Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çунатлă çамрăклăх
12 Кӑрлач 2022, 11:01

Çăмламас тигр çулĕ

Ырлӑхпа телей сунатпӑр, Тӑванӑм, сана. Ҫӗнӗ ҫул юрри юрлар-ха, Кала купӑсна.

Çăмламас тигр çулĕ
Çăмламас тигр çулĕ

Вӗлтӗр-вӗлтӗр юр пӗрчи,
Вӗлкӗшсе ӳкет.
Сивӗ хаяр Хӗл Мучи,
Пите чӗпӗтет.

Ырлӑхпа пурлӑх сунатпӑр,
Чӗререн, тӑван.
Тигр ҫулӗнче пӗрле,
Пурӑнар аван.

Ҫӗнӗ ҫул юррин илемӗ,
Купӑс кӗввинче.
Чун-чӗре, вӗри хӗлхемӗ,
Пирӗн чунсенче.

Ҫӑмламас тигр хаваслӑ,
Тӗнчене ҫитрӗ хӑюллӑ.
Кӗтсе илтӗмӗр савса,
Пӗр-пӗрне телей сунса!
Илсе килчӗ савӑнӑҫ,
Чӗртрӗ чӗрере хӗлхем.
Ҫут телейлӗ пурӑнӑҫ,
Юрату парнелесем.

Ҫут телей, ырлӑх тивлечӗ,
Килтӗр кашни ҫул.
Ҫӑмламас тигр, ак, килчӗ,
Ҫитрӗ Çӗнӗ ҫул!
Николай ЕЛЛИН,
Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: