Урал сасси
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çунатлă çамрăклăх
28 Июлӗн 2021, 11:40

Чăваш çамрăкĕсен Канашĕ пулĕ

1993 çулхине Пушкăртстан Республикинче пуçласа чăваш çамрăкĕсен Канашне йĕркеленĕччĕ. Унăн йышне хастар та пуçаруллă çамрăксем‚ çав шутра студентсем те, кĕчĕç. Г.И. Степановăн (каярах Канашăн председателĕ) пуçарулăхĕпе‚ тăрăшулăхĕпе Пушкăртстан Республикинче чăваш çамрăкĕсен Канашĕ хăйĕн ĕçне пуçарса ячĕ. Çак шухăша А.А. Кондратьев‚ И.Г. Тарасов‚ çавăн пекех ПР пушкăрт çамрăкĕсен Канашĕ те ырласа йышăнчĕç.

Чăваш çамрăкĕсен Канашĕ пулĕ
Чăваш çамрăкĕсен Канашĕ пулĕ

Çамрăксен юхăмĕн пĕрремĕш ертÿçисен шутĕнче Г.И. Степанов‚ Ф.В. Кузьмин‚ В.С. Сергеев тата ыттисем пулнине палăртса хăвармалла. Канаш никĕслевçисем обществăпа патшалăх интересĕсене шута илсе çамрăк ăрăвăн пултарулăхĕпе пуçарулăхне пурнăçа кĕртме тата аталантарма условисем туса пама тăрăшрĕç. Унсăрăн нумай нациллĕ регионта çамрăксен ĕçĕ обществăпа политика тата этнополитика шайĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине çирĕплетрĕç. Шел‚ юлашки çулсенче канашăн ĕçĕ-хĕлĕ çукпа пĕрех пулчĕ... Çав вăхăтра çамрăксен Канашĕ обществăра пулса иртекен социаллă тата политика‚ культура процесĕсене тĕрлĕ социаллă ушкăнсене явăçтарассипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçлатчĕ.
Республикăри чăваш çамрăкĕсен Канашĕн тухăçлăхĕ пурнăçри пахалăхсене‚ чун-чĕм тата кăмăл-сипет культурине йĕркелеме пулăшассипе‚ этем пахалăхĕсене çирĕплетессипе‚ çамрăксене аталанма майсем туса парассипе çыхăннă ыйтусене татса парассинче палăрать. Çаксене шута илсе чăваш организацисене «çамрăклатмалла». Ветерансен ĕçне-хĕлне малалла çамрăксем тăсмалла. Çавăнпа чăваш çамрăкĕсен Канашĕн ĕçĕ-хĕлне çĕнĕрен пуçарса ямалла. Анчах ăна çĕнĕ форматпа йĕркелемелле‚ унăн тĕллевĕсене те çĕнетмелле. Çав шутра çамрăксене патриотла тата интернационаллă воспитани парассине‚ çамрăк ăрăва сывлăхлă пурнăç йĕркине явăçтарассине‚ обществăпа политика пурнăçне тата республикăн социаллă тата экономика аталанăвне хутшăнтарассине те. Студентсен представителĕсемпе ирттернĕ калаçу çакна кăтартса пачĕ: канаш йышне кĕме кăмăл тăвакансем пур. Апла пулсан асăннă пĕрлешĕвĕн кирлĕлĕхĕ пысăк. Çак ыйтăва ПР чăвашсен Канашĕн Президиумĕнче те сÿтсе яврăмăр. Унта чылай канашланă хыççăн Пушкăртстан Республикинче чăваш çамрăкĕсен Канашне çĕнĕрен пуçарса яма‚ чăваш халăхне пырса тивекен ыйтусене татса парас ĕçе çамрăксене явăçтарма йышăнтăмăр‚ вăл республикăри ытти çамрăксен организацийĕсемпе тата чăваш пĕрлешĕвĕсен профильлĕ комиссийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме пултарнине палăртрăмăр. Асăннă Канашăн ертÿçи кам пулассине те татса патăмăр. Пушкăртстан Республикинчи чăваш çамрăкĕсен Канашĕн ертÿçин ĕçне Пушкăрт патшалăх медицина университетĕнчи педиатри факультетĕнче 4 курсра вĕренекен Станислав Эдуардович Иванов (1999 ç.) кÿлĕнĕ. Каччă Ĕпхÿ хулинче пурăнать‚ вăл общество ĕçне тата тĕрлĕ конкурссене хастар хутшăнать‚ «Мустаевские чтения-2016» республика шайĕнче иртекен литературăпа пултарулăх конкурсĕн çĕнтерÿçи.
Эпир 35 çулчченхи хастар та пуçаруллă çамрăксене Канаш йышне кĕме йыхравлатпăр. Кăмăл пуррисене пурне те хапăл туса кĕтетпĕр. Заявленисене ирĕклĕ майпа çырса [email protected] адреспа ярса пама пултаратăр.
Людмила МУРМАНСКАЯ,
ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: