юмаш ялĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех юрлама кăмăлланă. Шкулти концертсене хутшăннă‚ чăваш тата вырăс халăх юррисене шăрантарнă.

Шкул пĕтернĕ хыççăн вăл юрăçă пулма ĕмĕтленет. Çавăнпа ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тесе пултаруллă хĕр Октябрьск хулинчи музыка колледжне докуменчĕсене кайса парать. Халăх юррисене пĕччен юрламалли специальноçпа вырăс халăх хорĕн уйрăмĕнче пĕлÿ илме пуçлать.
Студент çулĕсем сисĕнмесĕр иртнĕ. 2018 çулта Марина артист-вокалист‚ вĕрентекен‚ халăх коллективĕн ертÿçи специальноçне алла илсе колледжа вĕренсе пĕтерет. Яла таврăнсанах Маринăна Чекмагуш район центрĕнчи Культура çуртне халăх коллективĕн вĕрентекенĕ пулса ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Анчах та Маринăн пуçĕнче урăх шухăш-ĕмĕт хуçаланнă - ăна юрăç пуласси канăç паман. Колледжра вĕреннĕ чухнех вăл Шупашкартан килнĕ чăваш артисчĕсен концерчĕсене курма кайса çÿренĕ, юрăçсемпе курса калаçнă. Ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртес тесен‚ мĕнсем тумаллине ыйткаласа пĕлнĕ.
2014 çулхине пĕрремĕш курсра вĕреннĕ чухне Çтерлĕ хулинче «Шăпчăк сасси» чăваш эстрада юррисен фестивалĕ иртет. Тапканчă хĕрĕ унта Октябрьск хулин чысне хÿтĕлеме хутшăнать. Конкурс условийĕ тăрăх, икĕ чăваш юрри юрламалла пулнă. Вĕсенчен пĕрне, халăх юррине, эстрада стилĕпе шăрантарма тивнĕ. Марина вара «Шурă перчетке» тата «Шурă кăвакарчăн» юрăсем суйласа илнĕ, хăйне пысăк сцена çинче тивĕçлĕ шайра кăтартма пултарнă.
Илемлĕ юрату çинчен çырнă «Шурă перчетке» юррине шăрантарнă чухне зал шăп пулнă. Юрласа пĕтернĕ хыççăн куракансем ура çине тăрса тăвăллăн алă çупма пуçланă. Хăшĕсем чечек çыххисемпе сцена çине хăпарса уçă та кăмăллă саслă хĕре килĕштерсе чечексем панă. Сцена çинчен кĕрсе кайсан та алă çупма чарăнман‚ Маринăна тепĕр хут тухма чĕннĕ. Çамрăк та куракансене «тыткăна илнĕ» юрăçăн вара каялла тухса залри халăха пуç таясси çеç юлнă.
Шăпах çак самантра 18 çулхи çамрăк хĕр хăйĕн пурнăçĕнче пĕрремĕш хут сцена çăлтăрĕ пек туйнă. Унăн чĕри хумханнипе тата хĕпĕртенипе васкавлăн тапнă. Кăмăлĕ тулса çитнипе хăй сисмесĕрех куçĕсенчен куççуль юхса аннă. Юрăçă пулап текен Марина, çак сцена çинче хăйĕн ĕмĕчĕн çурри пурнăçа кĕнĕ пек туйнă. Артист пулас ĕмĕчĕ тата та вăйлăрах аталанса çирĕпленнĕ.
Фестивале Шупашкартан килнĕ артистсем те Марина «Шурă перчетке» тата «Шурă кăвакарчăн» юрăсене çамрăк юрăçă хăй евĕрлĕ уçă та янравлă сассипе юрланине итлесе тĕлĕннĕ. Вĕренсе пĕтерсен Маринăна Шупашкара ĕçлеме килме сĕннĕ. Унта юрăсем çыртарма‚ ĕçе кĕме те çăмăлтарах пулассине шантарнă. Пултаруллă хĕр çапла тăвать те. Шурă Шупашкар аякра пулнине пăхмасăр, вăл 2018 çулхине унта тухса каять. Чăваш патшалăх университечĕн ÿнер (искусство) факультетне вĕренме кĕрет. Ялта амăшĕпе кăна пурăннăран университетра куçăн мар мелпе вĕренме кăмăл тăвать. Хаклă çыннине пулăшу пултăр тесе Шупашкарта ĕçе кĕрет - Пуканесен театрĕнче актер ăсталăхĕн вĕрентекенĕ пулса ĕçлеме пуçлать. Çав вăхăтрах Тапканчă пики аслă шкулта вĕренме те ĕлкĕрет.
Амăшĕ‚ Галина Петровна Васильева, хĕрĕпе кăмăллă. Чăн та, кашни атте-аннен ачи Шупашкарта вĕренсе‚ çав вăхăтрах ĕçе вырнаçса хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пултарнине тăтăшах тĕл пулаймăн. Çавăнпа та анне савăнăçне ăнланма пулать.
- Хĕрĕме, Турă таса сывлăх‚ телей патăрччĕ, - тет Галина Петровна.
Манăн та Маринăна ĕçĕнче те‚ вĕренÿре те ăнăçусем кăна сунас килет. Çутă ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕччĕр. Çавăнпа та аяларах илсе кăтартнă сăвă йĕркисем те хамăр ял хĕрĕн ячĕпе пуçра ыт ахальтен çуралмарĕç.
Такăр пултăр çулу,
Вăрăм пултăр кун-çулу.
Йывăрлăхсене хыçа хăварса
Ялан ут эс малалла.
Юлиан ЗАХАРОВ.
Чекмагуш районĕ‚ Тапканчă ялĕ.
Читайте нас: