Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çунатлă çамрăклăх
3 Октябрӗн 2023, 10:50

Аллă çичĕ çул иртсен те эпир пĕрле

Салам, чунтан юратнă шкулăм, Ăшшушăн тайма пуç сана!Телейлĕ ачалăх, шкулта вĕреннĕ çулсем… Пĕрремĕш урок, пĕрремĕш учитель…Çамрăклăх, тус-юлташсем, пĕрремĕш юрату… Çакă кашни çын чĕринчех упранать, чунра таса та ăшă туйăмсем вăратать…Чун ачалăха таврăнасшăн, тăван шкулалла туртать, пĕрле вĕреннĕ юлташсене курас килет.

Аллă çичĕ çул иртсен те эпир пĕрле
Аллă çичĕ çул иртсен те эпир пĕрле

Эпир тăван шкулпа 1966 çулта сывпуллашрăмăр, унтанпа 57 çул иртрĕ ĕнтĕ. Тĕрлĕ сăлтавсене пула халиччен хамăр класпа пухăнса тĕлпулу ирттереймен. Ун çинчен кашни ĕмĕтленнĕ паллах. Кăçал çав ĕмĕте пурнăçлас терĕмĕр.
Тĕлпулăва йĕркелес ĕçе эпир, тăван ялта тата юнашар ялсенче пурăнакансем, хамăр çине илтĕмĕр. Пĕрле вĕреннисен адресĕсене, телефон номерĕсене тупса вĕсене хыпар çитертĕмĕр, унтан тĕлпулăвăн йĕркине пăхса тухрăмăр.Тĕрлĕ сĕнÿсене сÿтсе яврăмăр.
Çапла палăртнă кун килсе çитрĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе, чечексемпе илемлетнĕ акт залĕнче «Вечер школьных друзей» юрă янăрать, хăнасене йыхăрать. Кĕтнĕ хăнасем - Аня Алимасова, Толик Голубков, Всеволод Гаврилов, Валя Данилова, Лена Данилова, Ира Иванова, Люда Михайлова, Зоя Никитина, Ира Петрова, Лена Тефтерева, Люда Тимофеева,Тамара Федотова - пĕрин хыççăн тепри зала кĕреççĕ. Савăнăçпа хумханăва пытармасăр пĕрне-пĕри ыталаççĕ, куççулĕсене шăлаççĕ. Чун-чĕрене хускатакан самант пулчĕ ку. Кăшт лăплансан пурте пĕрле çак юрра юрларăмăр:
«Милая школа моя,
Добрая школа моя,
Мы для тебя навсегда
Дочери и сыновья».
Акă шăнкăрав сасси янăрарĕ. Çав вăхăтра хамăра ачалăха таврăннă пекех туйрăмăр.
Малалла хамăр класри кашни ачана аса илтĕмĕр. 10-мĕш класра эпир вăтăр пĕррĕн пулнă (23 хĕр ача тата 8 арçын ача). Çав шутран тĕлпулăва 13-ĕн пуçтарăнтăмăр.
Инçетри хуласенче пурăнакансем килеймерĕç. Нумайăшĕ телефонпа шăнкăравласа каçару ыйтрĕç, пире саламларĕç. Шел пулин те, пирĕнпе пĕр класра вĕреннĕ 10 çын пурнăçран уйрăлса кайнă. Вĕсене аса илсе пуç тайрăмăр…
Паллах ĕнтĕ, пире ăс панă, чăн-чăн çын пулма вĕрентнĕ учительсене ăшшăн аса илтĕмĕр. Галина Порфирьевна, Мария Павловна, Гликерия Прокопьевна, Ревмира Леонтьевна, Александра Александровна, Иван Васильевич, Георгий Тимофеевич, Матрена Алексеевна, Татьяна Федоровна, Виталий Григорьевич, Константин Павлович, Дмитрий Федорович тата ыттисем те – пурте пире пурнăç çулĕ çине тăратнă. Вĕсем ĕмĕрлĕхех асра юлнă. Питĕ шел, нумайăшĕ çут тĕнчерен уйрăлнă. Йывăр тăприсем çăмăл пулччăр.
Хальхи вăхăтра шкулта пурнăç епле пырать-ха? Математикăпа информатика вĕрентекенĕ Андрей Анатольевич Степанов шкул çинчен ÿкернĕ фильм-презентаци кăтартрĕ. Ăна интересленсе пăхса лартăмăр. Ун хыççăн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Ираида Георгиевна Степанова хальхи шкулăн ĕçĕсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Пирĕн вăхăтрипе танлаштарсан улшăнусем питĕ нумай. Пĕлÿ çурчĕ çĕнĕлле, малалла утать. Çитĕнÿсем те сахал мар. Унчченхи пекех пирĕн шкул районти чи лайăххисен шутĕнче, ачасем спорт ăмăртăвĕсенче, тĕрлĕ конкурссенче, олимпиадăсенче çĕнтереççĕ, республика шайне те тухаççĕ.
Çак сăмахсем пире питĕ савăнтарчĕç. Хавхаланса алă çупрăмăр, хамăр ятран шкула асăнмалăх парне патăмăр.
Ун хыççăн шкул музейне утрăмăр. Светлана Германовна Иванова (музей ертÿçи, вăлах истори учителĕ) питĕ интереслĕ экскурси ирттерчĕ. Тавтапуç ăна!
Малалла тепĕр эскурси пулчĕ - шкула курса çÿрерĕмĕр. 2015 çулта тунă тĕп юсав хыççăн шкул питĕ илемленнĕ, хула шкулĕсенчен пĕрре те кая мар. Савăнса, тĕлĕнсе çÿрерĕмĕр. Çавăнтах 1964 çул (эпир 9-мĕш класраччĕ) хамăр вĕр çĕнĕ шкулта вĕренме пуçланине аса илтĕмĕр. Пирĕнни пек шкул районта та урăх çукчĕ! Мĕнле савăнаттăмăр, мухтанаттăмăр ун чух. Хамăр класа (унта халь истори кабинечĕ) кĕрсе ларса асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем турăмăр. Эх, таврăнасчĕ çав вăхăтсене, çĕнĕрен кĕрсе ларасчĕ парта хушшине! Анчах пурнăç урапи каялла кусмасть çав.
Тĕлпулу малалла тăсăлчĕ, унăн чи интереслĕ саманчĕ çитрĕ. Пĕр-пĕрин çинчен пĕлес килет-çке-ха пирĕн: ăçта вĕреннĕ, мĕнле професси суйласа илсе ĕçленĕ. Мăшăрĕсем камсем, сывă-и вĕсем, миçе ача, миçĕ мăнук тата ыт.те. Кашни хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Çавсене итленĕ хыççăн пĕр япала паллă пулчĕ: никамăн та пурнăçĕ çăмăлах килмен: йывăрлăхсем те, çухатусем те пулнă. Анчах та йывăрлăхсене çĕнтерсе тивĕçлĕ пурнăçпа пурăнма тăрăшнă: ĕçре чуна парса вăй хунă, çемье çавăрса ачисене ÿстернĕ, вĕсене ăс, пĕлÿ панă, мăнÿкĕсене ÿстерме, вĕрентме пулăшнă. Нумайăшĕн мăнукĕсем те çемье çавăрма ĕлкĕрнĕ, кĕçĕн мăнукĕсем те пур. Халĕ вара эпир пурте ветеран-пенсионерсем, çитес çул 75 çул тултаратпăр. Тĕлпулăвăн пĕрремĕш пайĕ «Как здорово, что все мы здесь сегодня собрались» юрăпа вĕçленчĕ.
Иккĕмĕш пайĕ юнашар Михайловка ялĕнчи кафере иртрĕ. Уяв кĕреки питĕ савăнăçлă пулчĕ, юрларăмăр, çулсене пăхмасăр ташларăмăр та. Шÿтлĕ ыйтусем çине хуравларăмăр. Шкулта вĕреннĕ чухнехи самантсене аса илтĕмĕр. Тĕлпулу каçне «Зоренька» ансамбль ертÿçи Юлий Михайлович Антоновпа унăн Елена Игнатьевна мăшăрĕ илем кÿчĕç. Çак ансамбльте пирĕн Лена Данилова та юрлать. Вĕсем пире саламласа чăвашла-вырăсла юрăсем шăрантарчĕç. Лена Тефтерева та юрăсем парнелерĕ. Çапла иртрĕ пирĕн 57 çул хыççăнхи тĕлпулу. Ман шутпа, вăл пурин кăмăлне те кайрĕ, чунра тарăн йĕр хăварчĕ.
Ĕмĕтсем малалла. Турă хушсан, тен, татах та тĕл пулăпăр. Çак тĕлпулăва ирттерме пулăшакансене тепĕр хут пысăк тав!
Ираида ПЕТРОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.

Аллă çичĕ çул иртсен те эпир пĕрле
Аллă çичĕ çул иртсен те эпир пĕрле
Аллă çичĕ çул иртсен те эпир пĕрле
Аллă çичĕ çул иртсен те эпир пĕрле
Аллă çичĕ çул иртсен те эпир пĕрле
Аллă çичĕ çул иртсен те эпир пĕрле
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: